Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кубок Елчĕке таврăнчĕ

       Çĕнĕ çул умĕн Йĕпреç районĕнчи Энтриел ялĕнче "Урожай" физкультурăпа спорт обществин республикăри чемпионачĕ тата "Камай уйĕн пăхаттирĕсем" республикăри 6-мĕш турнирĕ иртнĕ. Тĕрлĕ районсенчен кире пуканĕ йăтакан 70 ытла атлет пухăннă кунта. Хĕрỹ кĕрешỹре 7 команда хушшинче Елчĕксем малти вырăна тухса куçса çỹрекен кубока çĕнсе илнĕ. Елчĕксем призлă 13 вырăна, Йĕпреçсем 6 вырăна, Чăваш ял хуçалăх академийĕн атлечĕсем 5 вырăна тивĕçнĕ. Пирĕн район командинче хăйсен виçисенче А.Яковлев, В.Николаева (Ĕнел), И.Кривов (Анатри Тимеш), Д.Изратов, А.Павлов, С.Соловьев (Кавал), В.Семенов (Кĕçĕн Таяпа), Д.Енедеров (Тăрăм) _ пĕрремĕш, О.Федоров (Елчĕк), О.Николаев (Ĕнел), Н.Яковлев (Тăрăм) _ иккĕмĕш, С.Елисеев (Курнавăш), А.Николаев (Акчел) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.



"Елчĕк Ен"
16 января 2010
00:00
Поделиться