Пурнăç вăл хусканура
Алă вăйĕпе тумалли ĕç чакса пыни, ăс-тăнпа ĕçлесси ỹсни çын хусканăвне палăрмаллах чакарчĕ. Пуçпа ĕçлемелли ĕç вара гипертони, язва, инфаркт, невроз чирĕсемпе çыхăннă, çын вăй парса тăрăшакан пекех ывăнать. Çак чирсенчен хăтăлма, вĕсемпе кĕрешме пулăшаççĕ те ĕнтĕ тĕрлĕрен гимнастика упражненийĕсем, производство гимнастики. Этем 8-12 сехетсенче чи пысăк активлăх кăтартать. 12-16 сехетсенче унăн хастарлăхĕ чакать. 16-20 сехетсенче вара каллех ỹсет. Ĕлĕкхи çынсем алăпа тырă вырнă вăхăтра çакна шута илсе ир-ирех ĕçе кỹленнĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăн (ку активлăх чакнă тапхăра лекет) выртса каннă. Унтан каллех çĕнĕ вăйпа çанă тавăрса вăй хунă. Мĕн хĕвел аниччен хирте вăй хунă. Ĕç кунне çакăн пек йĕркелени организмшăн сиенлĕ мар. Пур вăйпа пĕлсе усă курма çеç май парать. Халĕ çак йĕркесене пăхăнасси пирки шухăшлама та пĕлместпĕр. Нумай чухне çут çанталăкри пулăмсене шута та илместпĕр. Сывлăх пирĕн пуянлăх тетпĕр пулсан, ăна çирĕплетессишĕн куллен тăрăшмалла. Ĕçпе канăва килĕшỹллĕн йĕркелени организма питех те усăллă. Ларса ĕçлекенсемшĕн вăхăтран-вăхăта гимнастика хăнăхăвĕсем туни питĕ кирлĕ. Çывăрас умĕн çур сехет те пулин уçă сывлăшра пулмалла. Ывăннине ирттерсе яракан упражненисем, пăнчă массажĕ тума пĕлмелле. Эрнере пĕр хутран кая мар мунча кĕни (милĕкпе çапăнни), шыва кĕрсе уçăлни ỹт-пĕве тасатать, ывăннине сирсе ярать. Хальхи вăхăтра Елчĕкре "Улăп" спорт комплексĕ пурри пирĕншĕн епле лайăххине каласа тăма та кирлĕ мар пулĕ. Унччентерех çакăн çинчен шухăшлама та пултарайман вĕт. Халĕ, акă, тархасшăн хĕл кунĕнче те шывра шăмпăлтатма пулать. Кашни çыннах кирлĕ çакă. Шывра ишни нумай чиртен сыхлать. Çавăнпа та районти мĕнпур çынна унта çỹреме ыйтасшăн. Курса тăрăр, сывлăхăр нумай енĕпе лайăхланĕ. Çуркунне çитнĕ май çын организмне тĕрлĕ витаминсем кирлĕ. Анчах тĕрлĕрен курăксенчен, пахча çимĕçрен илнĕ витаминсене нимĕнпе те танлаштараймăн. Халĕ хĕвел лекекен çĕр лаптăкĕсенче çамрăк вĕлтрен шăтса тухма пуçларĕ. Вĕсенчен тунă салат уйрăмах усăллă. "Çимĕкчен çичĕ тĕрлĕ курăк тутанса пăхмалла", _ тесе ахальтен каламан ĕнтĕ халăхра. Сывлăха çирĕплетес тесе тĕрлĕ меслетсемпе виçесĕр усă курни сиенлĕ пулнине асра тытмалла. Çавăнпа та кунта врачсемпе канашлани кирлĕ. Тĕнчипе паллă психотерапевт В.Леви çапла каланă: "Талăкра пĕр хутчен çеç пĕтĕм ỹт-тире, пуçран пуçласа ура тупанĕ таранчченех, хускатса илĕр. Çакă вăл пĕтĕм нерв системине хускатать, юн тымарĕсен ĕçне лайăхлатать. Кам ĕçлемест _ çав пурăнмасть". Ỹт-тире кашни ирхине тата каçхине тарлаттармалла. Çакă капиллярсене тасатма пулăшать. Пурнăç _ яланах кĕрешỹ. Канлĕх тĕлĕкре çеç. Пур чиртен те сыватакан "ылтăн" таблетка çук. Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхне çирĕплетессишĕн куллен тăрăшмалла. |
"Елчĕк Ен"