Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа район пуçлăхĕ Н.Миллин тухса калаçрĕ. Вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕн иртнĕ çулхи ĕçне, районăн 2009 çулхи аталанăвне пĕтĕмлетрĕ. 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районти 9 ял тăрăхĕнчи 53 ялта 22621 çын пурăннă. Социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарас ĕçре "Сывлăх", "Раççей гражданĕсене _ хăтлă çурт-йĕр", "Вĕрентỹ", "Агропромышленность комплексне аталантарасси" приоритетлă наци проекчĕсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр иртнĕ çулхи бюджет 2008 çулхинчен чылай пысăкрах пулнă, район аталанăвĕшĕн те укçа-тенкĕ ытларах тăкакланнă. Район экономикинче ял хуçалăхĕ чи пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ çул Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ ячĕпе иртрĕ. Çавна май 2009 çулта районĕпе пурĕ 50 пин те 500 тонна тĕш тырă, 61 пин те 300 тонна çĕр улми, 15 пин те 800 тонна пахча çимĕç туса илнĕ. Тĕш тыррăн пĕр гектартан тухакан тухăçĕ 27,4, çĕр улмин _ 152, пахча çимĕçĕн 175 центнерпа танлашнă. Иртнĕ çул мĕнпур категорири хуçалăхсенче 31 пин те 303 тонна сĕт туса илнĕ. Çак кăтарту 2008 çулпа танлаштарсан 2 процент ытларах. Ял хуçалăх предприятийĕсенче 11 пин те 983 тонна (иртнĕ çулхинчен 1 процент ытларах) сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕне пуçне вăтамран 5 пин те 78 килограмм сĕт сунă, е 2008 çулхипе танлаштарсан 254 килограмм ытларах. Сыснасен йышĕ иртнĕ çул 14 пин те 782 пуçпа танлашнă, мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 78 пуç ỹснĕ, 12 пин те 684 пуç пулнă. Мĕнпур категорири хуçалăхра пурĕ 5 пин те 451 тонна аш-какай туса илнĕ (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 7 процент ытларах). Ял хуçалăх предприятийĕсем 1 пин те 766 тонна (иртнĕ çулхинчен 1 процент ытларах) аш-какай туса илнĕ. "Яманчурино", "Прогресс", "Сатурн", "Победа", "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсене талăкра 700-шер грамм ỹт хуштарнă. Ял хуçалăх продукцине туса илессипе тата вырнаçтарассипе ăнăçлă ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсене патшалăх та палăрмаллах пулăшать. Иртнĕ çул хуçалăхсене 104 миллион та 144 пин тенкĕлĕх пулăшу панă. Çав шутран федераци бюджетĕнчен _ 72 миллион та 815 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 31 миллион та 329 пин тенкĕ. Çавăн пекех пĕлтĕр хуçалăхсене 15 миллион та 98 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит парса пулăшнă. Паянхи кун кирек хăш отрасльте те çĕнĕ технологисемсĕр пĕр утăм та тăваймастăн. Çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме хăраман мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕсем анчах çитĕнỹсем тума пултараççĕ. Кăçал Çĕнĕ Пăвара сĕт тирпейлесе хатăрлекен мини-цеха хута ярассипе, "Елчĕкри сыр хатĕрлекен завод" ОАОра производствăна çĕнетессипе тимлени ăнăçлă аталанма май парасса шанас килет. Ял çыннисем хăйсен хушма хуçалăхне аталантарма тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул 538 çемье 80 миллион та 750 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Унпа выльăх-чĕрлĕх валли витесем хута янă, выльăх-чĕрлĕх, техника туяннă. Районти промышленность предприятийĕсем 128 миллион та 463 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çакă 2008 çулпа танлаштарсан 88,2 процентпа танлашать. Пĕчĕк тата вăтам предприятисем 372 миллион тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен вăйĕпе 7 лавкка уçнă, çавна май 17 çын валли ĕç вырăнĕ тупăннă. Çурт-йĕр, социаллă сферăри обьектсене хута ярас, çул-йĕр тăвас тата юсас ĕçсем малаллах пыраççĕ. Пĕлтĕр укçа-тенкĕн мĕнпур çăл куçĕсемпе усă курса 25 пин те 700 тăваткал метр çурт-йĕр çĕкленĕ (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 100 процентпа танлашать). Федерацин "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программи те пурнăçа ăнăçлăн кĕрсе пырать. Унпа усă курса 2009 çулта 7 çамрăк çемьене 3 миллион та 299 пин тенкĕлĕх субсиди илме свидетельствăсем панă. "Чăваш Республикинчи çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" федераци программипе килĕшỹллĕн тата 7 çемье 1 миллион та 229 пин тенкĕлĕх субсиди илнĕ. "Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" программăпа килĕшỹллĕн 14 çамрăк специалист тата ялта пурăнакан 8 çемье социаллă тỹлевсем илнĕ. Çакăнсăр пуçне 5 е ытларах ачаллă 3 çемьене, 2 тăлăх ачана çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Федерацин "Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетес фонд çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн, "Чăваш Республикинчи нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси" адреслă программăна хутшăнса ( ку тĕллевпе 16 миллион та 350 пин тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă) район центрĕнчи 12 нумай хваттерлĕ çурта юсанă. