Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Радио итлес килет

Мĕн ачаран эпир радио итлесе ỹснĕ. Каярахпа та "Ăраскал", "Кăвак конвертлă çырусем" передачăсене кăмăлласа итлеттĕмĕр. Е тата Чăваш академи театрĕн спектаклĕсене итлесе ларнине маннă-и ватăсем? Иртнĕ çулсенче пăралуклă радио районта та пĕтрĕ. Çапла икĕ çул та пурăнтăмăр пулĕ. 2009 çулхи ака уйăхĕнче, чăваш чĕлхин кунĕнче, чăваш наци радиовĕ ĕçлеме пуçларĕ. Малтанах радиоприемник çукран кỹрше каçаттăмччĕ итлеме. Халĕ вара хăватлă радиоприемник хамăр туянтăмăр. Республикăри мĕнле кăна çĕнĕ хыпарсемпе паллаштармаççĕ çепĕç саслă журналистсем. Хыпарсене таса чăваш чĕлхипе уççăн, ăнланмалла çитереççĕ пирĕн пата. Миçе тĕрлĕ передача тухмасть пулĕ радио хумĕ çинче. Халиччен илтмен юрăсем те шăранаççĕ унта. Тĕрлĕрен калавсене итленĕ май куççулĕсене те пытараймастăн тепĕр чухне. Чăваш наци радиовне итлеме питĕ юрататăп. Эсир те радиоприемник туянăр _ вара чăваш передачисене хăлха тăратса итлесе ларатăр. Чăваш сассине итлемесен чун канмасть. 



"Елчĕк Ен"
27 января 2010
00:00
Поделиться