Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пенси ỹсет

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пур пенсисем те ỹсеççĕ: _ çав шутра ватлăхра паракан, инвалида тухсан е тăрантарса пурăнакана çухатсан паракан ĕç пенсийĕсем _ 6,3 процент; _ патшалăх шучĕпе илекен пенсисем (вĕсен шутне социаллă пенси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннипе илекен, çар суранне пула инвалид пулнипе тата ытти хăш-пĕр сăлтавсемпе илекен пенсисем) _ 8,8 процент. Малтан шутланă тăрăх, ака уйăхĕнче иртекен индексаци хыççăн ĕç пенсийĕ районта вăтамран 383 тенкĕ ỹсет. Вăтам виçи 6467 тенке çитет, çав шутра ватлăхра паракан пенси вăтамран 396 тенкĕ, инвалидсене тивĕçтерекен пенси _ 246 тенкĕ, тăрантарса пурăнакана çухатнипе паракан пенси 274 тенкĕ. Социаллă пенси вăтамран 325 тенкĕ ỹссе 4022 тенке çитет. Икĕ пенси илекенсен тỹлевĕ самаях ỹсет: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен тата çарти сурана пула инвалида тухнисен вăтамран 1117 тенкĕ пысăкланса вăтам виçи 16618 тенке çитĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тỹлевĕ тата социаллă пулăшу пуххи те 10 процент пысăкланать. Паянхи куна районта федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан 2560 çын пурăнать. РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕ.



"Елчĕк Ен"
31 марта 2010
00:00
Поделиться