Атте-аннешĕн, тăван халăхшăн...
Кĕçĕн Шăхаль, Çĕнĕ Пăва ялĕсемпе юнашар вырнаçнă.
Унтан паллă та пултаруллă çын сахал мар тухнă. Сăмахран, пĕр тăван Энтри, Хĕветĕр, Якку Турхансем, РФ Художниксен союзĕн членĕ П.С.Пупин скульптор, Г.С.Пупин художник-скульптор тата ыттисем.
Паян та ку тăрăхра харсăр çын сахал мар. Сăмахран, Турханта çуралса ÿссе тăван ялтах тĕпленнĕ пултаруллă çынпа В.С.Викторовпа мĕншĕн паллаштарас мар? Çак хисепе ахальтен тивĕçмен вăл. Хăйĕн кун-çулĕнче çав тери пысăк та пархатарлă, халăхшăн усăллă ĕç тунă вăл. Ваттисем: “Арçыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче çурт, йывăç лартмалла, ача ÿстермелле”, - темеççĕ-и-ха? Валерий Семенович вара çаксене пурнăçланă çеç мар, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пилленипе çулталăк çурăра халăхпа пĕрле чиркÿ çĕклесе ăна кăçалхи нарăсăн 4-мĕшĕнче хута яма вăй çитернĕ. Паян унта кашни эрнерех кĕлĕ ирттереççĕ. Турă амăшĕн Пукравĕ ячĕпе хăпартнă Турханти часавай таврана чăннипех те илем кÿрет. Тÿпенелле кармашакан ылтăн хĕреслĕ чиркÿ çав тери пысăках мар пулин те унта 100 çын вырнаçать. Шалта хăтлă та илемлĕ, ăшă. Чи интересли тата: урайĕ те ăшăнать унăн. Çакăн йышши тĕслĕх Чăваш Енре тата пур-ши?
- Часавай-чиркÿ тăвас шухăш мĕнрен тĕвĕленнĕ-ха? - ыйтмасăр чăтаймарăмăр Валерий Семеновичран.
- Çак ĕмĕт малтанах пулнă-ха. Анчах ĕç-пуç акă еплерех тапранчĕ. Паянхи пекех ас тăватăп: 2008 çулхи çĕртме уйăхĕнче çемьепе кил умĕнче тăратпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Григорий Николаевич Яковлев чарăнчĕ те хăйĕн мăшăрĕн ашшĕне, хăй вăхăтĕнче пачăшкăсен асли - благочиннăй пулнăскере, тĕлĕкре курнине каласа пачĕ. Вăл чиркÿ çĕклеме ыйтнă иккен. Çак ĕçе пурнăçлама май тупсан хам та вăй çитнĕ таран пулăшăттăм терĕ. Çимĕк кунхине масар çинче ку ыйтăва хускатса пуху ирттертĕмĕр. Шухăша пурте тенĕ пекех ырларĕç. Пархатарлă ĕç тума Турă пулăшсах пырать çав. Утă уйăхĕн 14-16-мĕшĕсенче шăпах II Николай патшапа унăн çемйине персе вĕлернĕренпе 90 çул çитнине халалланă Хĕреслĕ çул иртрĕ. Вĕсем чиркÿ вырăнне çветит туса хăварчĕç те. Тепĕр икĕ-виçĕ кунран чиркÿ никĕсне ятăмăр. Пиччесем Михаил Семеновичпа Владимир Семенович сахал мар пулăшрĕç. Кирпĕч, купол туянса пачĕç, - хавхаланса аса илет В.Викторов.
Çапла, кирек епле пулсан та пĕччен нимĕн те тума çук. Валерий Семеновичăн шухăшне çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем ырлани, малашне алла-аллăн тытăнса ĕçлеме сăмах пани ăна çунать хушма пулăшнă та ĕнтĕ. “Пĕр çын пĕччен йĕр тăвать, çĕр çын пĕрле çул тăвать” тенĕ евĕр ку тăрăхра пурăнакансенчен нихăшĕ те айккинче юлман. Кашни çын мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшнă. Кам укçа килсе панă, тепри апат-çимĕç хатĕрленĕ. Виççĕмĕшĕсем строительте тăрăшнă.
- Ку вырăна ун чухне çÿлтен пăхнă пулсан ĕçчен кăткăсем хĕвĕшеççĕ тенĕ пулăттăр, - йăл кулать Валерий Семенович.
Турханта çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Александр Николаевич Филиппова уйрăмах палăртса хăварас килет. Укçа-тенкĕ енчен нумай пулăшнă вăл. Çапла тума мĕн хистенĕ-ха ăна?