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ 7 çурта уйрăммăн хутса ăшăнмалла тунине те асăнмалла. Çул-йĕр тăвас енĕпе иртнĕ çул ăнăçлах ĕçлеймен. Яманчỹрел-Кавал автоçулăн Лаш Таяпапа Çĕнĕ Эйпеç ялĕсем хушшинчи çула 1 километр тăршшĕ юсанă, Аслă Елчĕк-Елчĕк автоçула юсаса сарма пуçланă. Елчĕкрен Курнавăша çỹрекен автобус маршрутне Çуткỹл таран тăснă. Вĕрентỹ сферинче пысăк çитĕнỹсем чылай. Юлашки çулсенче ачасен пĕлỹ шайĕ ỹссех пырать. Çакна пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен результачĕсем аван çирĕплетеççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче пурĕ 1224 ача тĕрлĕ предмет олимпиадисене хутшăнса хăйсен пĕлĕвĕсене çирĕплетнĕ. Республика олимпиадисене 47 ача хутшăннă, 7-шĕ призлă вырăнсене йышăннă. Приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртсе 6 вĕрентекен Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне илме пултарнă. Елчĕкри "Солнышко" ача сачĕ Чăваш Республикин 200 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ. Инноваци программине ăнăçлăн пурнăçа кĕртсе пыракан Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул конкурсра çĕнтерсе 400 пин тенкĕ премие тивĕçнĕ. Федерацин программипе килĕшỹллĕн Курнавăшри тата Лаш Таяпари шкулсем "ПАЗ-32053" автобуссем илнĕ. Сывлăх сыхлавĕн сферинчи çĕнĕлĕхсене те палăртмасăр иртме çук. Иртнĕ çул кунта 2 миллион та 872 пин тенкĕлĕх çĕнĕ оборудовани туяннă. Культура сферинче те ырă пулăмсем чылай. 2009 çулта 3 культура çуртне тĕслĕхлĕ ят панă. Хальхи вăхăтра районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта 96 ĕçсĕр çын шутланать. Иртнĕ çул 1728 çынна ĕç вырăнĕ тупса панă, 59 çын хушма пĕлỹ илме пултарнă. Малалла Н.Миллин малашлăх тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ: _ Умри задачăсем пĕчĕк мар. Вĕсем Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те лайăх курăнаççĕ. Раççей Президенчĕ 2010 çула Учитель çулталăкĕ тесе йышăнни пирĕн ачасем пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултарччăр, илнĕ пĕлỹпе пурнăçра анлăн усă курччăр тесе тăрăшмаллине пĕлтерет. Çак тĕллевсем пурнăçа кĕрсен пирĕн малашлăх шанчăклă пулĕ, район та малаллах аталанĕ. Ларăва хутшăннă депутатсем малалла Елчĕк районĕн 2009 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен çулталăк отчетне çирĕплетрĕç. 2009 çулта район бюджечĕн пĕтĕмĕшле тупăш пайĕ 341 миллион тенкĕпе танлашнă (çулталăка пăхса хăварнă планăн 101,8 проценчĕ). Çав шутран пĕтĕм тупăшăн 81,1 проценчĕ республика бюджетĕнчен кĕнĕ тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ, 15,4 проценчĕ _ налукран тата налук шутне кĕмен тỹлевсем, 3,5 проценчĕ ытти ĕç-хĕлтен кĕрекен тупăшсем. Бюджетăн тăкак пайĕ иртнĕ çул 335,8 миллион тенкĕпе танлашнă. Укçа-тенкĕ тĕллевлĕн расхутланнă. Социаллă пурнăçпа культурăна аталантарма 253,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Çул-йĕр хута яма е юсама 22,1 миллион тенкĕ, тĕрлĕ категорири граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтерме _ 17,8 миллион тенкĕ, нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме _ 15,6 миллион тенкĕ, коммуналлă техника туянма _ 7,3 миллион тенкĕ, халăха ĕçпе тивĕçтерес тата çĕнĕ ĕç йĕркелеме пулăшас тĕллевпе _ 2639,4 пин тенкĕ, районта ĕçлекен тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртме 3,8 миллион тенкĕ тăкакланă. Депутатсем Елчĕк район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕ çинчен калакан Положение, районти муниципаллă служащисене нумай çул ĕçленĕшĕн тивекен пенсие (пенсия за выслугу лет) парас тата палăртас, унпа усă курас тата тỹлес йĕркесене çирĕплетрĕç. Малалла 2009 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнчи 1ỹ4-с номерлĕ решение улшăнусем кĕртрĕç, 2007 çулхи чỹк уйăхĕн 11-мĕшĕнчи 15ỹ8-с номерлĕ решение пăрахăçларĕç. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç. Вăл шутра Елчĕк районĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн суйлав должноçĕсене улăштаракан, яланлăх должноçсене йышăнакан çынсене социаллă гаранти парасси çинчен, муниципаллă йĕркелĕвĕн полномочийĕсене Елчĕк территори суйлав комиссине парасси çинчен ыйтнисене пăхса тухрĕç, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнассипе çыхăннă конкурса ирттерес йĕркесем çинчен калакан Положение улшăнусем кĕртрĕç тата вырăнти администраци пуçлăхне контрактпа ĕçе илмелли ятарлă контракт йĕркине çирĕплетрĕç. Лару вĕçĕнче депутатсем Чăваш Республикин патшалăх наградисене парасси çинчен ыйтса çырнине пăхса тухрĕç. |