Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ М.Г.ВАСИЛЬЕВА: "ХУÇĂЛСА АН ỸКĔР. ПУЛĂШАТПАР

Астăватăп-ха, нумаях пулмасть йышăнăва вăтам çулсенчи пĕр хĕрарăм килчĕ, _ калаçăва пуçларĕ Марина Геннадьевна. _ Сăнпа хитре те илĕртỹллĕ. Анчах чỹречерен ỹкнĕ хĕвел çутинче унăн куçĕсем шывланни курăнчĕ. _ Каçарăр, _ пукан çине ларнă-ларманах куççульне тутăрĕпе шăлма пуçларĕ вăл. _ Чĕрĕк ĕмĕр ытла чуна парса ĕçлерĕм. Пенсие тухма тепĕр икĕ çултан та катăлнăччĕ. Анчах штатсене чакарчĕç те... _ Лăпланăр-ха, тархасшăн. Эсир ăçтанччĕ-ха? Таçта курнă пек те астăватăп. Мĕншĕн çав териех хуçăлса ỹкрĕр? _ хама май килнĕ таран лăпкăнрах тытма тăрăшса ыйтатăп хĕрарăмран. _ Ара, ăçтан пултăр? Ял советне час-часах кĕрекенччĕ-çке. Эпĕ унта тĕрлĕ çĕрте, каярахпа специалистра нумай ĕçлерĕм. Чиперех тивĕçлĕ канăва тухатăп тесе шутласа пурăнтăм... Тинех аса илтĕм. Ун патне, хальхилле каласан, ял тăрăхĕн адмнистрацине вăл еннелле кайсан кашнинчех кĕрсе тухнă. Хамăр вăхăтлăх ĕç е ытти енлĕ пулăшу панисен шăпипе тăтăшах интересленетпĕр те... Пуçлăхпа кăна мар, специалистсемпе те калаçмалли, хăш-пĕр ыйтусем татса памалли пулман мар. Хĕрарăм кĕçех мана ĕç кĕнекине тыттарчĕ. Эпĕ унпа паллашнă çĕре сумкинчен сĕтел çине пĕр тĕрке тĕрлĕ хутсем кăларса хучĕ: Мухтав грамотисем, Дипломсем... Темиçе çул каялла хăйне район администрацийĕ панă тав тунине... _ Пĕлетĕп-ха, эсир ỹркенекен е ĕçе çиелтен тăвакан мар. Сире никам та япăх ĕçленĕ тесе калаймасть. Анчах тĕнчипех сарăлнă, лăпланса çитмен экономикăпа финансри кăткăс лару-тăрăва пула бюджет системинчисене чакармаллах. Тинех хушамат тăрăх аса илтĕм, эсир ĕçсĕр юлма пултарас пирки пире маларахах пĕлтернĕччĕ. Акă, çав хут. Çапах та... питех хуçăлса ан ỹкĕр, пулăшатпăрах... _ Каçарăр, Марина Геннадьевна, аслă пĕлỹллĕ тата опытлă специалиста чăн-чăн пулăшу парайрăр-и? _ Паллах. Компьютера лайăх пĕлнĕрен ăна вăхăтлăха малтанхи ĕç укçинчен пĕчĕк мар шалу тỹлекен организацие вырнаçтарма май килчĕ... Клиент телейне кура, ĕç паракан ертỹçĕ пире маларахах аслă пĕлỹллĕ, анлă тавра курăмлă специалист вырăнĕ пушанасси пирки пĕлтернĕччĕ. М.Г.ВАСИЛЬЕВА Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ỹснĕ. Вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван района таврăнсан вунă çул пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче тĕп бухгалтерта, унтан район администрацийĕнче тăрăшнă. Ун хыççăн виçĕ çул халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта тĕп специалист пулнă, 2008 çултанпа _ коллектив ертỹçи. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. _ Эсир каланă тăрăх, штата чакарнă хыççăн пысăк хуйха ỹкнĕ хĕрарăма ĕçе вырнаçтарасси самай ансатрах пулнăн туйăнать. Кун пек тĕслĕхсем час-часах пулаççĕ-и? _ Тĕрĕссипе, ăна ăнсăртлăх тесен те йăнăш мар. Анчах самаях çулланнă, çав вăхăтрах нихăçан та ĕç шыраса курман çынпа пирĕн специалистсен те, Шупашкартан килнĕ тухтăр-психологăн та сахал мар ĕçлеме тиврĕ. Чăннипе илсен, вăл хăйне хăй шанма, çын каланине ĕненме те пăрахнăччĕ. Кашни сăмахшăн чĕрре кĕме