Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çăкăр - пурнăç тыткăчи

 Вăраха тăсăлчĕ хаяр вăрçă. Çак тапхăрта ял халăхне те çăмăл пулмарĕ. Мĕнпур ĕç хĕрарăмсемпе çамрăк ачасем çине тиенчĕ. Апла пулин те нăйкăшман вĕсем, хăраса, сехĕрленсе те ỹкмен. Çуркунне çитсен тыр-пул акса хăварнă, кĕркунне ăна пỹлмесене тăкаксăр пухса кĕртнĕ. Фермăри выльăх-чĕрлĕхе те тĕрĕс-тĕкел, сывă çитĕнтерессишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшнă. Çак çăмăл мар вăхăтра ĕçлекен халăха епле те пулин пулăшас тĕллевпе Аслă Елчĕкри Ленин ячĕпе хисепленекен колхозра пĕчĕк пекарня ĕçлеттерме май тупнă. Унта ĕçлеме сăпайлă хĕрарăма _ Перасковия Николаевна Ореховăна çирĕплетнĕ. Ялта ăна пурте Праски аппа тесе чĕннĕ. Хăйĕн пулăшаканĕпе пĕрле вăл усăллă ĕçе кỹлĕннĕ, ял çыннисен ырлăхĕшĕн тăрăшса хĕрарăмсем хăйсене те хĕрхенме пĕлмен. Ун чухне пур ĕçе те алăпа пурнăçланă-çке. Шывне тарасаран йăтнă, вуттине касса çурмалла, чустине хурса лартмалла, çăрмалла, вут хутса çăкăра кăмакара пĕçермелле пулнă. Паллах, çăмăл килмен çак ĕçсене пурнăçлама. ...Çăкăрĕсем вара çап-çаврака та илемлĕ, куçа илĕртсе тăмалла хĕрлĕ питлĕ пулнă.Тата мĕнле тутлă пулнă вĕсем! Вăрçă хыççăн та Праски аппа ялта çăкăр пĕçернĕ. Мĕншĕн тесен вăрçă хыççăнхи малтанхи тапхăрта та çынсен пурнăçĕ çăмăлланман-ха. Ăш пиллĕ, пурне те куç тĕлне туса ырă тума тăрăшакан хĕрарăмăн мăшăрĕ Илья Орехов вăрçăра пуçне хунă. Пĕртен-пĕр ачине Праски аппа пĕчченех пăхса ỹстернĕ, ватлăх кунĕсене хăйĕн юратнă мăнукĕсемпе савăнса ирттернĕ. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра нумай çул сварщик пулса ĕçленĕ Гена ывăлĕпе мăнукĕсем амăшĕн, асламăшĕн пархатарлă ĕçне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытса пурăнаççĕ. Тав сăмахĕсĕр пуçне урăх мĕнле сăмахпа аса илĕн çакăн пек çынсем çинчен.


"Елчĕк Ен"
16 декабря 2009
00:00
Поделиться