Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сыхланакана Турă та сыхлать

ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД тата ытти уйрăмсен ĕçченĕсем çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ырă енне улăштарас тĕллевпе "Ачасем" ятпа ятарлă рейд йĕркеленĕ. Рейд вăхăтĕнче милици сотрудникĕсем транспорт хатĕрĕсен водителĕсем ачасене, пассажирсене турттарнă чух саккуна мĕнле пăхăннипе кăсăкланнă. Тĕрĕслевсем хăш-пĕр водительсем 12 çула çитмен ачисене ятарлă креслосемсĕр, пассажирсене хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнмасăр илсе çỹренине кăтартса панă. Йĕркене пăхăнманнисен тĕлĕшĕпе административлă протоколсем çырнă.


"Елчĕк Ен"
13 марта 2010
00:00
Поделиться