"Пĕрре килсе куртăм та..."
Курнавăшри информаципе культура центрĕн директорĕ Петр Смирнов ятарлă пĕлỹ илнĕ пултарулăх руководительне шыранине унчченех илтнĕччĕ-ха. Пĕлтĕрхи кĕркунне вара унта çамрăк специалист килсен чун хĕпĕртерĕ. Çапла пулмасăр. Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указĕпе районта чи малтан уçнă модернизациленĕ культура вучахĕнче хĕрỹ чĕреллĕ, юратнă ĕçшĕн çунса тăракан, ял çамрăкĕсене хăй патне туртакан, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме, ватăсене интереслентерме пĕлекен художество руководителĕсĕр темле чаплă çурт та тĕксĕммĕн курăнĕ. Директор темле харсăр пулсан та, пурне те ерçеймест. Кунта вара ячĕшĕн ĕçлеме пĕлмеççĕ. Çавăнпах мĕнле те пулин инструментпа калама пĕлекенсĕр малалла кайма çуккине ăнланса культура ĕçченĕсене вĕрентекен заведенисенче чылай пулчĕ ертỹçĕ. Канашри педагогика колледжĕнче пĕлỹ пухакан Йĕпреç хĕрĕ Ольга Шмелева хир тăрăхĕнчен килнĕ ертỹçĕ çине пĕрре шикленсе, тепре савăнса пăхрĕ. _ Пирĕн енче культура вучахĕ çулран-çул сỹнсе пырать, кунта вара чаплă культура керменне ĕçлеме йыхравлаççĕ,_ тарăн шухăша путнă юлашки курсра вĕренекен хĕр. Ĕненес килмест-çке, хăтлă та капăр, паянхи пурнăç таппипе утакан клуб мĕнле вăл? _ Пирĕн пата пырса курăр малтанах. Тен, килĕшĕ?_ тенĕ Петр Васильевич. Чăнах та, пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче халиччен пулса курман ене çул тытрĕ Оля. Кунта ăна ăшшăн йышăнчĕç, ялпа, культурăпа информаци центрĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç, культработниксем хăйсен ĕмĕт-тĕллевĕсене палăртрĕç. _ Ялĕ мĕн тери илемлĕ. Кунти пек культура çурчĕ пирĕн район центрĕнче те çук,_ тĕлĕннине пытарайман уçă кăмăллă хĕр. Унтан вăл алла диплом илсенех кунта килессине пĕлтернĕ. Кĕркуннеренпе ĕçлет хĕр культурăпа информаци центрĕнче методистра. Мĕнле кăна мероприятисем, кану каçĕсем, тĕл пулусем йĕркелемеççĕ Курнавăшсем. Ватти-вĕтти çỹрет хăйсене кăмăла килекен кружоксене. Ольга Васильевна баянпа, фортепьянопа калать. Культура ĕçĕнче вăй хунисĕр пуçне пиллĕкмĕш-çиччĕмĕшсене музыка вĕрентет. Каç кỹлĕм вĕсене культура керменĕнчи тĕрлĕ кружоксене те явăçтарать. Кĕр кĕрлесе тăрать культура центрĕ. Илемлĕ, шăпчăк сассиллĕ çамрăксем çепĕç юрăсем шăрантараççĕ. Хитре уçă саслă Ольга Шмелева чăваш, вырăс халăх юррисемпе савăнтарать, спектакльсенче ăста вылять. Çĕнĕрен те çĕнĕ конкурссем йĕркелессишĕн çанă тавăрса ĕçлет çирĕм иккĕри хĕр. Мĕн пĕчĕкрен сцена çинчен анман Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх хĕрĕ ташăсем те лартать, хăй питĕ илемлĕ ташлать. - Пĕрре килсе куртăм та канăçах çухатрăм. Тăрăшса ĕçлеме мĕнпур услови пур кунта. Килнĕшĕн пĕрре те ỹкĕнместĕп,_ тесе ăшшăн пуплет илеме юратакан пике. Апла пулсан, Ольăна ăнăçу сунасси çеç юлать.
"Елчĕк Ен"