Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Х.Д.КАРПОВ: "Эпĕ ачасемшĕн сывă юлнă пулĕ..."

Ăна вăрçăра пулма, тăшманпа хире-хирĕç тăрса çапăçма тỹр килмен. Апла пулин те, ахаль служба вăхăтĕнчех пĕрре кăна мар вилĕме хирĕç куçа-куçăн тăни, чылай чухне ăнсăртран кăна сывă юлни халĕ те унăн асĕнчен тухмасть. _ Пĕррехинче трала лектернĕ минăна карапран аяккарах илсе кайса сирпĕтме кайнă икĕ матрос хăйсен шлюпкипе взрывран тарса ĕлкĕрейменнине пула терт курчĕç. Вĕсенчен пĕри, манăн чи çывăх юлташ, Оренбург облаçĕнчен хĕсмете тăнă вырăс каччи вилмеллех аманчĕ, _ чылайччен тĕрлĕ ыйту тавра калаçса ларнă хыççăн кăштах уçăлчĕ хĕрĕх пилĕк çул каяллах матрос тельняшкине хывнă Христофор Дмитриевич. _ Тепрехинче... _ Чим, ун çинчен уйрăммăнах каласа парам-ха эппин, _ хăюлланчĕ вăл тепĕртакран. ...Çамрăксем, Совет Çарĕн ретне тăма алла хут илсен, авалтан пыракан ял-йыш йăлипе, тăванĕсемпе чи çывăх тус-юлташĕсем патĕнче пулаççĕ. Кун-йĕр ăшă та тỹлек пулнăран, çитменнине ăсату саманчĕсем Аслă Çĕнтерĕвĕн черетлĕ уявĕ тĕлне лекнĕрен, пулас салтаксене, мăй тăрăх тĕрлĕ тĕслĕ алшăллисемпе тутăр çакнăскерсене, пур çĕрте те ăшшăн кĕтсе илнĕ, ырă сунса кăмăллăн ăсатнă. _ Юратнă Тăван çĕршывăмăр тăнăçлăхне куç шăрçи пек сыхлăпăр, _ тупа тунă йĕкĕтсем. _ Пирĕн телейпе çутă куншăн хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр фашистсене хирĕç паттăррăн çапăçнă тетесемпе аттесен халалне яланах асра тытăпăр. Çĕнтерỹ кунĕ иртсен тепĕр куннех, вăрçă чарăнсан ултă çултан ялтан тухса кайнă Христофор хăйне Тинĕс-Çар Флотне ярассине тĕшмĕрт-нĕ-ха. Анчах служба ытла та кăткăс лару-тăрура иртессе шутламан та. _ Эпир, нумай тĕрлĕ вĕренỹсемпе хатĕрленỹ хыççăн, Хĕрлĕ Ялавлă Балтика Флочĕн Кронштадт крепоçне тинĕс енчен хỹтĕлекен тральщиксен 105-мĕш бригадин 319-мĕш дивизионĕн "Т-564" карапĕ çине лекрĕмĕр, _ тип çĕр çинчинчен чылай уйрăлса тăнă, питех те хăйне майлă служба вăхăтне аса илет çитес çул пуçламăшĕнче сакăр теçетке тултаракан ветеран. _ Çар тивĕçне тĕпе хурса, куллен çăмăл мар тренировкăсем тунă, кĕтмен лару-тăру сиксе тухсан хамăра çирĕп тытма, çав вăхăтрах кирек мĕнле приказа та пĕр пăркаланмасăр пурнăçлама хатĕрленнĕ. Каярахпа кăна, тинĕсре хаяр çапăçусем пынă çулсенче пирĕн карапсене сирпĕтес тĕллевпе тăшман вырнаçтарнă хăрушă минăсене пухма тытăнсан, службăн капашсăр пысăк яваплăхне туйса илтĕмĕр. Паллă ĕнтĕ, çар минисене сиенсĕрлетекен карапсем çинче хăрушсăрлăх техникине пур енчен те тата туллин пурнăçлама мĕнпур условисем тунă. Ишекен çар хатĕрĕсене сирпĕтме ятарласах вырнаçтарнă хăрушă япалана асăрхакан, тытса илекен е сиенсĕрлетекен хатĕр-хĕтĕр те, пурне те пĕлекен, пачах та йăнăшма тивĕç мар специалистсем те. Апла пулин те...пĕр самант (чăннипе темиçе сехете тăсăлнăскер) паян кун та куç умĕнчен каймасть. Никам та кĕтмен, шутлама та пултарайман хăрушлăх пачах ăнсăртран сиксе тухрĕ. Карапа çỹретекен винт çине трал сĕтĕрекен тросăн ăнсăртран татăлнă татăкĕ яваланнă. Çитменнине темиçе минут маларах кăна çывăхрах çурăлман минăна асăрханăччĕ. Вăл сирпĕнес пулсан, халь-халь взрыв кĕрлесе кайсан... пурте пĕтетпĕр вĕт! Мана, маларах водолазсен курсне пĕтернĕ çынна, винта тросран хăтарма, вилĕм тыткăнĕнчен çăлăнмалли май тупма приказ параççĕ. Ыттисем пулăшнипе, юпа уйăхĕнчи сивĕ пулсан та, çири тумтире хăвăрт кăна хывса пăрахса çурăм çине кислород баллонĕ çыхатăп та пăр пек шыва сикетĕп. Кĕçех чăлханнă трос патне ишсе çитетĕп. Анчах