Вăрçă ачисем: Суха пуç тытнă хĕрарăм, нушана парăнман кинемей
"Патреккел ялĕнче манашкал нуша курнă çынна тупаймăн. Хамăн ĕмĕрте икĕ вăрçă курнă. Граждан вăрçинче атте те çапăçнă. Ун чухне эпир ача çеçччĕ-ха. Чухăн пурăннă. Апат-çимĕçĕ те, вутă-шанки те çителĕксĕрччĕ. Качча кайсан та арча çинче лараймарăм. Пĕр килте икĕ çемье пурăнаттăмăр. Мăшăрăн тетешĕн арăмĕ кăра çилĕллĕччĕ. 1941 çулхине арçынсем вăрçа тухса кайсан, хуньăм вилсен, пỹрт пайларĕ. "Упăшку çапăçу хирĕнчен таврăнаймĕ терĕ те 5 ачапа урама кăларса ячĕ", _ 100 çул тултарнă Анастасия Сергеевна Дозорова иртнине аса илчĕ те тутăр вĕçĕпе куççулне шăлчĕ. ...Çав каçхине хĕрарăм акаран киле таврăннă. Ачисем çывăрма выртманнинчен тĕлĕннĕ: пиллĕкĕшĕ те урамра амăшне кĕтнĕ. Аслăк умне икĕ арча, пĕр кĕрĕк кăларса хунă. Инкĕшĕ ватăсем çамрăк мăшăра пилленĕ çурт вырăнне ĕне панă. Кĕлетре Наçтуç тата хуняшшĕ ĕçлесе илнĕ тырă лар тулли пулнă, ăна вара пĕр пĕрчĕ те паман. Пилĕк ачапа çĕр хута кам патне ыйткалама кайăн-ха$ Вĕсем ял хĕрринче вырнаçнă колхозăн хурал пỹртне уттарнă. Хăмаран кăна çапкаласа тунă çуртра хĕл каçма çуккипе тĕп килĕнчен ĕлĕкхи мунчине куçарса килет. Ял-ял тăрăх ĕçлесе çỹрекен тутар арçыннине ачисем çиес тырра парсах ăна юсаса çĕнеттернĕ. Усал инкĕшĕ вара вĕсене хăваласа кăларнă хыççăн эвакуаципе яла килнĕ çемьене хваттере янă... _ Пĕрре вăрман касма каймашкăн ирех кантук пĕçертĕм (çĕр улмине Патреккелсем çапла калаççĕ). Çывăракан ачасем çине пăхрăм та ... апат хутаççисĕрех танккарăм. Ĕçе тутăлла кайни сахал пулнă. Лаша е вăкăр кỹлсе сухапуçпе те ĕçленĕ эпĕ. Выçлăхран ĕне çăлатчĕ. Çĕрле таврăнаттăмччĕ те Маруçа курăк çиме çырмана çавăтса тухаттăмччĕ, унтан вара кравать пуçне кĕнчеле çыхса çăм арлаттăмччĕ. Пурăнас тенĕ. Халь канатăп: талăкĕпе 30 сехет те çывăратăп пуль.... _ шỹтлет кинемей. Минтер айĕнчен çыхнă алсиш-нуски пĕр хутаç кăларчĕ. Вăл çĕр çулта пулсан та ахаль лармасть иккен. Куçĕ те лайăх курать. _ Вăл мана та апат пĕçерсе çитерет. Чăх-чĕпе тулă сапса парать. Шыв ăсса парсассăн мунчине те хутать. Маттур-ха вăл пирĕн, _ мухтаса илчĕ амăшне пĕрле пурăнакан ывăлĕ, çитмĕлтен иртнĕ Володи тете. _ Мăшăрăр вăрçăран таврăнчĕ-и $ _ пĕлес килчĕ манăн. _ Таврăнчĕ. 57 çул пĕрле пурăнтăмăр. Илюш Черняховский генерал ертсе пыракан çарта çапăçнă. Пĕр вăхăт çыру çырмарĕ те _ пăшăрхантăмăр. Аллине вăйлă амантнипе ручка тытайман иккен. Самайлансан хыпар турĕ. Çырăвне ачасем илнĕ. Унпала ман патăма ăмăртмалла чупса çитрĕç. Мĕнле савăнăç! Упăшка 4 хутчен пысăк çапăçăва кĕнĕ. Вăрçă пĕтнĕ çулхине, çимĕкре киле таврăнчĕ. Хул пуççийĕ çĕкленеймесчĕ. Ун пек таврăннăшăн та Турра тав тăватăп. ...Çав каç Дозоровсем тăванĕсене пуçтарса сĕтел хушшине ларнă. Хаяр инкĕшĕ ку йышра пулман _ чире кайса вилнĕ. Упăшки вара сывах таврăннă. Наçтуçпа Илюшăн пурăна киле йыш та хушăннă: тепĕр тăватă ача çуратнă. Аслисем ĕçлеме пуçласан çĕнĕ çурт хăпартнă. Илюш та сусăр тесе килте ларман: лаша çавăтнă, арăмĕ суха пуç тытнă. Дозоровсем ачисене аслă пĕлỹ пама вăй çитернĕ. Зинон _ вăрман инженерĕ, Санькапа Венари _ техника наукисен кандидачĕсем, конструкторсем, Аркади _ сăрт-ту инженерĕ, Люда _ аслă бухгалтер, Владимир - шахтер, Ленька _ тракторист, Клавди _ конюх пулнă, Венера заводра ĕçленĕ. _ Вĕсене пỹлỹ панăшăн хĕпĕртетĕп. Хам вĕренейменнишĕн кăна ỹкĕнетĕп: учителĕсем çукчĕ çав, пурте вăрçăра. Патреккелсем тутар, вырăс халăхĕпе юнашарах пурăнаççĕ. Чĕлхе пĕлменни çеç пĕтерет мана. Пĕррехинче унран : "Где сын$" _ тесе ыйтнă. Ним калама аптранипе: "Ферма шол, карова чăр!чĕр!!!" _ хуравланă Наçтук аппа. Вăл нумай çул Кузбасра шахтăра кăмрăк кăларнă, кайран тăван хуçалăхри фермăра ĕне сăвакан Володи ăçтине çапла ăнлантарнă. Карчăк пĕр çул çеç вĕреннĕ пулин те вулама та, çырма та пĕлет. Хаçат-журнал урлă тĕнчери хыпарсемпе паллашать. Чирлесе пульницара та выртман, ача çуратнă чухне анчах. _ Пĕринче тырă аллатпăр. Вăхăт çитнине туйрăм та алăри шăпăра пăрахса больницăна лашапа вĕçтертĕмĕр. Тырă миххине çĕкленипе хырăмри ачан кăвапи мăйĕ тавра явкаланса ларнă иккен, çуратнă чухне пăвнă. Çут тĕнчене вилнĕ пекех тухрĕ. Тухтăрсем çăлчĕç, _ аса илет Наçтук аппа. Кинемей хăйĕн нушаллă пурнăçĕ çинчен ытлашши калаçма юратмасть, юмах юптарма ăста вара. Мана та пиллĕкĕшне каласа пачĕ. "Ыттисене итлеме çулла кил",_ терĕ. Ун чухне хапха умĕнчи сак çине ялти ачисем те унăн халапĕсене итлеме пуçтарăнаççĕ иккен...
"Хыпар"