Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халĕ ялта хуларинчен те лайăхрах

Пурăнмалли кĕтес ыйтăвĕ хулари çеç мар, ялти çамрăк специалистсемшĕн те çивĕччисенчен пĕри шутланать. Тăван тăрăхра мар, ют çĕрте ĕç тупнине пуçлăхсем пĕр-пĕр çурта вăхăтлăха вырнаçтарĕç. Е вăл укçа тÿлесе хваттер тара илĕ. Çуралса ÿснĕ районтах юлнă çамрăк ашшĕ-амăшĕн килнех çĕр каçма васкĕ. Çапах та пирĕнтен кашниех хăйне ятăн пурăнмалли уйрăм кĕтес пултăр тесе ĕмĕтленет.

Çамрăк специалистсене пулăшма

Хальхи вăхăтра никамран укçа-тенкĕ илмесĕр çурт лартма е хваттер туянма ай-ай çăмăл мар, уйрăмах - çамрăксене. Юрать-ха, пысăк çак ĕçе пуçăннисене патшалăх май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Калăпăр, “Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” программăпа килĕшÿллĕн ялта сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ тата культура тытăмĕсенче, агропромышленноç комплексĕнче тăрăшакан çамрăк специалистсене тата вĕсен çемйисене çурт-йĕр хакĕн 70 проценчĕ чухлĕ социаллă тÿлевпе /тавăрса памалла мар/ тивĕçтереççĕ. Çав шутран 30 проценчĕ - федераци, 10-шĕ - республика, 30-шĕ вырăнти бюджетсенчен.

- Çак пулăшăва илме ĕмĕтленекенсен малтан ял тăрăхне кайса пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текенсен черетне тăмалла, унтан пирĕн пата килмелле, - ăнлантарать Елчĕк райадминистрацин строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Ольга Никифорова. - Программăпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр хакĕн 30 процентне ĕç параканăн е специалистăн хăйĕн тупмалла. Тен, çемье çурт лартма пуçланă /никĕсне янă е стенине хăпартнă/? Тен, унăн укçа е пурлăх пур? “Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” программăпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр Елчĕк районĕнчи 14 çамрăк специалист /çемье/ çак пулăшупа усă курчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ ял хуçалăхĕнче вăй хурать. Хальхи вăхăтра асăннă черетре 30 çын тăрать. 10-12 çемье кăçал телейлисен йышне лекет пулĕ тетпĕр. Социаллă тÿлеве илсен çамрăк специалистсен ĕç параканпа 5 çуллăх килĕшÿ тумалла.

Паллах, асăннă укçана çынсене алла памаççĕ, ăна ятарлă счет çине куçараççĕ. Унпа пÿрт хăпартмашкăн строительство материалĕсем, хваттер е хатĕр çурт туянма юрать.

Прорабĕ те хăех, платникĕ те...

Маларах асăннă программăпа килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвне пĕлтĕр тивĕçнĕ çамрăк специалистсенчен пĕри - Çĕнĕ Пăва ялĕнче пурăнакан, вырăнти хуçалăх водителĕ Алексей Павлов. Çак тăрăхрах çуралса ÿснĕскер Тутар Республикинчи Альметьевск хулинчи техникума пĕтерсен Тĕмерти шкулта физкультура урокĕсене ертсе пынă. Хăйĕн пулас мăшăрне Леонеллăна шăпах унта пĕрремĕш хут курнă вăл. Хĕр ун чухне 8-мĕш класра вĕреннĕ. Хăйĕнчен сакăр çул кĕçĕнскере каччă нумай сăнанă, пике шкул пĕтерсен тин ăна туслăх сĕннĕ. Леонелла Шупашкарти коопераци техникумĕнче икĕ çул ăс пухнă хыççăн çамрăксем пĕрлешнĕ. Малтанлăха арçыннăн ашшĕ-амăшĕ патĕнче пурăннă. Кĕçех çут тĕнчене Марионелла килнĕ. Алексей Славович уроксен шучĕ чакнăран шкултан каяс тенĕ, ял хуçалăхĕнче тăрăшма тытăннă.

- Мăшăрпа канашларăмăр та çурт лартас терĕмĕр. “Эпĕ вилсен ман пÿрт вырăнĕнче курăк ан шăттăр”, - тетчĕ пĕрмай кукамай. Ваттисен сăмахне итлемелле тесе шăпах унăн килĕ вырăнĕнче тĕпленме палăртрăмăр. Пысăк çак ĕçе 2,5 çул каялла пуçăнтăмăр, - аса илет кил хуçи.

