Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ватлăх ват тутисĕр пултăр

Çулталăкра туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе Елчĕкри тĕп вулавăшра вăрçă тата ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хуралĕн службин ветеранĕсен районти канашĕн пленумĕ пулса иртрĕ. Чи малтанах ветерансен канашĕн ертỹçи С.Терентьева ватă çынсен пурнăçне çăмăллăх кỹрес тĕллевпе ветерансен канашĕ тата район ертỹçисем 2009 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Районта паянхи кун ветерансен 37 пуçламăш организацийĕ шутланса тăрать. Пурĕ 7900 пенсионер, çав шутра Аттелĕхĕн Аслă вăрçин 106 ветеранĕ, тăлăха юлнă 22 салтак арăмĕ, 1605 тыл ĕçченĕ, 4929 ĕç ветеранĕ, 1860 инвалид пурăнать. Вĕсене кашнинех çителĕклĕ таран тимлĕх уйăрас, чунĕсене кăштах та пулин ăшăтас тĕллеве мала хурса ĕçлет ветерансен районти канашĕ. Кăçал Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитет. Çак паллă куна халалласа районта иртнĕ çул вĕçĕнчех тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме пуçланă та ĕнтĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли _ районта "Аякри ялсенчи ветерансене _ тимлĕхпе пулăшу" акцийĕ. Акци ĕçĕ-хĕлĕ пирки Серафима Александровна тĕплĕн каласа пачĕ. Ăна халалласа районта нумай профильлĕ мобильлĕ информаципе консультаци бригади ĕçлет. Вăл сывлăх сыхлавĕпе халăха хỹтлĕхпе тивĕçтерекен органсенче, Пенси фончĕн районти управленийĕнче, культурăра, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене пĕрлештерет. Бригада членĕсем ветерансен килĕсенче пулнă май вĕсен пурнăç условийĕпе, сывлăхĕпе паллашаççĕ, тĕрлĕ чăрмавсене çĕнтерме пулăшаççĕ. Ватă çын - тăватă çын, тенĕ халăхра. Аслă ăрурисем пенси çулĕнче пулсан та алă усса лармаççĕ. Обществăлла ĕçсене _ масара, ял урамĕсене тирпей-илем кĕртмелле-и, палăксемпе обелиск умĕсене тасатса юсамалла-и, çырма урлă каçма кĕпер хывмалла-и _ кашнинех хастар хутшăнаççĕ. Çакăн евĕр пархатарлă ĕçсене çамрăксене те явăçтараççĕ. Ветерансен пуçламăш организацийĕсен ертỹçисем В.Щербаков (Хĕрлĕçыр), Г.Туманов (Çĕнĕ Эйпеç), О.Миронова (Таяпа Энтри) туса ирттернĕ ĕçсене тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парса ỹстересси _ яланах чи çивĕч ыйтусен шутĕнче. Шкулсенче, культура çурчĕсемпе вулавăшсенче иртекен тĕл пулусене хутшăннă май ветерансем Аттелĕхĕн Аслă вăрçи, Афган, Чечен вăрçисем пирки каласа кăтартаççĕ, çамрăкранах ачасенче çĕршыва юратас, ăна хỹтĕлеме яланах хатĕр пулас туйăмсене вăратма пулăшаççĕ. Шел пулин те, кунран-кунах сахалланса пыраççĕ пирĕн хушăмăрта ветеран-фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсем. Чĕррисенчен ытларах пайĕ хăйсем тĕллĕн те çỹреймест, вырăнпах выртса тăрать. Ылханлă хаяр тăшмана çĕршывран хăваласа кăларас тĕллевпе совет халăхĕ фронтра та, тылра та ырми-канми çапăçнине, ĕçленине вĕсем анчах чуна витермелле ĕнентерỹллĕн кăларса кăтартма пултараççĕ. Юлашки çулсенче хăш та пĕр массăллă информаци хатĕрĕсенче, тĕрлĕ передачăсенче е кинофильмсенче Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пирки тĕрĕсех мар çырса е каласа кăтартнине вулама, илтме-курма пулать. Çак ыйтăва ветерансен пленумĕнче ытахальтен мар хускатрĕç, обществăри кашни çыннăн асăннă çитменлĕхпе кĕрешмеллине, çĕршыв ирĕклĕхне çĕнсе илес тĕллевпе Аслă Çĕнтерĕве кунран-кун çывхартма пулăшнисемпе час-часах тĕл пулусем йĕркелемеллине палăртрĕç. Вĕренекенсем вара ветерансене шефа илни, хуçалăхри тĕрлĕ вак-тĕвек ĕçе пурнăçлама пулăшни ватăсене хавхаланма, хăйсем çак тĕнчере пĕччен маррине туйма май парĕ. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илес умĕн пурнăçламалли ĕçсем çинче те чарăнса тăчĕç ветерансен канашĕн пленумĕнче. Район пуçлăхĕ Н.Миллин ватăсен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Аслă ăрурисене ытларах район экономикипе, социаллă пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусем канăçсăрлантарчĕç: нумай хваттерлĕ çуртсене çут çанталăк газĕпе уйрăмăн хутса ăшăтас система çине куçасси, халăха таса шывпа тивĕçтересси, çул-йĕре юсасси, автобус маршручĕсене анлăлатасси, вăрçă ачисене тимлĕх уйăрасси тата ытти те. Афган вăрçин ветеранĕсен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи П.Анисимов та сăмах илчĕ, хăй ертсе пыракан организаци ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Петр Ильича паянхи кун пĕр ыйту канăç памасть. Асăннă организацин хальлĕхе халăха йышăнма хăйĕн уйрăм пỹлĕм çук, çак чăрмава татса пама район пуçлăхĕ патне ыйтупа тухрĕ вăл. С.Терентьева сăмахĕсене вĕçленĕ май праçниксене уявланă, тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ чух яланах спонсорла пулăшупа тивĕçтерекен организацисемпе предприятисене _ "Елчĕкри сыр хатĕрлекен завод" ОАО, "Санти" ООО, Канашри чăх-чĕп фабрикин Елчĕкри филиалне, çăкăр заводне тата ыттисене тав сăмахĕ каларĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем ватăсене хаваслă кĕвĕ-çемĕ парнелерĕç, самантлăха та пулин çамрăк вăхăта таврăнма май пачĕç.



"Елчĕк Ен"
16 января 2010
00:00
Поделиться