-Хамăра утьăкка сиктерсе ÿстернĕ тăван ялпа атте-анне, Турă умĕнче ĕмĕр парăмра эпир. Ку вара вĕсене çĕре çити пуç тайса тав туни пултăр,- терĕ вăл.
Ылтăн алăллă Алексей Аркадьевич Пупина та асăнмалла. Пултаруллă та маттурскер чиркĕвĕн алтарьне, чÿрече рамисене, алăкĕсене тата ыттине те хăех ăсталанă. Феликс Алексеевич Петров вара, тивĕçлĕ канура пулин те, пĕр кун сиктермесĕр, укçасăрах, чиркÿ купаланă çĕре хутшăннă.
-Турра юрăхлă çак ĕçе пурнăçлама пулăшнă ытти спонсора, ял халăхне чăннипех те пысăк тав, - чунне уçать Валерий Семенович.
Чиркÿ тунипе çеç лăпланса ларасшăн мар-ха вăл. Юлташĕсем - А.А.Пупинпа Игорь Алексеевич, Александр Анатольевич Турхансем - пулăшнипе часавай-чиркÿ йĕри-тавра карта тытасшăн, хурал пÿрчĕ хăпартасшăн. Лайăх çул та тăвасшăн. Вăл пуçаракан ырă ĕçсем яланах пурнăçланса пыраççĕ. Турă та пулăшса пырать ăна, халăх та шанать. Юлашки çулсенче кÿлĕсем типсе пынине кура пушарсенчен сыхланма 2-3 ял валли чиркÿ çывăхĕнче пĕве те тăвасшăн Валерий Семенович. Çăл куç та пур иккен унта. Ăна çывăх вăхăтра çветит туса унта Кăшарнире шыва кĕмелли тăвасшăн. Турă çуртне хăпартма хутшăннă тус-тăванĕ малашне те пулăшса пыма шантараççĕ. Владимир Григорьевич Яковлев, сăмахран, кăвак чăрăш илсе килесшĕн.
- Атте-аннешĕн, тăван халăхшăн пултăр. Ватăсене кăштах та пулин çăмăллăх кÿрес, пулăшас килет. Хамăр та çав çула çитетпĕр-çке. “Ваттисене хисеплекен хăй те ырă курать” тенине манас марччĕ. Малалла та пулăшасчĕ. Ял çийĕн чан сасси янăрани тата мĕне тăрать, - терĕ Михаил Семенович Викторов.
Çак ырлăхшăн Валерий Семеновичпа пĕрлех çемйине те тав тумалла. Унăн мăшăрĕ Лариса Ивановна, çавăн пекех ашшĕпе амăшĕ Семен Викторовичпа Мария Сергеевна хавхалантармасăр, кирлĕ чух канаш памасăр пулман ĕнтĕ.
- Яваплă çакăн пек ĕçе тытăнни малтанах хăрататчĕ. Вĕçне çитереймесрен шикленеттĕмĕр, - теççĕ килтисем. Сăмах май, çамрăк мăшăр пĕр ывăл пăхса çитĕнтерет.
Май пур чухне çакна та палăртса хăварас килет: Аслă Шăхальпе Турхана 2006 çулччен ахаль çул çеç çыхăнтарнă. Апла тăк йĕпе-сапаллă çанталăкра икĕ ял халăхĕ еплерех нушаланни каламасăрах паллă. Çавăнпах ĕнтĕ Валерий Семенович асфальт сарас ыйтăва çĕкленĕ. Анчах пуçлăхсем ăна малтан Çĕнĕ Пăвапа Аслă Шăхале çыхăнтаракан юхăнса кайнă йывăç кĕпере тĕпрен юсаса çĕнетме ыйтнă. Çапла вара пĕр тăван Викторовсемпе Филипповсем кĕпер туса та хунă. Вăхăт иртнĕçемĕн В.С.Викторова ертÿçĕсем Елчĕкре часавай тума пулăшсан Турхан ялĕнче те /200 метр/ асфальт сарса паратпăр тесе шантарнă. Унтанпа центрти пĕчĕк часавай çеç мар, кунта та чиркÿ çĕкленчĕ ĕнтĕ, çапах хытă сийлĕ çул тăвасси пирки пĕр сас-хура та çук. Пуçлăхсем хăйсен сăмахне тытайманни Валерий Семеновича та, ял халăхне те кулянтарать. Уçăлнă чиркĕвĕн йĕпе-сапаллă çанталăкра хупăнса тăмалла ан пултăрччĕ. Çурхи кунсем çитесси те инçех мар...