те хатĕрччĕ. Стресс _ ытла хытă хумханнă, тарăхнă, кĕске вăхăтра нервисене хавшатнă _ хыççăн çавăн пек кăткăс самант кашнийĕнех пулма пултарать иккен. Çавна май пирĕн çынна ăнланма, йывăр самантра лăплантарма тата пулăшма пĕлмелле, урăхла каласан, чăн-чăн психолог пулмалла. Çакна эпир темиçе çул каялла районти потребительсен обществи арканнă хыççăн тĕплĕн туйса илтĕмĕр. Унта пĕр вăхăтрах çĕр-çĕр çын (тĕпрен илсен, сутуçăсемпе кантурта ларакансем) ĕçсĕр тăрса юлнăччĕ. Хăш-пĕр кунсенче центра пĕр кунтах вуннăн-вун иккĕн таранчченех килетчĕç те... пĕри - йĕретчĕ, тепри _ хăйпе хăй тенĕ пек çĕрти-çỹлтине хăвармасăр ятлаçатчĕ, виççĕмĕшĕ _ пире шанманнине те кăтартма хăтланатчĕ. Мухтав Турра, каярахпа пĕр-пĕрне ăнланса çитрĕмĕр те, хăшне тỹрех ĕçе вырнаçтарса, хăшне _ урăх профессие вĕрентсе, теприсене _ ăста специалистсем (наставниксем) патне ярса лару-тăруран тухрăмăр. Малтан тарăхнисемех е пирĕнпе килĕшесшĕн пулманнисемех кайран чăн-чăн туссем пулса тăчĕç. Хăш-пĕрисемпе хамăр вырнаçтарнă ĕçре тĕл пулатпăр та, тав туса пĕтереймеççĕ вара. "Эсир вăхăтра пулăшман пулсан эпир паян кун та çапкаланса çỹренĕ пулăттăмăр", _ тенине те илтетпĕр вĕсенчен. _ Халĕ ĕçсĕрлĕх пысăк-и пирĕн районта? _ Республикăра ĕçлеме пултаракансенчен 3 процентне яхăн пулсан, пирĕн патăмăрта _ 1,2. Пĕр шутласан, нумаях та мар пек. Анчах 200 яхăн вăй питти çын хăйĕн вăй-халне усса парайманни е ĕçсĕр çỹрени пире хытă шухăшлаттарать. Чăн та, çав йыш хăвăртах ылмашăнса тăрать. Калăпăр, пĕлтĕр кăна 1728 çын валли тĕрлĕ ĕç тупнă. Вĕсен пĕр пайне центр шучĕпе вĕрентсе ĕç паракан ыйтнă хуçалăхпа организацие яланлăх вырнаçтарнă, теприсене вăхăтлăх ĕçре усă курнă, виççĕмĕшĕсене наставниксем патне стажировкăна янă. Анчах çакна асра тытмалла, вĕсенчен пĕрне те уйăхсерен чи пĕчĕк ĕç укçи шайĕнчен _ 4330 тенкĕрен кая тỹлемен. Профориентаци парас йĕркепе 14-18 çулхи çамрăксене (вĕсем, тĕпрен илсен, шкулта вĕренекенсем) каникулта вăхăтлăх, тин çеç аслă шкул, техникум пĕтернĕ е ытти çĕрте ятарлă пĕлỹ илнĕ специалистсене малтанхи хут ĕçе вырнаçтарнипе те чылайăшĕ кăмăллă. Мĕншĕн тесен вăхăтлăх ĕçе кайнисене хăш-пĕр предприятисемпе организацисем яланлăхах хăйсем патне вырнаçтараççĕ. "Прогресс", "Комбайн" е "Победа" пек ял хуçалăх предприятийĕсем (ертỹçисем П.Скворцов, Г.Федоров, Н.Головин) час-часах стажировкăна янă специалистсене вырăнта хăвараççĕ. Çын хăй пултарулăхĕпе пуçарулăхне кăтарттăр кăна! Центр хăйĕн ĕçне пуçаракансене _ уйрăм предприниматель пулас текенсене те пулăшать. Пĕлтĕр кăна вăтăр çынна бюджет шучĕпе (каялла тавăрса памалла мар) укçа-тенкĕ уйăртăмăр. Вĕсем хăйсен ĕçне йĕркелесе, анлăлатса пыраççĕ. Кăçал вара хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хатĕрленекен пуçаруçăсен шанчăклă 100 проектне йышăнма, вĕсене пурнăçа кĕртме хамăр енчен укçа-тенкĕ хывма пултаратпăр. _ Тепĕр чухне хăш-пĕр инвалидсем те кăштах та пулин ĕçлесе илесшĕн... _ Вĕсене те пулăшмалли майсем шыратпăр. Кăçал виçĕ ĕç вырăнĕ тупма май пулать. Предприятисем вĕсене йышăнма хатĕрри çинчен пĕлтерчĕç