Строительство материалĕсем, инструментсем туяннă. Ниме пуçтарса никĕс янă, икĕ хутлă кирпĕч çурт хăпартнă. Тăванĕсемпе юлташĕсемех тăррине витме пулăшнă. Ялта ĕçлесе пурăнакан çемьесем социаллă тÿлев илме пултарасси пирки Павловсене Курнавăш ял тăрăхĕн /Çĕнĕ Пăва шăпах унта кĕрет/ пуçлăхĕ Владимир Кузьмин пĕлтернĕ, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текенсен черетне тăма сĕннĕ.

- “Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” программăпа килĕшÿллĕн 400 пин ытла тенкĕ укçана тивĕçмен тĕк çĕнĕ çурта пĕлтĕр кĕркуннех куçайман пулăттăмăр, - калаçăва тăсать Алексей.

112 тăваткал метрлă кермен /хитре те пысăк пулнăран çаплах калас килет/ проектне хăех хатĕрленĕ вăл. Строительство ĕçĕ-хĕлĕпе мĕн пĕчĕкренех туслашнăскерĕн алли чăнласах та ылтăн. А.Павлов - платник те, каменщик те, столяр та... Шкулта вăй хунă вăхăтра çулласенче Тутар Республикине ĕçлеме çÿренĕ, çуртсене мĕнле хăпартнине сăнанă, хăйне мĕн килĕшнине ас туса юлнă, унпа пÿрт лартма пуçласан усă курнă.

- Строительство ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене хам та йăлтах пĕлсе çитрĕм. “Эсĕ - чăн-чăн прораб. Эсĕ мĕн хушнине йăлтах пурнăçлатăп”, - тесе шÿтлеме пуçларĕ мăшăрăм. Çурт валли укçа-тенкĕ хĕрхенмерĕмĕр. Нухрат пур-и, çук-и - мĕн кирлине туянма тăрăшрăмăр, - чунне уçать Леонелла. Кĕмĕлĕ самаях кирлĕ пулнăран темиçе лаптăкра севок çитĕнтерсе сутнă-мĕн, ашшĕ-амăшĕ те чылай пулăшнă. Ку культурăна лартса ÿстерме мĕн тери йывăррине çак ĕçпе аппаланса курнисем çеç лайăх пĕлеççĕ.

Павловсен икĕ хутлă çуртĕнче пĕтĕмпех пур. Туалет тата душ валли кирлĕ япаласене туяннă ĕнтĕ, вырнаçтармалли çеç юлнă. Шыв пÿртех кĕрет, юхса та тухать. Пÿлĕмсене хитре обой çыпăçтарни, ун тĕсĕпе килĕшсе тăракан чÿрече карри çакни, çĕнĕ йышши сĕтел-пукан лартни - çакă йăлтах кунта илем мĕн иккенне ăнланакан çынсем пурăннине систерет. Павловсем кăçал мунча лартасшăн, котельнăйне хăйсем ĕмĕтленнĕ пек туса пĕтересшĕн.

-Ялти пурнăç питĕ килĕшет мана. Хулара хваттерте питĕрĕнсе ларни читлĕхри пекех туйăнать. Унта ниçта тухса çÿреме çук, кÿршĕсем пĕр-пĕрне палламаççĕ. Кунта вара - ирĕклĕх. Çулла пахчана тухни мĕне тăрать! Кÿршĕсемпе, пĕлĕшсемпе калаçатăн. Халĕ ялта хулари пекех: çул яп-яка, çут çанталăк газĕпе усă куратпăр, лавкка, шкул çумрах. Условисем лайăх. Ĕçлеме çеç ÿркенмелле мар, - ăнлантарать Алексей.

- Халĕ, çурта туса пĕтернĕ хыççăн, хамăн та хулана каяс килмест, - тет Леонелла.

Вĕсен икĕ хĕр пĕрчине те - 5-ри Марионеллăпа ултă уйăхри Вероникăна - керменре питĕ килĕшнĕ пек туйăнчĕ. Аслăраххи ахальтен мар котельнăй тунă чухне кирпĕч йăтса ашшĕ-амăшне пулăшнă.



"Хыпар"
29 марта 2010
00:00
Поделиться