Паян çамрăк тĕпчевçĕ - ыран наука ĕçченĕ
В.БАЙМУШКИН.
Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта кашни çулах вĕренекенсен наукăпа практика конференцийĕ иртет. Шкул ачисене мĕн пĕчĕкрен тĕпчев ĕçĕсем çырма вĕрентес, талантлă ачасене тупса палăртас, вĕсене малалла аталанма пулăшас тĕллевпе йĕркелеççĕ ăна. Районти вĕренекенсен пиллĕкмĕш наукăпа практика конференцине 221 ĕç тăратнă, кашнине жюри членĕсем тимлĕ итленĕ. 19 вĕренекен конференци çĕнтерỹçисем пулса тăнă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнисем вара _ 80 ача. Конференцие хутшăннисене район пуçлăхĕн çумĕ _ райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.Левый, Курнавăш шкул директорĕ П.Кузнецов саламланă. Вĕрентекен çулталăкне тата Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă конференцие паха ĕçсем питĕ нумай тăратнă. Паллах, çакна та палăртса хăвармалла, тĕпчев ĕçĕсем çырма ачасене вĕрентекенсем пулăшнă. Кĕçĕннисене ашшĕ-амăшĕ тимлĕх уйăрни те курăнать. Пĕчĕкренех тĕпчев ĕçĕсем çырма пĕлни ачасене нумай енĕпе пулăшать, тавра курăмне те ỹстерет. Шкулта çеç мар, килте те комьютерпа ĕçлени тỹрех сисĕнет. Пуçламăш классенче вĕренекенсен секцине 31 ача хутшăннă. "Окружающий мир" предметпа Çĕнĕ Пăвари Д.Васильев, Курнавăшри И.Светопольская ĕçĕсем чи лайăххисем тесе йышăннă. Пуçламăш классенче вĕренекенсем хушшинче тăван ен культурин предмечĕпе хутшăннă 13 ачаран Елчĕкри И.Петрова мала тухнă. "Краеведени" секцинче ĕçе чи ăнăçлă хỹтĕлекенсем Энтепери Е.Михайловăпа Курнавăшри П.Смирнов пулнă. Çак шкулти М.Веникова чăваш чĕлхипе литературине аван пĕлнине çирĕплетнĕ. Курнавăшри М.Корнилова "Информатика и ИКТ", А.Кириллова "Математика", А.Курчина "Культура родного края", К.Смирнова "Обществознание и право", А.Курчин "Физика" секцисенче çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи О.Анисимовăпа Л.Чернова "Химия", çак шкултах вĕренекен А.Сапожникова, Аслă Пăла Тимешри А.Скрипкина "Авторская проза, поззия. Журналистика" чăваш уйрăмĕн, Ю.Митрофанова "История" секцийĕсенче чи пултаруллисем пулнине çирĕплетнĕ. Лаш Таяпари А.Павлов, биологипе экологи предмечĕсене юратаканскер, хальхинче те çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Кивĕ Эйпеçри А.Яковлева, Курнавăшри А.Курчин "Физика", В.Иванова "Авторская проза, поэзия. Журналистика" секцинче вырăсла çырса палăрнă. Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем те конференцине нумаййăн хутшăннă. Вĕсен йышĕнче ют чĕлхесемпе пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнисем: О.Сапожникова, А.Деомидова, М.Алексеева. Кушкăри А.Ахметзянова, Н.Рыбкина "Русская филология" секцинче мала тухнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисемпе чысланă, конференцие хутшăннисем сертификат илме тивĕç пулнă.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.