Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шăпчăк сассиллĕ юрăç

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн ентешĕмĕр _ Чăваш Республикин халăх артисчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Митта Ваçлей ячĕллĕ преми лауреачĕ Иван Иванович Христофоров 75 çул тултарчĕ. Христофоров аслине _ Иван Ивановича пурте пĕлеççĕ, вăл юрлакан юрăсене ватти те, вĕтти те шăрантарать. Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ỹснĕ ентешĕмĕр хăйĕн шăпчăк евĕр сассипе 50 çул ытла çынсене савăнтарать. Вăл юрлакан юрăсем чуна тыткăна илеççĕ çеç мар, пĕрисем хавхалану кỹреççĕ, теприсем чĕрене пăчăртаса куçран куççуль кăлараççĕ. Унăн "Пĕррехинче çурхи лăпкă каç", "Чĕлтĕрти чечек пулса шăтса тухаясчĕ" юррисем мĕн тери хавхалану кỹреççĕ, ырă туйăмсем çуратаççĕ. Мĕн пĕчĕкрен юрлама юратнă артист репертуарĕнче 800 ытла юрă. Унта чăвашăн çеç мар, вырăс, тутар, итальян юррисем те пайтах. "Ỹссе çитсен кам пулан? _ ыйтăвăн хуравне малтанах артистра курман Иван Христофоров. Ỹкерме ăста пулнăскер, художника тухма та ĕмĕтленнĕ, пуринчен ытларах ăна шофер профессийĕ илĕртнĕ. Халĕ вара акă мĕн калать хăй суйласа илнĕ професси пирки халăх юратăвне çĕнсе илнĕ юрăç: _ Урăх çулпа кайнă пулсан пурнăç тĕшши мĕн тути каланă пулĕччĕ-ши? Хăйĕн ĕмĕрĕнче Иван Иванович çĕршывăн кашни кĕтесне çитсе курнă, пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Паллă артистăн Ваня ывăлĕ те сцена çине юрлама ачаранах тухать. Чăваш эстрадин чи пирвайхи шăпчăкĕ хăйĕн талантне паян та чылай çĕрте кăтартать. Пушă вăхăтра "Оптимист" ансамбле юрлама çỹрет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, сăн-пит, кĕлетке илемне упрама пулăшнине мала хурать çиччĕмĕш çул сивĕ шывпа чỹхенекен аслă çын. Иван Ивановичăн: "Юрлани ĕмĕре тăсма пулăшать", _ каларăшĕ тĕрĕсе килтĕрех. Унăн шăпчăк сассийĕ, çĕр хутчен итленĕ пулин те, пĕрре те йăлăхтарман юррисем нумай-нумай çул янăраччăрах. 


"Елчĕк Ен"
24 марта 2010
00:00
Поделиться