Василий Эктеле ентешĕсем манмаççĕ
Чăваш çыравçи, публицисчĕ, Раççей писателĕсен тата Чăваш художникĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Эктел пурăннă пулсан çак кунсенче 60 çул тултармаллаччĕ. Вăл Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мускаври Максим Горький ячĕллĕ литература институтне тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутăн ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ. Унăн 14 кĕнеке кун çути курнă. «Шавкăн» роман пуринчен те паллăраххи. Нумай ĕçĕ «Капкăн», «Ялав», «Пике» журналсенче, «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. Василий Эктел анлă тавра курăмлă çын пулнă, тăван тăрăхĕшĕн нумай тăрăшнă.Çавăнпах ăна ял-йыш, асра тытать.
Иртнĕ шăмат кун Лаш Таяпари культура çуртĕнче Эктелĕн юбилейне халалласа пултарулăх каçĕ иртрĕ. Ăна лайăх пĕлнĕ тусĕсем - Марина Карягина поэтесса, Николай Жирнов çыравçă, Николай Енилин художник, тетĕшĕ Петр Сидоров журналист ăшшăн аса илчĕç. Шкул, садик ачисем вăл çырнă сăвăсене вуларĕç. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем хăнасене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Елчĕк ентешлĕхĕн Василий Эктел ячĕллĕ премине вара Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн вĕренекенĕ Маргарита Ляленко тивĕçнĕ: çĕнĕ лауреата пĕтĕм халăхпа чысларĕç.