Çутă сапакан, хĕм ялкăштаракан
Кивĕ Эйпеçри тĕп урампа кашни кунах яштака пỹ-силлĕ, илемлĕ те çыпăçуллă тăхăннă маттур хĕрарăм хĕр пĕрчине алăран çавăтса шкула утать. Çулĕ инçех мар Татьяна Федоровнăн. Çапах хăш-пĕр ачасем ăна хăваласа çитеççĕ, теприсем вĕсем килнине курсан чарăнсах кĕтсех тăраççĕ. Вара пурте пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса утаççĕ. Пĕр чарăнми: _ Татьяна Федоровна, Татьяна Федоровна! _ тени инçетренех лайăх илтĕнет. Пĕри паянхи мероприяти çинчен пĕлесшĕн çунать, тепри вырăс чĕлхипе киле парса янă ĕç пирки калаçать, виççĕмĕшĕн тата тепĕр тĕрлĕ ыйту... Тупсах тăраççĕ шăпăрлансем çул çинче калаçмалли темăсем. Хăшĕсем ашшĕ-амăшне уçса калайман вăрттăнлăхĕсене те учительницăна шанса каласа параççĕ. Аслă та ăслă юлташ вăл. Яланах ун çумĕнче аслă классенче вĕренекенсем хĕвĕшеççĕ тесен те йăнăш пулмасть. 16 çул шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче, виçĕ çул вожатăйра тăрăшакан Татьяна Федоровна Сусметова ыт ахальтен мар кашни вĕренекене хăй чун панă ача пек юратать. Унран сасă хăпартса калаçнине илтсе курман вĕсем. Урокра-и е класс тулашĕнчи ĕçсенче, вĕренекенсем юратнă учительницăн калаçăвне çăвар карса итлесе лараççĕ. Кашнийĕнче çĕннине нумай парать вăл. Вĕрентỹ кĕнеки çинче çуккине ачасем хăлха тăратсах итлеме хатĕр. Çапах та вырăс чĕлхи çăмăл предмет тееймĕн, ăна çанă тавăрса алла илмесен малалла каяймăн. Вĕренекенсем хăйсен учительници пек вырăсла яка та таса, уçă та илемлĕ калаçма вĕренессишĕн çунаççĕ. Хĕр ачасем пур енĕпе ун пек пуласшăн. Ачасен чĕлхи хăвăртрах уçăлтăр тата илемлĕ çырма вĕренччĕр тесе районти, республикăри тĕрлĕ сочиненисен конкурсĕсене, предметсен олимпиадисене хутшăнтарма тăрăшать вĕсене вĕрентекен. Раççей шайĕнче иртекен тупăшусенчен те шикленмеççĕ унăн воспитанникĕсем. Паллах, учительницăн ачасемпе уроксем хыççăн та нумай ларма тивет. Юрать, килĕнче ăнланаççĕ. Тăрăшнин усси пысăкки каламасăрах паллă: вĕренекенĕсем республикăри конкурссенче кашни çулах пĕрре мар призлă вырăнсем йышăнаççĕ. Вĕрентекен ачасене кăна мар, ĕçтешĕсене те тĕрлĕ конкурссенче пулăшу аллине тăсать. Шкулти педагогсен тĕрлĕ шайри çитĕнĕвĕсенче Татьяна Федоровнăн тỹпи те çук мар. Вăл тĕрлĕ ыйтусене пĕрле канашласа, сỹтсе явакан чи çывăх тантăшĕсен ырă ĕçĕсемшĕн хĕпĕртет, вĕсемшĕн савăнать. Т.Зайцева, Р.Федорова, Г.Иванова педагогсем _ Т.Сусметован шанчăклă тусĕсем. Шкулта çеç мар, ун тулашĕнчи тĕрлĕ мероприятисенче те пĕрле вĕсем. Шкулта конкурссем йĕркеленипе лăпланса лармасть вожатăй, хăй те ялти культура мероприятийĕсене хаваспах хутшăнать. Ăна сцена çинче курсан артист темех пулать. Юрлама юратать, ташăра та маттур. Ял çыннисемпе пĕр çăвартан пурăнать. Мăн кăмăллăхĕ çук, ĕçлеме ỹркенмест, пăрчăкан пек вăр-вар, ăш пиллĕхĕ куç тулли. Вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупакан педагог