Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Культура ĕçченĕсен кунне халалласа

Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, 2007 çулта Раççей Президенчĕ В.Путин пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче культработниксен професси уявĕ тесе Указ кăларчĕ. Районта культура сферинче 300 яхăн çын тăрăшать. Вĕсен хастарлăхне пула клуб учрежденийĕсем, библиотекăсем, музейсем, искусство шкулĕсем тулли хăватпа ĕçлеççĕ. Кунне çĕршер çын вĕсенче пулса пушă вăхăта усăллă ирттерет, хăйне валли киленĕç тупать. Культура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паян анлă паллă тăваççĕ. Кун пирки хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех çырса пĕлтерĕпĕр. сăн ỹкерчĕкĕнче: ĕçре тăрăшуллисем Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçнĕ.


"Елчĕк Ен"
24 марта 2010
00:00
Поделиться