Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурнăçне ачасене халалланă

Вĕрентекен пулма çынра уйрăм енсем кирлĕ: Турă панă пултарулăх, çивĕч ăс-тăн, анлă тавра курăм, ачасене юратни. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ют чĕлхесене вĕрентекен Любовь Петровна Шепиновăра çак енсем пурте пур. Педагог профессине тĕрĕссипе суйласа илни ăна пуçĕпех юратнă ĕçе кỹлĕнме хистенĕ. Çавна май çул хыççăн çул хыçа тăрса юлнине сиссе юлма та пулман унăн, унтанпа вара 26 çул иртсе кайнă. Вăл _ Аслă Елчĕкри Черновсен хĕрĕ. Ашшĕ _ Петр Александрович, амăшĕ _ Евгения Тимофеевна ачисене тивĕçлĕ воспитани, пĕлỹ парасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Класс ертỹçи, нимĕç чĕлхине вĕрентекен Мария Александровна Архилина Люба Чернова вĕренекен ют чĕлхе предметне хăвăрт ăнкарса илме пултарнине малтанах пĕлнĕ, курса тăнă. Çакна шута илнĕ вĕрентекен унпа пулас професси пирки сăмах пуçарнă. Хĕр ача та çак шухăшпах канăçсăрланса пурăннă иккен. Анчах вăл çакăн çинчен Мария Александровна умĕнче ниепле те малтан пуçласа сăмах хушма хăяйман. Çак самантран тытăнса Люба уроксене тата тĕплĕнрех хатĕрленме тытăннă, унăн ăс-тăнĕнче учитель пулас шухăш çирĕпленсех ларнă. Çав çулсенче шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, халĕ пĕр касрах пурăнакан Венера Петровна Кассировăна юратни, куç тĕлне туса хисеплени те хĕр ачана вĕрентекен пулма хистенĕ. Шкулта нимĕç чĕлхине юратса вĕренни ĕмĕте пурнăçлама пулăшнă. 1977 çулта Аслă Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă Люба Чернова И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕнĕ. 1983 çулта аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Елчĕкри шкулта акăлчан тата нимĕç чĕлхисене вĕрентме тытăннă. _ Кашни çулах вĕренекенсем улшăнса тăраççĕ, ют чĕлхесене вĕренес туртăм ачасенче юлашки çулсенче тата пысăк пулнине туятăп. Манăн вĕсене хам мĕн пĕлнине, чун-чĕрери чи çепĕç туйăмсене, çунатлă шухăшсене парас килет, _ тет вĕрентекен. Любовь Шепиновăна районти шкулсенче ĕçлекенсем лайăх пĕлеççĕ. Елчĕкри шкулти ĕçтешĕсем хушшинче те пысăк хисепре вăл. Мĕншĕн тесен Любовь Петровна тунă ĕçсемпе анчах лăпланса ларакан çын мар, яланах çĕннине вĕренме, ăса хывма тăрăшать. Хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ шайра иртекен конкурссене хутшăнса тĕрĕслет. Районти "Чи класлă класснăй", "Çулталăк вĕрентекенĕ _ 1997" конкурссенче те унăн ăсталăхне тивĕçлипе хакланă. Унăн вĕренекенĕсем районта, республикăра иртекен ют чĕлхесен олимпиадисене хутшăнса пĕр хутчен анчах мар палăрнă. Кăçалхи олимпиадăра Настя Чуманова иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Любовь Петровнăн юратнă вĕренекенĕ Настя иртнĕ уйăхсенче Чăваш Республикинче иртнĕ Германи кунĕсене хутшăннă. Хăйĕн вĕрентекенĕ хавхалантарнипе хĕр ача нимĕçсен паллă поэчĕн Ф.Шиллерăн "Перчатка" сăввине вуланă, пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Любовь Шепинова хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачасене халалланă. Юратнă вĕренекенĕсенчен нумайăшĕ ют чĕлхесене вĕрентекен пулса тăни ăна, пушшех, хавхалантарать. Хăйĕн 15 вĕренекенĕ _ ют чĕлхесен учителĕсем çинчен кашнийĕн çинчен юратса, савăнса каласа кăтартать вăл. Марина Черновăпа, акă, вĕсем хальхи вăхăтра пĕр шкултах ĕçлеççĕ. Любовь Петровнăн вĕренекенĕ пулнă Оксана Свеклова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Людмила Ертмакова И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче студентсене ют чĕлхесене вĕрентеççĕ. Марина Андреева, Надежда Судакова та хăйсен вĕрентекенне сума сăваççĕ. Уявсенче час-часах юратнă вĕрентекенĕпе тĕл пулаççĕ, тĕл пулма май килмесен шăнкăравласа саламлаççĕ. Пултаруллă педагог шкулти обществăлла пурнăçран та айккине тăрса юлмасть. Спортра маттур вăл, шкулти хĕрарăмсен волейбол командин хастар членĕ. Уроксем хыççăн час-часах коллективпа пĕрле физкультурăпа спорт комплексне çул тытать, хĕрарăм-вĕрентекенсем уйрăмах бассейнра шывра ишме кăмăллаççĕ. Любовь Петровна Шепинова _ педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Пурнăçне ачасене халалланă вĕрентекен ят-сума, чăннипех, тивĕçлĕ те...


"Елчĕк Ен"
16 декабря 2009
00:00
Поделиться