Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Раççей чемпионатне хутшăннă

Елчĕк ялĕ яланах вăйлă çынсемпе палăрса тăнă. Пуринчен вăйлăраххине палăртма йывăр атлетика спорчĕ пулăшать. 1885 çулта Санкт-Петербург хулинче В.Ф.Краевский тухтăр пуçарса янипе Раççейре йывăр атлетика аталанма пуçланă. Елчĕкре вара штанга йăтассипе пĕрремĕш ăмăрту 1952 çулта иртнĕ. Çамрăксене ертсе пыраканĕ Н.М.Мальков пулнă. Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ. Елчĕкре халĕ те штанга йăтма юратакансем чылай. Çамрăксене тĕрĕс çул çине тăма тренерсем çеç мар, спорт ветеранĕсем те пулăшаççĕ. СССР спорт мастерĕ А.Викторов, хĕрĕх урлă каçнă пулин те, тăтăшах ĕç хыççăн спорт шкулне васкать. Унта унăн ывăлĕ Володя тата пиччĕшĕн ачи Алексей тренировкăсене çỹреççĕ. Александр Алексеевич вĕсене хăйĕн спортри нумай çулхи опычĕпе паллаштарать. Хăй те штангăпа тĕрлĕ хусканусем тăвать. Иртнĕ кунсенче вăл юлташĕсемпе Санкт-Петербургра спорт ветеранĕсен Раççей чемпионатне хутшăнчĕ. Паха кăтартусемпе А.Викторов 5-мĕш вырăн йышăнчĕ. Елчĕкри И.Ишмуратов (вăл та спорт мастерĕ) çивĕч кĕрешỹре виççĕмĕш кăтарту тума пултарчĕ. Елчĕкри вăтам шкултан 1978 çулта вĕренсе тухнă СССР спорт мастерĕ Ю.Балтаев та ăнăçлă ăмăртрĕ, кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ.


"Елчĕк Ен"
10 апреля 2010
00:00
Поделиться