Ялти тăрăшуллă, хăйĕн фермер хуçалăхне йĕркелесе пыракан Федор Шадриковăн аслашшĕпе асламăшĕ пирĕн кỹршĕсем пулнă. Вĕсем çав тери ĕçчен çынсемччĕ. Тăрăшулăхпа ĕçченлĕх вара йăхран-йăха куçса пырать. Якку тетене нихăçан та алă усса ларнине курман, ялан килти хуçалăхра тăрмашатчĕ вăл. Мăшăрĕ те тарават çынччĕ. Вĕсен ывăлĕ, Алексей, ĕмĕрĕпех бухгалтерта ĕçлерĕ. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ унăн. Федя ывăлĕ вара кăмăлĕпе те, сăнĕпе те ашшĕ-не хывнă. Вăл çул çинче тĕл пулсан кирек кама та машинине чарса лартса каять. Пулăшу аллине тăсса пама та яланах хатĕр. Пĕр çулхине пахчара акнă чĕкĕнтĕр шăтмарĕ. Çĕнĕрен вăрлăх туянма тесе эпĕ Федя патне кайрăм. Вăл вара мана чĕкĕнтĕр вăрлăхне укçасăрах парса ячĕ, лайăх шăтса та тухрĕ. Хамăр ялта, кỹршĕллĕ ялсенче те, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем саланса пĕтнĕренпе нумай çын Шадриков фермер патне хапăлласа ĕçлеме çỹрет. Мĕншĕн тесен вăл вĕсене мĕнле ĕçленине кура тивĕçлипе тỹлет. Çавăнпа çитĕннисем анчах мар, шкул ачисем те çуллахи каникул вăхăтĕнче ун патне ĕçлеме кайма тăрăшаççĕ. Федор Алексеевич хăйĕн çемйипе капмар та илемлĕ кирпĕч çуртра пурăнать. Пирĕн касра чи илемлĕ çуртсенчен пĕри вăл, урама илем кỹрсе ларать. Вăл мăшăрĕпе тата ывăлĕпе пурăнать. Елизавета _ бухгалтер, Алексей ывăлĕ Патăрьелĕнчи Перекет банкĕн Елчĕкри уйрăмĕн управляющийĕ. Хĕрĕ Пенза хулинче тухтăра вĕренсе тухнă. Фермер хăйĕн çĕр лаптăкĕсем çинче тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерет. Севок туса илесси çине вара чи пысăк тимлĕх уйăрать. Кунта çулталăк тăршшĕпех ĕç вĕресе анчах тăрать. Хĕрарăмсен ушкăнĕ хĕл каçипех севока суйлать, тасатать. Пахча çимĕç туса илнĕ çĕрте Ф.Шадриков ку чухнехи хăватлă, меллĕ техникăпа усă курса ĕçлет. Кишĕр, севок акнă-лартнă çĕрте, кирлĕ пулсан, вăл хăйĕн сеялкисене ытти çынсене те усă курма парать. Шадриковсен пахчинче ялта та çук илемлĕ йывăçсем çитĕнеççĕ. Çурт умĕнчи пахчара тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Мăшăрĕ, Лиза, сăпайлă хĕрарăм. Вăл Çĕнĕ Пăва хĕрĕ пулнă. Ăна ялти шкулта манăн аппа та вĕрентнĕ. Лиза çав тери типтерлĕ те тăрăшуллă хĕр ача пулни çинчен каласа кăтартатчĕ вăл. Ялсенче Федор Шадриковăн фермер хуçалăхĕ пек çирĕп хуçалăхсем пулни çынсене ĕçсĕрлĕхрен хăтарать, укçа ĕçлесе илме май туса парать.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.