чăлмака ниепле те вĕçерме çук! Приказа итлесе троса татма хăтланатăп. Хурçă пралуксем ниепле те парăнасшăн мар... Ывăнса çитнĕрен канма, хушма хатĕрсем илме çиеле тухатăп. "Асту, асăрхануллă пул! Çывăхрах мина иккенне ан ман!" _ çине-çинех асăрхаттараççĕ пурте. Кĕçех тинĕсе тепĕр хут анатăп та (таçтан вăй тухнă, таçтан ăсталăх çитернĕ?!) винта трос тыткăнĕнчен хăтаратăп. Кайран çеç, приказа пурнăçласан, хам ывăннипе аран-аран ура çинче тăнине, куçсем хуралса килнине асăрхатăп. Çапах та хама пĕрисем тĕрлĕ енлĕ пулăшу панине (икĕ алă та хурçă трос пралукĕсемпе таткаланса хĕп-хĕрлĕ юн ăшне путнăччĕ), теприсем _ умах çирĕпленмелли ĕçме-çиме пырса лартнине туятăп. Кĕçех командирăн хулăн та уçă сасси хăлхана кĕрет: "Службăра уйрăмах тỹсĕмлĕхпе хăюлăх кăтартнăшăн тав тăватăп тата Тăван çĕршыв наградине пама документсем хатĕрлесе яратăп!.." Куçа уçатăп та _ эпĕ службăри туссемпе стройра тăратăп иккен. Хам та сисмерĕм, командир сăмахне итлесе пĕтернĕ хыççăн стройран маларах тухрăм та: "Служу Советскому Союзу!" _ тесе чыс патăм. Унтанпа хĕрĕх çул ытла иртнĕ ĕнтĕ. Апла пулин те Христофор Дмитриевич чăннипех вăрçăри пек лару-тăрура иртнĕ служба çинчен манаймасть. "Пире çар минисене пухса сиенсĕрлетесси çапăçури çар службипе танлашать тесе ĕнентеретчĕç. Каярахпа çакăн çинчен архив хучĕсем те ярса пачĕç. Апла пулин те эпир 2001 çулчченех ахаль матроссем кăна пултăмăр. Çавăн чухне тин, тĕрлĕ çĕре темиçе хут çырнă хыççăн, "Ветеран боевых действий" ят пачĕç, _ кăштах кỹреннĕн вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне тин çеç сиплев курсĕнчен таврăннă моряк. Пăрлă тинĕсре сехечĕ-сехечĕпе "шыва кĕни", служба тăршшĕпе вилĕмпе юнашар пулни пĕр йĕрсĕр юлман, паллах. ...Христофор салтака кайичченех хăй çуралнă Тип Тимешре тĕрлĕ ĕçре хастарлăх кăтартнипе палăрнă. Çара кайиччен специальность илейменнине кура демобилизаци хыççăн малтан Канашри ПТУран, унтан _ Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Вун пĕр çул тракторпа ака-суха тунă. Вунă çула яхăн уй-хир бригадирĕнче тата управляющире ĕçленĕ. Таврари темиçе пĕрлешỹллĕ хуçалăх хутшăнса "Правда" колхоз йĕркелесен ăна профсоюз комитечĕн председательне суйлаççĕ. Кунта вăл колхозниксен интересĕсене хỹтĕлес, вĕсен ĕçпе кану йĕркисене лайăхлатас енĕпе нумай тăрăшать. Фермăсенче килти пек тирпейлĕ кану пỹлĕмĕсемпе пĕрлех профилакторисем те уçăлаççĕ. Каярахпа темиçе çул агроном ĕçне чунтан туса пырать. Аллă çула яхăн ялтан каймасăр, ял хуçалăхне аталантарас енĕпе тăрăшни харама кайман. Хастар ĕçшĕн ăна ял халăхĕ ăшшăн тав тунă. Çавна пулах сахал мар наградăна та тивĕçнĕ. Уяв кунĕсенче унăн кăкăрне Хисеп Палли орденпа медальсем илемлетеççĕ. КПСС обкомĕпе Чăваш АССР Министрĕсен Канашĕн Хисеп грамотипе ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн паллине, Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин кĕмĕл медалĕпе нумай-нумай тав хучĕсене типтерлĕ упрать. Унăн сăнĕ темиçе хутчен те районти Хисеп хăми çинче пулнă, ятне Елчĕк районĕн энциклопедине кĕртнĕ. _ Вăрçă вăхăтĕнчи пек кăткăс службăна, çурăлман мина çывăхĕнчех трал карапĕн винтне яваланнă тросран хăтарнă чухне мĕн тери хăрушă, вилĕм умĕнчех пулнине аса илетĕп те хам мăшăршăн, çын çинче ят яман, йĕркеллĕ çитĕннĕ пилĕк ывăлпа икĕ хĕршĕн тата вун-вун мăнуксемшĕн сывă юлнă пулĕ тесе Турра кĕл тăватăп, _ пархатарлă йăх-тĕпĕшĕн савăнать Христофор Дмитриевич.


"Елчĕк Ен"
31 марта 2010
00:00
Поделиться