РОМАНОВСЕМ - ЯЛ УЧИТЕЛĔН СУМĔ
"Тăван тăвалла туртать..." Ваттисем çапла ытарлă каланине илтсен куç умне тỹрех Таяпа Энтри ялĕн хисеплĕ çыннисем _ пĕр тăван Романовсем тухса тăраççĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ - Кирилл Романовичпа Борис Романович _ халăх хушшинче яланах хисепре пулнă. Яланах халăх хушшинче ... 1946 çул, кăрлач уйăхĕ. Тăватă çула тăсăлнă хаяр вăрçă чарăнни те тинтерех анчах. Халăх ерипен ура çине тăрса пырать, ял хуçалăхне те çĕклет. Вăхăт иртнĕçемĕн кашни çемьене пырса тивнĕ вăрçă суранĕсем те сипленсех пыраççĕ. Елчĕкре районти учительсен канашлăвĕ пырать. Кăрлачăн 9-мĕшĕнче вăл иккĕмĕш куна тăсăлнă. Малтанхи кун çут ĕç пайĕн инспекторĕ И.Е.Захаров доклад туса панă. Унăн та, Каркаларти 7 çул вĕренмелли шкулăн вĕренỹ пайĕн заведующийĕн М.И.Скворцова педагогăн та доклачĕсем тарăн содержаниллĕ пулнă. Çут ĕç пайĕн заведующийĕ Е.С.Степанов та питĕ витĕмлĕн тухса калаçнă. Вăл Тăрмăшри шкул директорне С.Хмельникова, Кивĕ Арланкассинчи пуçламăш шкулăн заведующине В. Ичанкинана ырланă. Учительсен канашлăвĕн иккĕмĕш тапхăрне ВКП(б) Елчĕк райкомĕн секретарĕ С.В.Макаров хăй пуçланă. Чи малтанах вăл районти учительсене Çĕнĕ 1946 çул ячĕпе саламласа çĕнĕ пархатарлă утăмсем тумашкăн ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр суннă. Унтан Макаров юлташ ялти учителĕн пурнăçри вырăнĕ çинчен чарăнса тăнă. Учитель яланах халăх умĕнче пулни çинчен, çавăнпа та унăн кашни утăмĕ, кашни сăмахĕ вырнаçуллă та килĕшỹллĕ, илемлĕ пулмаллине асăрхаттарса, вĕрентсе каланă. Учительсен пурин те Таяпа Энтри шкулĕнчи Романовсенчен ырă тĕслĕх илмеллине палăртнă. Романовсем СССР Верховнăй Советне суйламалли тапхăрта суйлавçăсемпе ĕçлессине вăйлатсах пыраççĕ иккен. Вĕсем кандидатсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен халăха тĕплĕн паллаштараççĕ. Акă, хумхануллă самант. Райĕçтăвком председателĕ З.С.Осипов сăмах илет, вăл СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указне вулать: "Медалью "За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941-1945 г.г." награждается директор Староянашевской 7-летней школы Кирилл Романович Романов!" Кирилл Романович çав териех хумханса каять, сцена çине утса тухать. Пурте тăвăллăн алă çупса ура çине тăнă. Пĕр шутласан, мĕн тери пысăк хисеп çакă! Зиновий Осипов пĕтĕм халăх умĕнче Кирилл Романовичăн кăкăрĕ çине сумлă наградăна çакса янă. Çак медале Таяпа Энтри шкулĕн тепĕр пултаруллă педагогĕ Анастасия Ефимовна Антонова та тивĕçет. Залра ун чухне Хăвăлçырма шкулĕн директорĕнче, учительте ĕçленĕ О.А.Сазонов, ВЛКСМ райкомĕн секретарĕ П.К.Комиссаров та пулнă. Иккĕшĕ мĕн пенсие тухичченех ачасене вĕрентнĕ, район хаçачĕн чи активлă ялкорĕсем пулнă. Шуçăмпа тăракана - шур кулачă... ...1970 çул. Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕ. Таяпа Энтринче ниçта шăнăçайми савăнăç _ вырма вĕçленнĕ! Çак ятпа "Смычка" колхозăн правлени ларăвĕ пырать. Григорий Григорьевич Шадриков председатель сăмах илет. Вăл, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер, легендарлă Брест крепоçĕн хỹтĕлевçи, пурне те чĕре витĕр тухакан ăшă сăмахсемпе тав тăвать. Чи малтанах Шадриков председателĕн тав сăмахĕсене хастар агитатор-учительсем _ пĕр тăван Романовсем _ Кирилл Романовичпа Борис Романович тивĕçеççĕ. Унтан _ Никандр Яковлевич Макаров, Алексей Михайлович Смирнов тата Анатолий Петрович Антонов педагогсем. Вĕсем çу каçипех халăхпа юнашар пулнă. Йывăр ĕçре пурне те хавхалантарса пынă. Акă, Г.Г.