Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял халăхне - тĕплĕ тĕрĕслев витĕр

Чăваш Республикин Сывлăх тата социаллă аталану министерствин "Чăваш Республикинчи халăха 2010-2012 çулсенче планлă диспансеризаци ирттересси çинчен" хушăвĕпе килĕшỹллĕн район çыннисене тĕплĕ тĕрĕслев витĕр кăларатпăр. Планлă диспансеризацине 18 çул тултарнă кашни гражданина кĕртетпĕр. Вĕсен сывлăхне терапевт, акушер-гинеколог, хирург, невролог, офтальмолог тĕплĕн тĕрĕслет. Çавăн пекех тĕрлĕ анализсем илеççĕ. Кашнинех электрокардиографи, флюорографи кĕртеççĕ. 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсене маммографи тăваççĕ. Планлă диспансеризацине килекен граждансене медицина профилактикин кабинетĕнче "Сывлăх паспорчĕ" паратпăр. Ун хыççăн вара вăл палăртнă специалистсем патне кĕрет. Чи юлашкинчен вĕсене терапевт йышăнать. Вăл анализсене пăхса çын сывлăхĕ мĕнле шайра пулнине палăртать, хăшĕсене хушма консультацисем илме направлени те парать. Сывлăх паспортне граждансем хăйсем упраççĕ. Сывлăх пуриншĕн те чи хаклă тупра. Çавăнпа та сире планлă диспансеризацине кĕме чĕнеççĕ пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăр районти тĕп больницăна пымалла, сывлăха пур енлĕн тĕрĕслеттермелле. Хальлĕхе районĕпе 150 çын шурă халатлă ĕçченсем патĕнче хăйсене тĕплĕн тĕрĕслеттернĕ.


"Елчĕк Ен"
06 марта 2010
00:00
Поделиться