Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял çыннисемшĕн меллĕ

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ çак вăхăтченех Чкалов ячĕпе хисепленекен колхоз правленийĕ пулнă икĕ хутлă çуртăн подвал пайĕнче ĕçлесе пурăннă. Специалистсен ĕç вырăнĕ хăтлă пулман, пÿлĕмсем тăвăр, хĕллехи кун сивĕ. Çурта электричество вăйĕпе хутса ăшăтма хака ларнă. Ăна юсама та вăхăт çитнĕ, газ кĕртсе ăшăтмалла тăвас шухăш та пулнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Власов пĕрле ĕçлекен специалистсемпе тĕплĕн канашланă хыççăн çак ĕç хака ларма пултарассине, укçа-тенкĕ нумай тăкаклама пултарнине палăртнă. Кĕçĕн Таяпари Культура çуртне газпа хутса ăшăтаççĕ, унта çĕнĕ йышши библиотека туса вырнаçтарчĕç. Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче пушă пÿлĕмсем пуррине шута илсе ял тăрăхĕн администрацине çавăнта куçарма тĕв тытрăмăр. Çурла уйăхĕнче кирлĕ материалсене пĕтĕмпех пухса çитерсе ĕçе пикентĕмĕр.

В.Власов халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăракан Кĕçĕн Таяпа çыннисемпе килĕшÿ çирĕплетрĕ, вĕсене культура çуртĕнче ĕç пÿлĕмĕсене тума явăçтарчĕ. Ю.Иванов пÿлĕмсем пÿлсе пачĕ. А.Козловпа Ю.Семенов алăксем туса лартса хучĕç. З.Ефремовăпа Н.Сайкина, А.Воробьевăпа М.Смирнова, Е.Серебряковăпа Л.Смирнова, И.Колбасова стенасемпе маччасене шпатлевка турĕç тата сăрларĕç. В.Некрасов культура ĕçченĕпе Таяпа Энтринчи А.Чернов маччасене пластик çапрĕç. Юсав ĕçĕсене пурнăçланă çĕрте культура çурчĕн техработникĕсемпе газооператорсем нумай ĕç туса пулăшрĕç. С.Агеева библиотекарь, ял тăрăхĕн специалисчĕсем канмалли кунсенче те çак ĕçре тăрăшрĕç.

Елчĕкре пурăнакан Н.Чернов сварщик хутса ăшăтмалли системăна питĕ тĕплĕ туса пачĕ. В.Кудряшов ертсе пыракан тулли мар яваплă «Шанс» общество бригади электричество кĕртрĕ. Çак яваплă ĕçре ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Власов тытса туман ĕç те пулмарĕ пулĕ, пур çĕре те ĕлкĕрчĕ. Чÿк уйăхне кĕнĕ çĕре пĕтĕм ĕçе туса пĕтерчĕç. Çак уйăхрах ял тăрăхĕн администрацийĕ культура çурчĕн хăтлă пÿлĕмĕсене ĕçлеме куçрĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ пурĕ 4 пÿлĕме йышăнчĕ, пурне те газпа хутса ăшăтаççĕ. Пÿлĕмсем çутă, илемлĕ, ăшă тата ирĕк. Кунта ĕçлекен специалистсене ĕçпе пыракан граждансене çак пÿлĕмсенче йышăнма та питĕ кăмăллă.

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ çĕнĕ çуртра ĕçлеме пуçланăранпа кунта пыракан кашни çын савăк кăмăлпа тухса каять.



"Елчĕк Ен"
09 декабря 2009
00:00
Поделиться