Шадриков председатель правлени ларăвĕнче Кирилл Романовича сăмах парать. Кирилл Романович каланисем веçех виçеллĕ, кашни сăмахĕ хăй вырăнĕнче. "Шуçăмпа тăракана _ шур кулачă! Укçаран тар шăрши кĕтĕр",_ ытарлă та вырăнлă каласа хурать Кирилл Романович. Унтан вăл председателе тата правлени тытăмĕнчи яваплă çынсене çакăн пек сĕнỹ парать: "Хисеплĕ Григорий Григорьевич! Хисеплĕ юлташсем! Енчен те ĕçлесе илнĕ кашни 1 тенкĕ укçа çумне уборкăна хутшăннисене пурне те 1 килограмм тырă парса хавхалантарсан _ пирĕн "Смычка" колхозăн пỹлмисем пушанас çук. Колхоз пурлăхĕ вăл - халăх ырлăхĕ.Ĕç çыннисене вара _ хавхалантармаллах! Çакă пирĕн ĕçченсене ыранхи кун вăрлăха калибровка тунă чухне те тăрăшса ĕçлеме май парĕ". Кирилл Романович вырмара хастарлăх кăтартнă ĕç паттăрĕсене ырласа райхаçатра çырса кăларма сĕнет. 1949 çулхи раштавра хуçалăха вăрман касса турттарас ĕçре мала тухнăшăн районти Хисеп хăми çине кĕртнине аса илтерет. Ун чухне те Герасимов председательпе ял совет секретарĕ Щипцова парторг ĕçчен çынсене хаçат урлă хавхалантарса пыни мĕнлерех витĕмлĕ пулса тухни çинчен калать. Правлени ларăвĕн членĕсем те сăмах хушаççĕ: "Эсир, Кирилл Романович, пит сăпайлă этем! Çав вăрмана касса хатĕрлес ĕçе шăллупа, Борис Романовичпа пĕрле, хăвăр та хутшăнни пирки мĕншĕн шарламастăр?" Тĕлĕнмелле, учитель-агитаторсем Романовсем шартлама сивĕре пĕтĕм халăхпа пĕрле Карапай Шăмăршă тăрăхĕнче кĕрĕкĕсене хывса пăрахса, алла пăчкă тытса çичĕ хут тар тухиччен, чăм шыва ỹкиччен ĕçленĕ! Çав хушăрах райхаçат валли корреспонденцисем хатĕрлесе пичетлеме ĕлкĕрнĕ. Чăнах та, хальхинче те "Колхоз ялавĕнче" маттур комбайнерсемпе шоферсене, механизаторсене тивĕçлипе мухтаса "Ĕçри паттăрлăх" ятпа статья çырса кăлараççĕ. Çав çулсенчи хаçат номерĕсене тишкернĕ май, "Смычкăсем" тĕлĕнмелле тăрăшулăх кăтартса ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тунине куратпăр. Тĕслĕхрен, 1969 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Елчĕк КПСС райкомĕн секретарĕ Клавдия Михайловна Леонтьева хăйĕн райхаçатра кун çути курнă "Пилĕкçуллăх. Тăваттăмĕш çул" ятлă статьяра Таяпа Энтрисене çĕнĕ клуба туса пĕтерсе хута янă ятпа тата Çĕнĕ çулпа саламланă. Районти сухаçă-механизаторсен ăмăртăвĕсем те вăл вăхăтра ниçта та мар, "Смычкăра" иртнĕ иккен! Çакăн çинчен "Колхоз ялавĕн" 1970 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнчи номерĕнче "Стартра _ сухаçăсем" статьяра çырса хăварнă. Тăван тăвалла туртать... Кирилл Романов 1916 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Сумлă ентешĕсемпе Никандр Яковлевич Макаровпа тата Павел Кондратьевич Громовпа вĕсем Патăрьелĕнчи педтехникумра пĕрле вĕреннĕ. Унтан 1935 çулта вĕренсе тухнă. Пиччĕшĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса шăллĕ, Борис Романович та учитель пулас ĕмĕтпе çунать. Çулĕпе пиччĕшĕнчен икĕ çулталăк кĕçĕнрех пулнă Борис Романович. Таяпа Энтринчи тата Елчĕкри шкулсенчен ăнăçлă вĕренсе тухнăскер, Хусанти учительсем хатĕрлекен института вĕренме кĕрет. 1939 çулта вăл çав институтран учителе вĕренсе тухать те, Никандр Яковлевич Макаровпа тата Павел Кондратьевич Громовпа пĕр вăхăтра Хĕрлĕ Çар ретне тăрать. Вăрçă çулĕсенче Борис Романов красноармеец тăхлан çумăрĕ айĕнче çỹресе Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕлет. Вăл хăй службăра тăнă артдивизионра çыхăнăва йĕркелесе пынă, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. 1943 çулта вăрçăран аманса килсен те пуçне усман Борис Романович. Ялти, Елчĕкри шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. 