Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Суя приставсенчен асăрханăр

Парăмпа вăхăтра татăлман граждансен суд приставĕсемпе тĕл пулмах тивет. Юлашки вăхăтра çĕршывра суя приставсем хунаса кайни пирки телевиденин тĕрлĕ кăларăмĕсем урлă час-часах илтетпĕр. Çакăн евĕр суя приставсем вара çак кунсенче кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнче те тупăннă. Хăйсем суд приставĕн ĕçченĕсем "пулнине" ĕнентерсе çакскерсем парăм-çăсенчен укçа-тенкĕ пуçтарса çỹренĕ. Чăн пристава ултавçăран мĕнле уйăрмалла? Суд приставĕн ĕçченĕсем яланах ятарлă тумпа çỹреççĕ, докуменчĕсемпе паллаштараççĕ.


"Елчĕк Ен"
10 апреля 2010
00:00
Поделиться