Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Саккун пуриншĕн те пĕрех

 Прокуратура ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, учрежденисем, предприятисемпе организацисем, обществăпа политика организацийĕсем, должноçри çынсем саккунсене мĕнле пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăраççĕ вĕсем. Тĕп тивĕç шутне çавăн пекех çынсен ирĕклĕхĕпе прависене хỹтĕленине тĕрĕслесси, преступноçа хирĕç кĕрешнĕ май право хуралĕн ĕçне координацилесси, çынсен çырăвĕсене тишкересси тата ытти те кĕрет. Район прокуратуринче паянхи кун 5 ĕçчен тăрăшать: Н.Муллин прокурор, унăн çумĕ В.Николаев, прокурор пулăшуçи И.Романов, 1 категориллĕ специалист Л.Доброхотова, В.Пчелов водитель. Ĕнер Раççей Федерацийĕн Прокуратура ĕçченĕсем Раççей Прокуратурине туса хунăранпа 288 çул çитнине паллă турĕç. Граждансене хỹтлĕхпе тивĕçтересси пирĕн ĕçре тĕп вырăн йышăнать. 2009 çулта Елчĕк район территорийĕнче пурĕ165 преступление шута илнĕ (2008 çулта179 преступлени). Преступленисен шучĕ чакнă пулсан та, пăшăрханма сăлтав пур. Шел, йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ çав-çавах пысăк-ха. 2008 çулпа танлаштарсан, çынна вĕлересси _ 1 тĕслĕх, теприн сывлăхне пысăк хăрушлăха кĕртсе ỹкересси _ 3, çаратасси 1 тĕслĕх таран ỹснĕ. Иртнĕ çулсенче çакна асăрхасах кайман пулсан, пĕлтĕр районта хурахла тапăннă икĕ тĕслĕх те пулчĕ. Право хуралĕн органĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленине, ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пынине пула преступленисене пурне те кĕске вăхăтра уçса панă, айăплисем тивĕçлипе явап тытаççĕ. Право йĕркине сыхлакан органсен тĕп ĕçĕ преступленисене уçса парасси анчах мар, профилактика та пулнине шута илсен, ку енĕпе ĕçе çителĕклĕ таранах пурнăçламанни курăнать. Преступленисене тишкернĕ май çакă паллă. Иртнĕ çулта регистрациленĕ 165 преступленирен 74-шне ĕçсĕр юлнă çынсем, кашни 8-мĕшне (21) ỹсĕрле, кашни 5-мĕшне (28) маларах преступлени çулĕ çине тăнисем тунă. Тĕп тивĕçсен шутне çавăн пекех саккунсене мĕнле пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăрасси кĕрет. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пыни пур сферăнах асăрхаса тăма май парать. Иртнĕ çул саккуна пăснă 1462 тĕслĕхе тупса палăртнă, çав шутран саккунлă мар 158 право актне хирĕçленĕ, асăннă кăтартусене тĕпе хурса 158 право актне улăштарнă е пăрахăçланă. Арбитраж, пĕтĕмĕшле юрисдикци сучĕсене 797 тавăç тăратнă (пĕтĕмĕшле сумма виçи 4984 пин тенкĕпе танлашнă), суд 797 тавăçа та тивĕçтернĕ. Тĕрĕслев кăтартăвĕсене тĕпе хурса саккунсене пăхăнманшăн 368 представлени тăратнă, вĕсен результачĕсене тишкернĕ май 246 çынна дисциплина енчен явап тыттарнă, прокурор йышăнăвĕсемпе килĕшỹллĕн административлă юрисдикци органĕсем 126 çынна административлă майпа айăпланă, 140-шне асăрхаттарса хăварнă. 2009 çулта район прокуратури Раççей Федерацийĕн Уголовлă процессуаллă кодексăн 37 статйин 2 пайĕн 2 пунктне пăхăнманнипе çыхăннă 16 материала уголовлă ĕç пуçарма тăратнă, вĕсенчен 13-шĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче налук саккунĕсене пăхăнман 120 тĕслĕх тупса палăртнă. Вăл шутран 30 çынна асăрхаттарнă, 95-шĕ тĕлĕшĕпе представлени çырнă, вĕсен результачĕсене тĕпе хурса 82-шне дисциплинарлă явап тыттарнă, прокурор йышăнăвĕпе административлă юрисдикци органĕсем 5 çынна административлă майпа айăпланă. Шел пулин те, çул çитмен çамрăксен прависене пăснă тĕслĕхсем те сахал мар тĕл пулаççĕ. Пĕлтĕр çакăн евĕр 156 тĕслĕх тупса палăртнă. Çав шутран саккунлă мар 26 право актне хирĕçленĕ, суда 48 тавăç тăратнă (пĕтĕмĕшле сумма виçи 94 пин тенкĕпе танлашнă). 25 çынна административлă майпа айăпланă, 20-шне асăрхаттарнă, 53 представлени тăратнă, 42-шне дисциплина енчен явап тыттарнă, 4 уголовлă ĕç пуçарнă. Ĕç çыннине шалу вăхăтлă тỹленипе тỹлеменнине асăрхаса тата тĕрĕслесе тăрасси _ чи çивĕч ыйтусен шутĕнче. Ĕçлев кодексне пăхăнман ертỹçĕсене никам та пуçран шăлмасть. 2009 çулта ĕçлев саккунне пăхăнман 816 тĕслĕх тупса палăртнă. Ĕçлекенсен 699 заявленийĕ тăрăх суда тавăçсем тăратнă, граждансен интересĕсемшĕн 4810 пин тенкĕ шыраса илме йышăннă. Раççей Ĕçлев кодексне пăхăнманшăн 38 ертỹçĕне административлă майпа айăпланă, 23 представлени тăратнă, 13 ертỹçĕне дисциплина енчен айăпланă, пĕрин тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Саккун сакки сарлака теççĕ халăхра. Кашни кунах лăпкă та канлĕ ирттерес тесен пур çынна та саккуна çирĕп пăхăнма ыйтас килет.


"Елчĕк Ен"
13 января 2010
00:00
Поделиться