хăйĕн тавра курăмне ỹстерес тесе тимлет. Вăл Интернет урлă ирттерекен Пĕтĕм Раççейри конкурссене те хаваспах хутшăнать. Иртнĕ çул Татьяна Сусметова вырăс чĕлхипе йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтерчĕ. Çакăншăн ăна Мускаври патшалăх университетне пĕ-лĕвне ỹстерме чĕнсе илчĕç. Паллă ăсчахсен опычĕсем урлă çĕнĕлĕхсемпе паллашни çунатсем сарма пулăшаççĕ те пĕр вырăнта ларма пĕлмен мал ĕмĕтлĕ вĕрентекене. Пĕлтĕрех Пĕтĕм Раççейри педагогсен професси ăсталăхĕн "Манăн чи лайăх урок" куçăмсăр майпа йĕркеленĕ конкурса та хутшăннă Татьяна Федоровна, диплома тивĕçнĕ. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен вожатăй тивĕçне çỹлти шайра туса пыма та ĕлкĕрет. Шкулти "Дело в шляпе" КВН командин çитĕнĕвĕсенче те ачасен çывăх тусĕн тỹпи калама çук пысăк. Кăçал "Çынна тивĕçлипе воспитани пар" районти конкурсра çĕнтерсе Татьяна Федоровна хăйĕн ĕç опычĕпе республикăри ĕçтешĕсене паллаштарчĕ. Унта вăл иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Чăн-чăн учитель пулмах çуралнă тесе калас килет ăна. Ун пек çутă сапакан, хĕм ялкăштаракан педагогсем районта ытларах пулнинчен ырри мĕн пултăр? Татьяна Федоровна ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентсе "Чи лайăх учитель" ята тивĕçнĕ. 1999 çулта "Çулталăк учителĕ" конкурс çĕнтерỹçи те пулнă. Район чысне республикăра ăнăçлă хỹ-тĕлерĕ. Ачасене лайăх вĕрентнĕшĕн, шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн пĕрремĕш категориллĕ учителе пĕрре мар Хисеп хучĕсем, дипломсем, парнесем парса чыс тунă. Педагог профессине суйласа илнĕшĕн савăнать Татьяна Федоровна. Çирĕклĕ Шăхаль хĕрĕ мĕн пĕчĕкрен учитель пулас ĕмĕтпе çунатланнă. 1991 çулта Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан тỹрех мăшăрĕн ялне ĕçлеме килнĕ. Юлашки курсра çивĕч те харсăр Татьяна Кивĕ Эйпеçри Нил Сусметовпа пĕр çемье çавăрнă те пĕр-пĕрне паянхи кунччен сивĕ сăмахпа та кỹрентермен вĕсем. Шăкăл-шăкăл калаçса улттăри Настьăна пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма çитĕнтереççĕ. Тĕп кил хуçи, Петр Феофонович, кинне епле юратни çинчен те пĕр-ик сăмах каламасăр иртес килмест. 76 çулхи ватă кинĕ ун çине сиввĕн пăхнине те курман. Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхипе чĕвĕлтетсе тăракан Татьяна çурта тирпей-илем кĕртме те, тутлă апат-çимĕçпе сăйлама та пĕлет, килекен тăванĕсене ăшшăн пăхма та майне тупать. Е тата ял çыннисем 90 çултан иртнĕ, сакăр çул суккăр ларнă кукамăшне ăшшăн пăхнине астумаççĕ-и? Ăшă туйăмĕ пĕрре те иксĕлмест, пачах урăхла, таçтан вăй илсе тапса тăрать ытарайми савнă мăшăрăн, юратнă кинĕн, çепĕç кăмăллă амăшĕн, пултаруллă вĕрентекенĕн. Пурнăç илемне туйса пурăнакан, хавхаланса ĕçлекен учительница шкулти 19 çул епле хăвăрт та асамлăн иртсе кайнине те сиссе юлаймарĕ. Умра вара пысăк та анлă, çутă та çунатлă ырă ĕçсем... |
|
"Елчĕк Ен"