Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăх çыравĕ çывхарать

Кăçалхи юпа уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче пулса иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерес тесе хальхи вăхăтра Чăвашстатăн районти уйрăмĕн специалисчĕсем халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене анлăн туса пыраççĕ. Çынсем уйрăмах нумай пулакан вырăнсенче _ шкулсемпе пысăк лавккасенче, районти тĕп больницăра халăх çыравĕ çинчен ăнлантарса çырса кăтартнă стендсем вырнаçтарнă. Районта пурăнакансем халăх çыравĕ çинчен туллин çутатса панă материалсемпе кăсăкланса паллашаççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: Чăвашстатăн районти уйрăмĕнче халăх çыравне ирттерес тĕлĕшпе ятарласа ĕçлекен уполномоченнăйĕ Г.Кузнецова районти хĕрарăмсен фестивальне хутшăннисемпе калаçу ирттерет.


"Елчĕк Ен"
13 марта 2010
00:00
Поделиться