те ĕнтĕ. Паллах, инвалидсен ĕç вырăнĕ валли ятарлă хатĕрсем пулмалла (хуралта тăк _ видеосăнав приборĕ, мĕнле те пулин автоматика, куçса çỹремелли ятарлă хатĕр тата ытти те). Вĕсене туянма хуçалăха центр укçа куçарса парать. _ Туятăп, сирĕн ĕç ăнăçлăхĕ ытларах ĕç паракансемпе лайăх çыхăну-хутшăну тупнинчен нумай килет. _ Тĕрĕсех. Акă, нумаях пулмасть ваканси ярмăркки ирттертĕмĕр. Унта вун-вун ĕç паракан тата çĕре яхăн ĕç шыракан хутшăнчĕ. Калаçусем хĕрỹ, пурне те ăнланмалла пулнăран усси те курăмлă: çавăнтах 45 çынна ĕçе илесси-вырнаçтарасси çинчен килĕшỹ турăмăр. 5 çынна аякри хулара ĕç вырăнĕ тупса патăмăр. Маларах асăннă виçĕ хуçалăхсăр пуçне пирĕн хутшăнусем "Кирпич", "Нива", "Эмметево" юлташлăхсемпе (ертỹçисем Л.Ласточкина, Н.Гладков, Ю.Лапшин), "Свобода", "Яманчурино" ял хуçалăх предприятийĕсемпе (С. Кошкин, В.Рахмуллин), Цветков, Шадриков, Падуев фермерсен хуçалăхĕсемпе, А.Леонтьевăн çĕвĕ цехĕпе уйрăмах аван. Чылайранпа ахаль ларнă, кăçал сезон уçма хатĕрленекен Элекçей Тимешри кирпĕч завочĕ те 12 çынна вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тума килĕшỹ турĕ. Çакă савăнтарать: пĕлтĕр хамăр вĕрентсе кăларнă _ малтанхи е иккĕмĕш професси панă 59 çын пурте яланхи ĕçре. _ Ăнланмалла ĕнтĕ, кашни ĕç вырăнĕ (вăхăтлăх-и вăл е яланлăх) валли чылай укçа-тенкĕ каять. Бюджет уйăраканни пурин валли те çитет-и? _ Укçи сахал мар килет. Экономикăри кăткăс лару-тăру условийĕнче урăхла май та çук ĕнтĕ. Çав вăхăтрах ĕç паракансен пулăшăвĕ те сисĕмлĕ. Вĕсем ĕçлекенсене куллен ĕç вырăнне хăйсен шучĕпе илсе çỹреççĕ, ĕç тата йăла условийĕсем туса параççĕ. _ Пирĕн шутпа, ĕçсĕррисен шутĕнчисем обществăлла ĕçре те йышлăн хутшăнаççĕ. _ Ун пеккисен шучĕ вăхăт-вăхăт çĕр çын патнелле те çитет. Кăçал хĕл юрлă, çиллĕ-тăвăллă пулнăран вĕсем обществăлла вырăнсемпе тротуарсене юртан тасатсах тăчĕç. Аслă Çĕнтерỹ 65 çул тултарнине хатĕрленнĕ май та ĕç калăпăшĕ пысăкланать. Ял тăрăхĕсем пурте тенĕ пекех вăрçа хутшăннисемпе инвалидсене, тыл ветеранĕсене пулăшу пама çитĕннисене те, çул çитменнисене те ĕçе хутшăнтарма килĕшỹ тăваççĕ. Унсăр пуçне, пĕлтĕрхи пекех, обществăлла ĕç тăвакансенчен чылайăшĕ çуркунне масарсене, палăксен таврашне тирпейлеме хутшăнаççĕ. Иртнĕ çулта Çĕнĕ Эйпеçре вĕсен вăйĕпе чăн-чăн парк уçнăччĕ. Çав ырă тĕслĕх кăçал ытларах вăй илессе шанатпăр. _ Калаçуран çакă аван палăрать _ халăха ĕçе вырнаçтаракан центр ĕç паракансемпе тата ĕç ыйтакансемпе пĕрле нумай пархатарлă ĕç пуçарать. Апла пулсан, сире хăвăра та канлĕх çук? _ Пĕр енчен илсен, вăй-халлă çын ĕç çухатни _ пысăк инкек. Инкек тỹсекене çăлнă е пулăшнă чухне тăрăшни _ сăваплă. Пирĕн специалистсем пурте _ Александра Борисова, Алена Савинова, Ольга Пасхина, Алина Дубинова тата Александра Кантеева тĕп бухгалтер _ çамрăксем. Пурте аслă пĕлỹллĕ, пуçаруллă. Вĕсем хăйсен ĕçне пысăк яваплăхпа, тивĕçе туллин ăнланса тата пĕлсе пурнăçлани кирек мĕнле йывăрлăхран та тухма, ăнăçу тума пулăшать. Ырă та уçă калаçушăн пысăк тав сире, Марина Геннадьевна.


"Елчĕк Ен"
23 марта 2010
00:00
Поделиться