Яту сумлă пулнăран ăмсанмалăх пур чысна...
Кама хисеплеççĕ ялта? Паллах, харсăр та сăпайлă, çемье чысне куç шăрçи пек упракан çынна. Мăшăрĕшĕн _ ĕмĕр ирттермелли юлташ, шанчăк, ачисемпе мăнукĕсемшĕн _ ырă тĕслĕх, ваттисемшĕн тĕрек пултăр вăл. Çакăн пек пахалăхсемпе палăрнă та Елчĕкри Титов урамĕнче пурăнакан Антонина Тябукова. Антонина Васильевна çывăх вăхăтра 78 çула хыçа хăварать. Этем кун-çулĕ асамлă хăвăртлăхпа шуса иртнишĕн кулянса пуçа усмасть вăл. Паян тем пысăкăш та хăтлă çуртра пĕччен пурăннăшăн та ỹпкелешмест. Ачисенчен кашнийĕ ăшă йăва çавăрнăшăн хĕпĕртет кăна. Тĕпренчĕкĕсем вара амăшне самантлăха та манмаççĕ, кашни кунах ывăлĕсемпе кинĕсем, вĕсем ерçеймен чухне, мăнукĕсем ун патĕнче пулаççĕ. Пĕччен карчăкăн хапхи умне юр хỹсе каясран шикленмелли çук. Тасатсах тăраççĕ ăна ачисем. Чунтан юратнă мăшăрĕ çулталăк çурă каялла çĕре кĕчĕ Тоня аппан. Мăшăр утмăл çул килĕштерсе те тату пурăннă. Николай Георгиевич мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен шоферта вăй хучĕ. Иккĕшĕ те те ĕçре маттур пулнипе палăрнă. Антонина Васильевна Çĕнĕ Тỹскел ялĕнче Морозовсен çемйинче çуралса ỹснĕ. Çичĕ пĕр тăван туслă çитĕннĕ. Пĕр варта выртнă пиччĕш-шăллĕсем _ çар çыннисем. Хальхи вăхăтра виççĕшĕ çеç сывă. Тоня аппана тăван яла сарлака хупахпа тем çỹллĕш эрĕм хупăрласа илни пăшăрхантарать. Епле хитре вырăнта ларатчĕ вăл хăй вăхăтĕнче, урамра ача-пăча сасси кĕрлесе тăратчĕ. Вăхăт таппине тытса чарма çуках. Ял пĕтрĕ, çыннисем тĕрлĕ еннелле саланчĕç. Хĕр шутне кĕнĕ Антонина Елчĕк каччипе туслашрĕ. 1955 çулта юратакан чĕресем пĕр чăмăра тĕвĕленчĕç. Тĕп килте пурăннăран вăтăр çул хунямăшĕпе пĕр чĕлхерен пурăнчĕ. Качча килсенех Елчĕк фермине ĕçе кĕнĕ вăл. Выльăхсене юратса пăхнă Антонина Тябукова. Унăн ĕнисем яланах таса, тутă пулнă, сĕтне те ытларах панă. Доярка шаннă ĕçе тĕплĕ тунипе, ăмăртура малта пынипе палăрнă. 1966 çулта тăватă ача амăшĕ Патăрьелне ветеринари фельдшерне вĕренме каять. Ăна ăнăçлă пĕтерсен техникумра пĕлĕве малалла ỹстересшĕнччĕ выльăхсене юратакан пилĕк ача амăшĕ, анчах сак тулли ачи-пăчине пысăк тимлĕх кирлĕ пулнăран мĕн вĕреннипе çырлахма тивнĕ унăн. Алла професси илсен Елчĕкри ветлечебницăна, унта чылай вăхăт тăрăшнă хыççăн Канашри зооветснаба ĕçлеме куçрĕ. Мĕн пенсие кайиччен ветеринари аптекинче вăй хунă вăл. Ĕне выльăх чирленипе килекен кашни çынпа ăшшăн калаçнă. Халĕ те ăна ырăпа кăна аса илеççĕ ял çыннисем. Пенсие тухсан та килте ларас темерĕ Антонина Васильевна. Килте чылай выльăх усранипе лăпланмарĕ унăн чун-чĕри _ ял вĕçĕнчи фермăна васкарĕ. Унта вара тăрăшуллă пенсионеркăна хаваспах кĕтсе илчĕç. Пăрусем пăхрĕ вăл тата тепĕр вунă çул. Сăпайлă та ĕçчен Тябуковсем пилĕк пĕр тăвана пурнăç парнеленĕ. Ачисем те хăйсенех хывнă. Ашшĕ-амăшĕпе сас хăпартса калаçнине, кỹрентернине астумасть. Аслă ывăлĕ, Борис, амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Вăл чылай çул Елчĕкри ĕне ферминче ветеринарта тăрăшать. Унăн ĕçĕпе хуçалăхра пурте кăмăллă. Славик те, мĕн пĕчĕкрен картишĕнче тар кăларса пиçĕхнĕскер, ветеринари институчĕ пĕтерчĕ. Афганистан вăрçинче çапăçма та тỹр килчĕ ăна. Çав çулсенче амăшĕн чĕри епле çуннине каласа пама та пĕлмелле мар. Куç хупаймастчĕ мăнтарăн ывăлĕн сывлăхĕшĕн кĕл туса. Кооператив техникумĕ пĕтернĕ хыççăн Люся хĕрĕ çар çыннине качча тухрĕ. Халĕ Шупашкарта пурăнать, сутуçăра ĕçлет. Тепĕр хĕрĕ, Татьяна та, суту-илỹ ĕçĕнче тăрăшать. Краснодар крайĕнче пурăнать. Ывăлсенчен кĕçĕнни, Валери, шоферта ĕçлерĕ пĕр вăхăт. Халĕ Мускавра тĕрлĕ çĕрте тăрăшать. 10 мăнук Тоня аппан. Вĕсем вара ватăна мăнаçлантараççĕ. Пĕри тепринчен маттуртарах. Аслă шкулсенче вĕренеççĕ. Кинĕсемпе, кĕрỹшĕсемпе те пĕр çăвартан пурăнать. "Манăн кинсем шутсăр маттур. Савăнатăп вĕсемпе",_ тет вăл кỹршĕ-аршăна. Антонина Васильевна ал ĕçĕпе нумай аппаланать. Чỹрече каррисем, тенкел çи виттисем те тĕрĕллĕ унăн. Çамрăкрах чухне вара кавирсем те "шăрçаланă". "Халĕ тата район хаçатне юратса вулатăп. Çемье ыйтăвĕсене çивĕч хускатаççĕ унта", _ тесе ăсатрĕ кил хуçи тараватлăн. Хăй вара кỹрше васкарĕ, хурĕсем çăмарта тума пуçланă, лайăх хур аçи кирлĕ ăна. Картиш пушшине юратмасть Антонина Васильевна. Кил картинче сурăхсем, ытти выльăхсем пур. Шел, икĕ çул каялла ĕнине сутма тиврĕ, ватă ăна пăхма йывăррине туйрĕ...
"Елчĕк Ен"