Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ỹсĕм хавхалантарать

 Хальхи вăхăтра сĕт туса илессине "Победа", "Рассвет", "Комбайн", "Прогресс", "Яманчурино" ял хуçалăх предприятийĕсенче куллен ỹстерсе пыраççĕ. Çавна май районĕпе кашни ĕнерен сĕт сăвасси те, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 2 килограма яхăн ытларах пулса пырать. Кăçалхи икĕ уйăхра "Комбайн", "Победа", "Яманчурино", "Прогресс" ял хуçалăх предприятийĕсенче кашни ĕнерен 1200-1000 килограмм сĕт сунă. Вĕсен кăтартăвĕсем _ чи пысăккисем. Ỹсĕме ĕç вырăнĕсенче темиçе çултанпа тỹрĕ кăмăлпа, ĕçе чунтан юратса пурнăçлакан çынсем çывхартаççĕ. "Комбайн" ЯХПКри Валентина Изратовăпа Надежда Носова, Елена Григорьевăпа Светлана Федорова, "Победа" ОООри Анна Константинова, "Яманчурино" ОООри Надежда Красновăпа Елена Маркова, "Прогресс" ЗАОри Светлана Григорьевăпа Нина Осипова, Надежда Терентьева яланах малтисен ретĕнче. Выльăх-чĕрлĕх самăртнă çĕрте тăрăшакансен ĕçĕ те курăмлă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, кăçалхи икĕ уйăхра районĕпе аш-какай туса илессине те 24 процент ỹстернĕ. Ку енĕпе çак тапхăрта уйрăмах "Рассвет" ЯХПКра ăнăçлă ĕçлеме пултарнине палăртатпăр. Малтанхипе танлаштарсан, "Прогресс" ЗАОри, "Эмметево" ОООри выльăх-чĕрлĕх тата самăртарах çитĕннĕ, çапла майпа вĕсенче палăрмаллах нумай аш-какай туса илнĕ.


"Елчĕк Ен"
31 марта 2010
00:00
Поделиться