Халăхпа тĕл пулнă
Нарăсăн 17-мĕшĕнче республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çавна май районта Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ, "Елчĕк ен ентешлĕхĕн" ертỹçи О.Викторов, "Чувашагролизинг" ОАОн генеральнăй директорĕ А.Ласточкин пулчĕç. Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă ушкăнсем Елчĕк ял тăрăхĕнчи Патреккел ялĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе, Патреккел шкулĕн коллективĕпе, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи Кушкă ял халăхĕпе, шкул коллективĕпе, çак кун пухăва пуçтарăннă "Кушкă" ЯХПК членĕсемпе тĕл пулчĕç. Çавăн пекех вĕсем асăннă ялсен тăрăхĕсенчи тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ветеранĕсене "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул" юбилей медалĕсемпе чысларĕç. Тĕл пулусем вăхăтĕнче Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемпе пычĕ калаçу. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем _ Раççей Правительствин пуçлăхĕн В.Путинăн Чăваш Енри ĕçлĕ çул çỹревĕ, Чăваш Ене ăнăçлă аталанма май паракан стратегилле проектсем, Чăваш Республикине туса хунăранпа 90 çул çитнине анлăн паллă тăвасси, республикăн 2010 çулхи, планпа пăхса хăварнă 2011-2012 çулĕсенчи бюджечĕсене ỹстерсе укçа-тенке республика аталанăвне пысăк витĕм кỹрекен проектсене пурнăçа кĕртме уйăрасси. В.Путинпа Н.Федоров тĕл пулăвĕнче шăпах çак пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене сỹтсе явнăччĕ. Промышленноçри тата йăлари каяшсене тирпейлессипе çыхăннă тытăма туса хурас проекта пурнăçа кĕртме, Шупашкар ГЭСĕн строительствине вĕçлеме, тĕп хуламăрти трактор заводне аталантарма тата ытти тĕллевпе укçа-тенкĕ уйăрни Чăваш Еншĕн вăхăтлă та вырăнлă пулăшу пуласси куç кĕрет. Асăннă проектсем пирки Н.Федоров хăйĕн Патшалăх Канашне янă "Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли" Çырăвĕнче те пайăррăн асăнса хăварнăччĕ. Ертỹçĕсемпе курнăçнă май халăх куллен тĕл пулакан ытти çивĕч ыйтусене те хускатрĕ: Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илесси, вĕрентỹ системинчи çĕнĕлĕхсене малашне те пурнăçа кĕртсе пырасси, ялсен территорийĕсене тирпейлĕхре тытасси, халăха таса шывпа тивĕçтересси тата ытти те.
"Елчĕк Ен"