Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăн-чăн пăхаттирсем – Елчĕк тăрăхĕнчен

Елчĕк районĕнче йывăр атлетика çур ĕмĕр каяллах лайăх аталанма пуçланă. Пĕрремĕш разрядлă Н.Мальков кире пуканĕ тата штанга йăтассипе республика чемпионĕ ятне вун сакăр хут çĕнсе илнĕ. Унăн вĕренекенĕ, Патреккел ялĕнчи Л.Клементьев хĕрĕх çул каялла йывăр атлетика енĕпе Раççей чемпионатĕнче çĕнтернĕ, СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

Çак район атлечĕсем 2009 çула та çитĕнÿсемпе вĕçлерĕç. Штангистсен команди республика чемпионатĕнче каллех пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. «Хыпар» хаçатăн парнисене илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри 26-мĕш турнирта Кивĕ Эйпеçри С.Соловьев, Кĕçĕн Таяпари В.Семенов, Тăрăмри Д.Енедеров тата Ĕнелти Д.Николаев хăйсен виçисенче мала тухрĕç. Вĕсен кăтартăвĕсем Раççей спорт мастерĕн нормативĕнчен самай лайăхрах. Вун саккăрти С.Соловьев 32 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 102 хут тĕртрĕ, çамрăксен тĕнче рекордне лайăхлатрĕ.

Елчĕк тăрăхĕн команди ЧПУ проректорĕн, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕн О.Н.Викторовăн парнисене илессишĕн Çĕнĕ Пăвара ирттернĕ республикăри III турнирта та пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çитĕннĕ атлетсен ушкăнĕнче тĕп парнесене Канаш районĕнчи К.Ильин, Чăваш ял хуçалăх академийĕн командинчи Д.Тимофеев, Н.Перепелкин тата тĕнче спорт мастерĕ Б.Глинкин тивĕçрĕç.

Тĕрлĕ виçере çавăн пекех ЧПУ доценчĕ В.Симень, Канаш районĕнчи Ю.Осановпа Е.Степанова, кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн президенчĕ Ю.Карпов, Елчĕк районĕнчи Д.Григорьев, А.Яковлев, И.Кривов, А.Константинов, Д.Соловьев, Олегпа Николай Николаевсем, ĕç ветеранĕсем Г.Тумановпа А.Анисимов тата Шупашкар районĕнчи А.Павлов уйрăмах палăрчĕç.



"Хресчен сасси"
27 января 2010
00:00
Поделиться