Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паттăра асăнса - турнир

Çак кунсенче Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри шкулта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Юрий Григорьев воин-интернационалиста асăнса мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Пухăннисене район пуçлăхĕн çумĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Леонард Левый саламланă. Унтан хĕрÿ вырăнта пулнă Петр Сусметова, Алексей Васильевпа Алексей Антонов воин-интернационалистсене юбилей медалĕпе наградăланă. Леонид Григорьев предприниматель вара çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парас ĕçе хастар хутшăннăшăн “Тивĕç тата Тăван çĕршыв умĕнчи шанчăклăхшăн” медале тивĕçнĕ. Мероприятие килнисене Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Рыбкин, çар ветеранĕсен районти канашĕн ертÿçи Петр Анисимов саламланă.

Ю.Григорьев вил тăприйĕ çине чечексем хунă хыççăн футбол турнирĕ пуçланнă. Спорт площадкинче шкулсен тата çул çитмен çамрăксен клубĕсен 11 команди куçса çÿрекен Кубокшăн тупăшнă. Финала Кавалти “Олимп” клуб тата Кушкăри вăтам шкул команди тухнă. Кавалсем 4:2 шутпа çĕнтернĕ. Пĕлтĕр 1-мĕш вырăна тухнă “Спартак” ?Елчĕкри вăтам шкул команди% - хальхинче виççĕмĕш.



"Хыпар"
26 февраля 2010
00:00
Поделиться