1948-1967 çулсенче Патреккелĕнчи, 1967-1971 çулсенче Таяпа Энтринчи шкулсенче директор пулса ĕçленĕ. Тăван ялта пенсие тухичченех çамрăк ăрăва пĕлỹ тата воспитани панă, халăх хушшинче пысăк авторитет çĕнсе илнĕ. "Пĕлỹ" обществин ырми-канми лекторĕ, пропагандист, тăван ялĕнчи "Смычка" хуçалăхри ревизи комиссийĕн председателĕ пулнă вăл. Пĕр шутласан, чăнах та тĕлĕнмелле _ мĕнле анчах пĕтĕм çĕрте ĕлкĕрсе пынă-ши вăл? Çынсем ăна шаннă, ĕненнĕ. Вăл та çак шанчăка тỹрре кăларассишĕн пиччĕшĕнчен ырă тĕслĕх илсе ырми-канми тăрăшнă. 2000 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче унăн кăвар чĕри тапма чарăннă. Тăванĕсем _ тĕпе юлнă ывăлĕ Владимир _ Борис Романовичăн наградисене тăван шкул музейне парнеленĕ. Сумлă наградăсем чылай Борис Романовăн. Çак шутра Аттелĕхĕн Аслă вăрçин I степень орденĕ, "Паттăрлăхшăн" тата Г.К.Жуков маршал ячĕллĕ медальсем. "Халăха çутта кăларас ĕçĕн отличникĕн" Борис Романовăн ырă ячĕ _ халăх чĕринче. Хăй вĕрентсе, тивĕçлĕ воспитани парса Тăван çĕршыва юрăхлă тунă ачасем унăн ырă ятне нихăçан та манас çук. Пиччĕшĕн, Кирилл Романовичăн, шăллĕне пытарма лекрĕ, çав хурлăхлă куна курмалла пулчĕ... Кирилл Романов Патăрьелĕнчи педтехникумран 19 çултах вĕренсе тухнă. Шăллĕнчен, Борис Романовичран ырă тĕслĕх илсе вăл та Хусанти учительсем хатĕрлекен институтран вăрçă умĕн, 1940 çулта вĕренсе тухнă. Ун чухне вăл 24 çулта пулнă. 1935-1939 çулсенче Кирилл Романович тăван ялĕнче ачасене вĕрентнĕ. 1941-1957 çулсенче вăл директор пулса педагогика коллективне ертсе пынă. 1957-1967 çулсенче вара вăл шкул директорĕн заместителĕнче тăрăшнă. Шăллĕ пекех, Кирилл Романов та "Пĕлỹ" обществин лекторĕ, хастар пропагандист пулнă. Ăна 1946 çулта медальпе наградăлани çинчен эпир вулакансене паянхи çак статьяра паллаштартăмăр. Çавăн пекех ăна тепĕр сумлă наградăпа _ Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă. Çапла, чăннипех те вăйлă çынсем пулнă вĕсем, Аптраман таврашсем _ пиччĕшĕпе шăллĕ... Вĕсенче, Кирилл Романовичăн юратнă кĕрỹшĕ, Кивĕ Эйпеç çынни Вячеслав Варсонофьевич Воробьев полковник палăртнă тăрăх, чăваш халăхĕн чи чаплă енĕсем пурте пулнă _ сăпайлăх, çынлăх, ĕçченлĕх, перекетлĕх... Ахальтен мар пулĕ, вĕсен вĕренекенĕ, Таяпа Энтринче шкул директорĕнче чылай çул ĕçленĕ Геннадий Васильевич Петров Романовсем çинчен çапла каларĕ: "Лайăх çынсен кăмăлĕ _ катса илес сар çу пек". Романовсен кун-çулне тĕпченĕ май Кирилл Романовичăн тата Анна Осиповнан ывăлĕпе Николайпа Шупашкарта тĕл пулма тỹр килчĕ. "Аттепе анне умĕнче яланах парăмлă туятăп хама. Вĕсем пире çуратса ỹстернĕ, вĕрентнĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пирĕн çемьере аттепе аннен пилĕк ача çитĕннĕ. Эпĕ тата тăватă аппа _ Светлана, Тамара, Альбина, Надежда. Учитель ачи пуласси хăйне кура пысăк яваплăх та иккен! Çавăнпа та эпĕ 1981 çулта Шупашкарта планпа экономика техникумĕнчен вĕренсе тухрăм. Каярахпа Чăваш патшалăх университетĕнче экономика факультетне пĕтертĕм. Çулсем иртсе пычĕç _ аттепе аннен ырă та çутă, ăшă сăнарĕсем чун-чĕрере ĕмĕрлĕх упранаççĕ. Тăван Таяпа Энтри халăхне те нихăçан та манас çук!" Борис Романовичăн тата унăн пархатарлă мăшăрĕн Вера Сосипаторовна учительницăн ачисем виççĕшĕ те чăннипех маттур. Алексей _ çар çынни, офицер. Елизавета пурнăçне врач профессийĕпе çыхăнтарнă, ăста сиплевçĕ. Вăл хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Тĕпе юлнă Владимир ашшĕн çуртĕнче çемйипе пурăнать. Вăл Таяпа Энтринче Анаткас урамĕнче çирĕп хуçалăх тытса пырать. |
"Елчĕк Ен"