Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кĕр кĕрлесе иртрĕ йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ

"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2010" массăллă чупăва районта 600 яхăн йĕлтĕрçĕ хутшăнчĕ. Сывлăх акцине хутшăнакан физкультурниксен йышĕ кунашкал пысăк пулманччĕ-ха! Елчĕкри "Ырсамай" культурăпа кану паркне пуçтарăннă йĕлтĕрçĕсене район пуçлăхĕ Н.Миллин сывă пурнăç йĕркине суйласа илнипе саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Раççейри йĕлтĕрçĕсен массăллă чупăвне районта 8 ушкăнра эстафета мелĕпе ирттерчĕç. Чи малтанах старта район администрацийĕн пайĕсенче ĕçлекенсем тухрĕç. Кунта вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕ икĕ команда тăратма мехел çитернĕ. Вĕсем пĕрремĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăнта _ финанспа экономика хутшăнăвĕсен пайĕсен пĕрлештернĕ команди. Ун хыççăн йĕлтĕр йĕрĕ çине ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçлекенсем тăчĕç. Кунта малти вырăншăн Кĕçĕн Таяпа тата Елчĕк ял тăрăхĕсен администрацийĕсем хушшинче хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. Çапах та Н.Головина, А.Воробьева, Н.Михайлов, В.Некрасов йĕлтĕрçĕсем Кĕçĕн Таяпасене пĕрремĕш вырăна тухма май туса пачĕç. Виççĕмĕш вырăна Лаш Таяпасем йышăнчĕç. Кăçал йĕлтĕр-çĕсен ăмăртăвне предприятисен, организацисемпе учрежденисен командисем йышлăн хутшăнни савăнтарать. Акă, ял хуçалăх предприятийĕсенчен 8 команда йĕлтĕр йĕрĕ çине тухрĕç. Дистанцире каллех Кĕçĕн Таяпа тăрăхĕнчи "Паритет" ООО ĕçченĕсем палăрчĕç. Унăн ертỹçи Ю.Марков ертсе пынипе команда пĕр-ремĕш вырăна тухрĕ. "Эмметево" ООО йĕл-тĕрçисем юлашки тапхăрта дистанцине тухнă А.Лапшин пуçарулăхне пула иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Виççĕмĕшĕ _ "Прогресс" ЗАОн ĕçченĕсем. Тĕрлĕ предприятисенче, организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем массăллă чупăва 10 команда тăратнă. Кунта "Улăп" физкультурăпа сывату комплексенчи йĕлтĕрçĕсем палăрчĕç. Уйрăмах çак командăри А.Васильева палăртмалла. Юлашки тапхăрта дистанцине тухнăскер, Алексей вĕçен кайăк евĕр вĕçсе, хăйĕнчен маларах пыракан йĕлтĕрçĕсенчен ирте-ирте кайса командăна çĕнтерỹ патне илсе çитерчĕ. Çак ушкăнра иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ районти тĕп больницăпа "Яман-чỹрелĕнчи сельхозхими" предприятин командисем. Шкулсенче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем старта йышлăн тăчĕç. Вĕсен ăмăртăвне сăнаса тăма та кăсăклă пулчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче ĕçлекенсенчен стартра Энтепесем çеç курăнмарĕç. Ыттисем пурте йĕлтĕр йĕрĕ çине тухрĕç. Кашни командăн хăйĕн ăсталăхĕ, тактики. Кунта каллех Кĕçĕн Таяпасене палăртмалла. Шкул директорĕ, спорт ветеранĕ М.Скворцов ертсе пынипе команда дистанцире хăйĕнчен никама та ирттермерĕ. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине Чăваш Тăрăмсем, виççĕмĕшне Кивĕ Эйпеçсем хăпарчĕç. Вăтам шкулсенче ĕçлекенсенчен йĕлтĕр йĕрĕ çине тăракансем хушшинче ветерансем йышлă пулни савăнтарчĕ. Акă, Лаш Таяпа шкулĕн командин йышĕнче П.Поповпа В.Яковлев 60 çула çывхарса пыраççĕ. Çавăн пекех Курнавăш шкулĕнчи П.Кузнецовпа А.Константиновăн, Елчĕкри А.Даниловăн та çулĕсем чылай. Çапах та вĕсем дистанцине тухма шикленсе тăмарĕç, çамрăксемпе тан кĕрешрĕç. Курнавăшсемпе Елчĕксем, Аслă Елчĕксем призлă вырăнсене йышăнчĕç. Шкулсенче вĕренекенсем кашни ăмăртăвах массăллă хутшăннипе палăрса тăраççĕ. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2010" акцие те вĕсем хаваспах хутшăнчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсен командисем хушшинче кĕрешỹ яланах хĕрỹ. Кăçал паллă йĕлтĕрçĕсене З.Каринкинăпа И.Орехова асăнса ирттернĕ ăмăртура Шăмалакри тĕп шкулта вĕренекенсем çĕнтернĕччĕ. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2010" массăллă чупура та çак команда хăйсем çĕнтерỹçĕ ята чăннипех тивĕç пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Кĕçĕн Таяпасен пĕрремĕш командипе Энтепесем. Кĕçĕн Таяпасен иккĕмĕш командинчи йĕлтĕрçĕсем пиллĕкмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Вăтам шкулсенчен Аслă Елчĕкри йĕлтĕрçĕсем чăннипех тĕлĕнтерчĕç. Вĕсен пĕрремĕш команди иккĕмĕш вырăна тухнă Елчĕксене пĕр çаврăм кая хăварчĕ. Çĕн-терỹçĕ командăри йĕлтĕр-çĕсем чăннипех мухтава тивĕçлĕ. Виççĕмĕш вырăнта Аслă Елчĕкри вăтам шкулăн иккĕмĕш командин çамрăк йĕлтĕрçисем. Йĕлтĕрçĕсен кăмăлне тивĕçтерсе тенĕ пек кунĕ уяр тăчĕ. Çакă ăмăртăва чăннипех пысăк шайра ирттерсе яма пулăшрĕ. Çавна та палăртма кăмăллă: йĕлтĕр йĕрне чăннипех тивĕçлĕ, лайăх хатĕрленĕ. Унпа сывлăх уявне хутшăннисем кăмăллă. Хăйсен ушкăнĕсенче çĕн-тернĕ йĕлтĕрçĕсене Дипломсемпе призсем парса чысларĕç. Чăннипех ăнăçлă иртрĕ йĕлтĕрçĕсен массăллă чупăвĕ. Спорт уявĕнче пулнисем киле хаваслăн, тулли кăмăлпа саланчĕç.



"Елчĕк Ен"
20 февраля 2010
00:00
Поделиться