Нумаях пулмасть çывăх тăван Мускавран хăнана килчĕ. Халĕ тĕп хуларан тỹрех Елчĕке автобус çỹрет пулсан та ăна вокзалта кĕтсе илме шутларăм. Шăпах расписанире палăртнă вăхăтра пĕчĕк карап пек илемлĕн курăнакан "Попутчик" площадкăна килсе чарăнчĕ. "Епле меллĕ халĕ çул çỹреме", _ тесе хама хам савăнтарма кăна шутланăччĕ, кăмăла хуçаканни тупăнчĕ те: автобусран чи малтан чупса тенĕ пек тухнă вун çичĕ- çирĕм çулсенчи хĕр кĕсйинчен пирус кăларчĕ те, ăна хыпалансах тивертсе, тĕтĕм кăлăрма пуçларĕ. Тепĕр самантран ун патне (кĕтме килнĕ каччиех пулчĕ-ши?) хăй пекех çамрăк йĕкĕт пырса тăчĕ те, самантранах иккĕн тан ăмăртмалла мăкăрлантарма пуçларĕç. "Ытла вăйлă тĕтĕмлетĕр-çке, ĕлĕкхи пăравус пекех...", _ хăй тĕллĕн кăмăлсăррăн мăкăртарĕ çывăхра тăракан самаях çуллă кинеми. _ Сана мĕн ĕç!_ кăнттаммăн касса татрĕ хĕр çăварĕнчен хуп-хура ункă хыççăн ункă кăларса. Çав самантра манăн хăна та автобусран анчĕ. Кĕçех маларахах саккас панă такси чуна тăвăрланăн туйăннă ỹкерчĕкрен самай аяккалла илсе кайрĕ. Халĕ, унтанпа темиçе уйăх иртнĕ хыççăн, каллех çамрăксем пирус туртнине куртăм та, чĕре ыратăвне вулакансене пĕлтерес терĕм. "Ара, ун пекки кашни утăмрах" вĕт", _ теççĕ пулĕ ĕнтĕ ытларахăшĕ. Хирĕçлеместĕп. Тĕрлĕ тĕпчевсем пĕлтернĕ тăрăх, паян вун саккăрти ачасенчен 80 проценчĕ, хĕрсенчен çуррине яхăн, ыттисен умĕнче катăк курăнас мар тесе, пирус е ытти япала туртать. Хамăр пур çĕрте те туртни сиенлĕ тесе калаçатпăр, чылай чухне унта та кунта пысăк сас паллисемпе çырнине вулатпăр пулсан та. Çитменнине пирĕн хаçатра та ун çинчен тухтăр-специалистсен асăрхаттарăвĕсем час-часах пичетленеççĕ. Апла пулин те хамăн шухăша, чуна тăвăлнине каласах килет. Туртманнисем пĕлеççех-чухлаççех ĕнтĕ, çăварне пирус хыпнă çынран аякранах ырă мар шăршă кĕрет. Вăл туртса вараланă сывлăш ыттисене те сиенлени паллă. Анчах мĕншĕн-ха вĕсемшĕн обществăра тỹсмелле мар лару-тăру тумастпăр эпир? Калăпăр, саккун тăрăх, обществăлла вырăнта, автобусра е троллейбусра пирус туртма юрамасть. Çав вăхăтрах клуб директорĕ е водитель хăй те çынсен умĕнче мăкăрлантарать кăна... Ыттисем манран тĕслĕх илччĕр тенĕ пек... Çапах та туртакана айăпласси, намăслантарасси пирĕншĕн йăла пулса тăман-ха. Тухтăрсем ялан тĕтĕме е никотина ăша илекенсем ỹпке шыççипе е ытти хăрушă чирпе туртманнисенчен темиçе хут хăвăртрах тата йывăртарах чирлени, çавна пула вĕсен пурнăçĕ 5 _ 10 çултан кая мар кĕскелни çинчен ăнлантарни те хăлхана кĕмест вĕсенне. Автобусран ансанах пирус тивертнĕ пек хĕрсен йĕркеллĕ çынна качча каясси те, ача-пăчаллă пуласси те иккĕленỹллĕ. Хаçатра тинтерех кăна пирус сиенĕ çинчен тухтăр асăрхаттарăвĕ пичетленнĕччĕ. Вăл унта туртма пăрахас текенсене медицина та пулăшма хатĕрри çинчен витĕмлĕ калать. Манăн вара туртнин ытти сиенне палăртас килет. Специалистсен шутлавĕпе, çирĕм çул пирус туртакан çын вăтам хаклăш вĕр çĕнĕ çăмăл машина туянмалăх укçи-тенкине "çунтарса ярать". Пирус туртакан ĕçкĕпе часах çывăхланни инкеке татах та пысăклатать. Çав сăлтава пула пушарсем нумай пулаççĕ, чылай чухне унта туртакансем хăйсем те çунса вилеççĕ. Апла пулсан, шутлăр, тĕплĕн шухăшлăр та туртассине чакарса пырăр, ачăрсемпе хĕрĕрсене тĕтĕм-сĕрĕм тыткăнĕнчен хăтарма тăрăшăр тата пулăшăр. Асра тытăр, пурнăç пуриншĕн те пĕрре кăна килет. |