Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурлăха сыхласа хăварассине вăйлатмалла

Право йĕркине сыхлакан органсен ертỹçисен координаци канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта район пуçлăхĕ Н.Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем хутшăннă. Ларура районти предприятисем пурлăха сыхласа хăварассипе саккунсене мĕнле пăхăннине тишкернĕ. Чи малтанах район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева 2009 çулта выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илмелли килĕшỹсем мĕнле пурнăçланни, малашлăх тĕллевсем çинчен чарăнса тăнă. Иртнĕ çул аш-какай туса илмелли плана 101 процент, сĕтпе 104 процент пурнăçланă. Аш-какай туса илессипе "Прогресс" АХО, "Комбайн", "Сатурн"ЯХПКсем, сĕтпе "Комбайн", "Сатурн" ЯХПКсем, "Яманчурино", "Победа" ОООсем, "Прогресс" АХО лайăх ĕçленĕ. Район администрацийĕн финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова ял тăрăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсенче уйрăм çынсен тупăшĕнчен тата çĕршĕн пырса кĕрекен налуксене мĕнле тỹленине тишкернĕ. Пĕлтĕр налуксем виçĕм çулхинчен ытларах пырса кĕнĕ пулин те, хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем çĕршĕн налуксене туллин хывман. Çак çитменлĕхе çывăх вăхăтра пĕтерме хушса хăварнă. Район прокурорĕн çумĕ В.Николаев районта право йĕркисене пăхăннине, предприятисем пурлăха сыхласа хăварассипе мĕнле ĕçленине тишкерсе доклад, ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертỹçин çумĕ В.Викторов, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи О.Карсаков çум докладсем тунă. Пĕрлехи анлă ларура выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстерес, предприятисен пурлăхне, транспорт хатĕрĕсене сыхлас, ытти ыйтусене тишкернĕ.


"Елчĕк Ен"
16 января 2010
00:00
Поделиться