Президент кубокĕшĕн тупăшрĕç
Елчĕкри Спорт керменĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн кубокĕшĕн шкул ачисен XII Спартакиадине хутшăнса кире пуканĕ йăтакансем помост çине тухрĕç. Республикăри финал иртрĕ кунта. Зонăсенче çĕнтернĕ Елчĕк, Канаш, Етĕрне, Патăрьел, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай районĕсенчи кире пуканĕ йăтакан çамрăк атлетсем мала тухассишĕн тупăшрĕç. Ăмăртăва Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствин "ЮНИТЭКС" центрĕ йĕркеленĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене Елчĕк район пуçлăхĕн çумĕ _ райдминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, "ЮНИТЭКС" центрăн методисчĕ В.Гурьянова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Б.Глинкин, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пирĕн ентеш З.Иванов, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Енре РСФСР спорт мастерĕ ята пĕрремĕш тивĕçнисенчен пĕри А.Пимулин (Тăвай районĕ) саламларĕç. Республикăри çамрăк атлетсем 55 килограмран пуçласа 80 килограмран йывăртарах виçесенче ăмăртрĕç. 24 килограмлă 2 кире пуканне кăкăр çинчен тĕртсе тата 24 килограмлă кире пуканне сулласа йăтса мала тухма пултарнине палăртрĕç. Елчĕк районĕнчи шкулсенче вĕренекенсем _ кире пуканĕ йăтакан çамрăксем иртнĕ çулсенче Спартакиадăн куçса çỹрекен кубокне 3 çул çĕнсе илнĕччĕ. Тỹрех палăртар, кăçал та пирĕн район команди хисеплĕ ята вĕçертмерĕ, куçса çỹрекен кубока хăйĕн патĕнче хăварчĕ. Вĕсенчен 2 очко кая юлса иккĕмĕш вырăна Канашсем, виççĕмĕшне Йĕпреçсем йышăнчĕç. Пирĕн районти уйрăм атлетсенчен хăйсен виçисенче Сергей Елисеев (Кавал), Алексей Яковлев (Ĕнел), Иван Кривов (Анатри Тимеш) _ пĕрремĕш, Александр Павлов (Кавал) _ иккĕмĕш, Дмитрий Изратов (Кавал), Андрей Николаев (Акчел) _ виççĕмĕш, Денис Светопольский (Курнавăш) тăваттăмĕш вырăнсене тухрĕç.
"Елчĕк Ен"