Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлени çĕршыва малалла тĕреклетĕ

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Шупашкара ĕçлĕ визитпа Раççей Правительствин пуçлăхĕ В.Путин килсе кайрĕ. Асăннă визит республикăшăн усăллă та интереслĕ пулчĕ. Район çыннисенчен эпир Премьер Чăваш Енре пулнă хыççăн çуралнă шухăшĕсем пирки ыйтса пĕлтĕмĕр. Анатолий атте, Аслă Пăла Тимешри Таса Николай атте ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ: _ Раççей Правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин Чăваш Енре хĕн-асап тỹснĕ Татианăна асăнмалли кун пулчĕ. В.Путин хăй Президент чухне (2005 çулта) кăрлачăн 25-мĕшĕнче Раççей студенчĕсен кунне паллă тумаллине çирĕплетсе Указ кăларнине вулакан астăватех. Тĕп хуламăрта пулнă май Владимир Владимирович Шупашкарти Çветтуй Татиана чиркĕвĕнче пулса çурта çутрĕ. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ăна пил пачĕ тата вырăнти ỹнерçĕсем хатĕрленĕ турăша парнелерĕ. Çак пулăм çĕршыва аталантарас ĕçре Правительствăпа чиркỹ пĕрле вăй хурса, пĕрне-пĕри ăнланса ĕçленине тепĕр хут çирĕплетрĕ пулĕ тетĕп. Светлана КУЗНЕЦОВА, Елчĕк район сучĕн председателĕ: _ Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Владимир Путинăн визичĕ республикăна курăмлă пулăшу кỹчĕ. Правительство çуртĕнче тĕл пулнă май ертỹçĕсем республикăн экономикипе социаллă аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сỹтсе яврĕç. Тĕнчере хуçаланакан финанс кризисĕ ытларах пысăк заводсем çине япăх витĕм кỹнине куратпăр. Чăваш Республикин мăнаçлăхĕсенчен пĕри _ Шупашкарти трактор завочĕ. Вăл кĕрекен концерна аталантарма Федераци бюджетĕнчен 15 миллиард тенкĕ уйăрни пирĕншĕн калама çук пысăк çитĕнỹ. Эппин трактор техникин производствине чакарса мар, ỹстерсе пыма май пулĕ. Александр МУЛЛИН, райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ: _ В.Путин Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа пулни пирĕн республикăн ĕçлес тата аталанас кăмăл пуррине çирĕплетет. Çак кун тĕп хуламăрта пысăк, тĕрлĕ енлĕ аталанма май паракан Спорт сооруженийĕ уçăлчĕ. Çĕнĕ, илемлĕ, технологи енчен çỹллĕ шайри обьекта пысăка хурса хакларĕ ертỹçĕ. Кунта çемьесем кăмăллăн канма, сывлăха çирĕплетме, спортсменсем ăсталăха туптама вăхăт тупĕç. Аня МАРКОВА, студентка: _ В.Путин Чăваш Ене шăпах Раççей студенчĕсен кунне паллă тунă кун килчĕ. Студентсемпе тĕл пулнă май Премьер çамрăксене хумхантаракан чи çивĕç ыйтусене çĕклерĕ: пурăнмалли çурт-йĕр, паянхи самана ыйтакан профессисене алла илесси, медицина пахалăхне çĕклесси тата ытти те. Калаçу вăхăтĕнче Гаитире пулса иртнĕ инкек пирки сăмах хускатрĕç. Инкек тỹснĕ халăх нушине ăнланса тата пулăшса Владимир Владимирович Раççейри аслă вĕренỹ заведенийĕсенче укçалла пĕлỹ илекен Гаити студенчĕсене тỹлевсĕр вĕрентме йышăнассине пĕлтерчĕ. Çакă Раççей халăхĕ ытти халăх хуйхине хăйĕнни евĕр йышăннине, пулăшу аллине яланах тăсма пултарнине кăтартрĕ.


"Елчĕк Ен"
03 февраля 2010
00:00
Поделиться