Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Этемлĕх сăпкине упрар

Çак ятпа ирттерчĕ 7-мĕш классемпе йĕркеленĕ уçă урока Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ Галина Енейкина. Çут çанталăк этемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл пулас ăрусен сывлăхĕ, вĕсен пурнăçĕ, шанчăкĕ пулнине туйтарасси, ăна упрама хăнăхтарасси урокăн тĕп тĕллевĕ пулчĕ. Урокпа паллашма районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене ертсе пыракансем хутшăнчĕç. Кашниех урок çỹллĕ шайра иртнине, ăна йĕркеленĕ чух паянхи самана ыйтакан çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курнине, курăмлăх хатĕрĕсем çителĕклĕ пулнине (мультимедилле проектор, компьютер, кластер, çут çанталăк этемлĕх сăпки пулнине çирĕплетекен синквэйн, тĕслĕх-буклет тата ытти те) палăртрĕç. Пĕр-пĕр произведени тăрăх мар, хамăр тавралăха илем кỹрекен палăксене халалласа ирттерни урока хăйне евĕрлĕх, уçăлăх кĕртрĕ. Вĕренекенсем Патреккел çăл куçĕ, Тĕпсĕр кулĕпе Ветерансен паркĕ, Хурăнвар çырми тăрăх буклетсем хатĕрлесе вĕсене хỹтĕлерĕç. Буклетсемпе паллаштарнă май ачасем хăйсем те çут çанталăкпа туслă çыхăнура пулнине, çулсеренех йывăç-тĕм лартма, Ветерансен паркĕпе Хурăнвар çырмине çỹп-çапран тасатма хутшăннине пĕлчĕç куракансем. Уçă урокра вĕренекенсем чăн та пĕтĕм енчен пултаруллă пулнине кăтартса пачĕç. Вĕсем предмета тарăн пĕлни курăнчĕ. Чĕлхе пуянлăхĕ, ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсене питĕ нумай пĕлни, сăвă-калав çырма та маçтăр пулни, хайлавсене каланă-вуланă чух интонацие пăхăнни палăрчĕ. Сăввисем вара тарăн шухăшлă, сăвă çырас йĕркене çирĕп пăхăнни вĕсене итленĕ чухнех туйăнать. Çапла пулмасăр май та çук. Мĕншĕн тесен Галина Леонидовна ачасен пултарулăх хĕлхемне вăхăтра асăрхаса "чĕртсе" яма пулăшас тĕллевпе чылай çул "Çамрăк çеçпĕлсем" кружок ертсе пырать. Унта çỹрекен кашни шкул ачи мĕн пĕчĕкрен илемлĕ литературăпа паллашать, туслашать, сăвă-калав çырма хăнăхать. Ăсталăхне туптаса пынă май кружока çỹрекенсем районта тата республикăра иртекен творчество конкурсĕсене те хастар хутшăнаççĕ, çулсеренех çĕнтерỹçĕсен йышне кĕреççĕ. Г.Енейкина Патреккел шкулĕнче ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 25 çул çитрĕ. Хамăра та вĕрентнĕрен эпĕ ăна питĕ лайăх астăватăп. Вăл шкула ĕçлеме килнĕ çул эпир 3-мĕш класраччĕ. Класа вăрăм çỹçлĕ, кăн-кăвак куçлă, çỹллех мар çамрăк вĕрентекен кĕрсе тăчĕ ун чух, пỹлĕме хăйпе пĕрле темле уçă вăркăш илсе кĕчĕ тейĕнех. Ăшă та тимлĕ куçĕсемпе сăнанă май вăл ачасене юратни, пĕлỹшĕн ăнтăлни сисĕнчĕ. Çак çулсем хушшинче Галина Леонидовна сахал мар ачана пĕлỹ пачĕ. Чылайăшĕ вĕрентекене, чăваш чĕлхипе литература предметне кăмăлланăран пурнăçра унăн çулне суйласа илчĕ. Пархатарлă ырă ĕçшĕн район, республика, Раççей шайĕнче сахал мар ырă ят, награда çĕнсе илчĕ икĕ кĕнеке авторĕ Г.Енейкина. Вĕсене кашнинех асăнса та пĕтереймĕн. Чи паха награда вара уншăн _ вĕренекенĕсем çулсеренех район, республика шайĕнчи конкурссенче призлă вырăнсем çĕнсе илни, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă хыççăн чылай çул иртсен те тав сăмахĕсемпе ун патне çĕнĕрен те çĕнĕрен таврăнни.


"Елчĕк Ен"
03 февраля 2010
00:00
Поделиться