Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Субсиди парса пулăшатпăр

Г.ЛАВРОВА, социаллă хỹтлĕх пайĕн 1-мĕш категориллĕ специалисчĕ.
 Пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă тăкаксемшĕн тỹлемелли хаксем ỹснĕ май халăха çак тăкаксене саплаштарма субсиди пани уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак ĕçе Елчĕкри халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай Раççей Правительствин 2005 çулхи 761-мĕш номерлĕ йышăнăвне тĕпе хурса пурнăçласа пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ _ сахал тупăшлă çемьесене çурт-йĕре тытса пынăшăн субсиди парасси. Граждансем патшалăх пулăшăвне пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă тăкаксемшĕн парăмсем çук пулсан илме пултараççĕ. Заявление кашни уйăхăн 1-мĕш кунĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен пирĕн пата тăратсан субсиди çав уйăх пуçламăшĕнченех парăнать, 16-мĕшĕнчен пуçласа уйăх вĕçĕччен парсан тепĕр уйăхăн 1-мĕшĕнчен тỹленет. Субсиди ултă уйăха шутланса парăнать. Ăна илес тесен граждансен заявленипе пĕрле çакăн пек документсем тăратмалла: _ хуçалăх кĕнекинчи çемье йышне кăтартакан справка; _ çемье членĕсен юлашки 6 уйăхри тупăшне кăтартакан справка; _ çут çанталăк газĕпе усă курнине ĕнентерекен справка; _ электричествăшăн юлашки 6 уйăхра тỹленĕ квитанцин ксерокопийĕсем; _ çăмăллăхпа усă курнине палăртакан удостоверени ксерокопийĕсем; _ çемьери мĕнпур çыннăн паспорт ксерокопийĕсем; _ ачасен çуралнă хучĕсен ксерокопийĕсем; _ хуçалăх кам çинче тăнине çирĕплетекен документăн ксерокопийĕ; _ çĕр пайĕпе усă курнине çирĕплетекен хуçалăх справки; _ перекет банкĕн кĕнеки. Субсиди илес тесен ĕçлекенĕн пурăнмалли вăтам ĕç укçин виçи уйăхне 4523 тенкĕрен, ачасен 4120 тенкĕрен, пенсионерсен 3369 тенкĕрен иртсе каймалла мар. 2009 çулта 444 çемьерен заявлени йышăннă. 390 çемьене 1530,12 пин тенкĕ субсиди панă. Ыйтусем пулсан социаллă хỹтлĕх пайĕнчен 2-68-15 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.


"Елчĕк Ен"
13 марта 2010
00:00
Поделиться