Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Информаци марафонĕ вĕçленчĕ

Чăваш Енре “Пенси тытăмĕн модернизацийĕ” информаци марафонĕ вĕçленчĕ. Ăна пенсин 2010 çулта вăя кĕрекен улшăнăвĕсене ăнлантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Икĕ тапхăрпа, икĕ уйăх хушшинче иртнĕ марафон. Пĕрремĕшĕнче вăл “Пенсисем ÿсеççĕ” девизпа иртнĕ, юпа уйăхĕнче халăха валоризаци, хушма тÿлевсем, инвалидсене пенси памалли йĕркесем çинчен ăнлантарнă. Чÿк уйăхĕнче “Страховани тÿлевĕсем пенсине пысăклатаççĕ” девизпа çынсене тĕрлĕ тÿлевсемпе, пенсине пысăклатмалли майсемпе паллаштарнă.

Информаци марафонĕ вĕçленнĕ май, иртнĕ эрне кун Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ аудио-пресс-конференци ирттерчĕ. Унта Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин, “Чăвашрессовпроф” пĕрлешÿн, Раççей пенсионерĕсен канашĕн республикăри уйрăмĕн представителĕсем, республика, районсен массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем хутшăннă. Аудио-пресс-конференцире информаци марафонĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, çивĕч ыйтусене хускатнă. Унта пенси ыйтăвĕсене лайăх çутатассипе “Елчĕк ен” хаçат ăнăçлă ĕçленине палăртнă.



"Елчĕк Ен"
09 декабря 2009
00:00
Поделиться