Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ачасем хоккейла выляççĕ

 Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн республикăри шкул ачисен XII спартакиадин программине спортăн тĕрлĕ тĕсĕсем кĕреççĕ. Елчĕк районĕнчи шкул ачисем кăçалхи вĕренỹ çулĕнче чылай ăмăртусенче лайăх кăтартусем турĕç. Нумаях пулмасть Чăваш Республикинчи вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви республикăри çамрăк хоккеистсем кĕçĕн, вăтам, аслă, тĕп ушкăнсенче мĕнле ăмăртнин итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ун çинчен Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн завучĕ Роберт Григорьев каласа парать. _ Кĕçĕн ушкăнри, 1999-2000 çулсенче çуралнă çамрăк хоккеистсен турнирĕ Патăрьелĕнче иртрĕ. Елчĕксем, площадка хуçисене финалта выляса ярса, республикăра иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Вăтам ушкăнри (унта 1997-1998 çулсенче çуралнă ачасем вылярĕç) финалти турнира Аслă Елчĕк ялĕн хоккей площадкине 4 команда пуçтарăнчĕ. Елчĕк районĕн команди иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене тухнă Тăвай, Патăрьел районĕсенчи шкул ачисенчен выляса илчĕ, ушкăнра çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Аслă ушкăнри (1995-1996 çулсем) вăйăсем те интереслĕ иртрĕç. Финалта 4 команда тупăшрĕ. Пирĕн хоккеистсем пĕрремĕш вăйăра Йĕпреç районĕнчи спорт тусĕ-семпе тĕл пулчĕç. Ăнăçу Йĕпреçсем енче пулчĕ. Пирĕн команда виççĕмĕш вырăншăн иртнĕ вăйăра çĕнтерчĕ, призерсен йышне кĕме пултарчĕ. Тĕп ушкăнра вăтам шкулсен аслă класĕсенче вĕренекенсем вылярĕç. Шел, ку ушкăнри вă-йăсем Елчĕксемшĕн ăнăçлах пулмарĕç. Виççĕмĕш вырăншăн иртнĕ тĕл пулура пирĕн команда Канаш районĕнчи хоккеистсене 0:1 шутпа выляса ячĕ, çапла вара призерсен йышне лекеймерĕ. Çакă тăватă ушкăнри вăйăсене пĕтĕмлетнĕ чухне кăтартусенче палăрчĕ. Елчĕк районĕ тăватă ушкăнри турнирта пĕтĕмĕшле иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. _ Хоккей турнирĕсенче республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннине япăх тесе калаймăн. _ Ку вăл çапла. Анчах пĕрремĕш пулни тата сумлăрах-çке. Спартакиада итогĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне вăл лайăхрах вырăн йышăнма май парать. _ 10-12 çул каялла кашни шкулта тенĕ пекех хоккей командисем пурччĕ. Кăçал, сăмахран, вĕсен йышĕ сахалтарах пек. _ Шкулсем спортăн кашни тĕсне пĕр пек аталантарма пултараймаççĕ. Пĕринче йывăр атлетика, кире пуканĕ çĕклесси, çуран чупасси аталаннă. Тепринче кĕрешессипе палăраççĕ. Виççĕмĕшĕнче спорт вăййисене юратаççĕ. Ку вăл шкулсенче, ялсенче спортăн пĕр-пĕр енĕпе интересленекенсем йышлă пулнипе, традиципе çыхăннă. Хоккей вăййине илес пулсан, Аслă Елчĕк, Елчĕк, Патреккел, Тĕмер шкулĕсенче вăл вун-вун çул каяллах аталаннă, халĕ те ăна юратакансем сахал мар. Республикăри турнирсене хутшăннă район командисене шăпах çỹлерех асăннă шкулсенче вĕренекенсенчен йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Çамрăк хоккеистсене республикăри турнира хатĕрлес ĕçре физкультура учителĕсен, уйрăмах Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти физкультура учителĕн В.Кучаковăн тỹпи пысăк. Хоккей вăййине аталантарас енĕпе предприятисемпе организацисен ертỹçисен, ашшĕ-амăшĕсен пулăшăвĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тутар Республикинчи Пăва хулинче пăр стадион çулталăк тăршшĕпех ĕçлет. Иртнĕ çулсенче "Яльчикская" ДПМК производство кооперативĕн директорĕ В.Скворцов çамрăк хоккеистсене унта тренировкăна илсе çỹрерĕ. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн ертỹçи В.Афанасьев, В.Хушкин, А.Обручков ачасене хăйсен транспорчĕпе Пăва хулине тренировкăсене çу кунĕсенче те илсе çỹреççĕ. Ыт ахальтен мар вăтам ушкăнри ачасем республикăра çĕнтерчĕç. Команда çывăх вăхăтрах Çĕнĕ Шупашкарти "Сокол" хоккей команди çумĕнче вылякан тантăшĕсемпе вăй виçет.


"Елчĕк Ен"
10 апреля 2010
00:00
Поделиться