Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕкре - республика чемпионачĕ

Юлашки çулсенче Елчĕк районĕнче республика шайĕпе иртекен спорт ăмăртăвĕсем тăтăшах пулаççĕ. Юпа уйăхĕнче хăвăрт утакансем В.Андреев олимпиец призĕсене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç, чÿк уйăхĕнче И.Портнова асăнса йывăр атлетсен уçă чемпионачĕ иртрĕ. Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Республикинчи чи вăйлă штангистсем Ел-чĕке пуçтарăнчĕç. Андреев урамĕнче вырнаçнă спорт çуртĕнче республика чемпионачĕ иртрĕ. Йывăр атлетикăна юратакансене район пуçлăхĕн çумĕ – район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый саламларĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командисене спорт енĕпе хатĕрлекен центрĕн директорĕ С.Шелтуков спортсменсене çитĕнÿ тума ырă сунчĕ. Ăмăртун тĕп судйи, СССР спорт мастерĕ Б.Клементьев атлетсене ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, спорт ăмăртăвне хĕрарăм-спортсменсем пуçларĕç. 48 килограмран çăмăлрах виçери хĕрсем хушшинче Раççейри ăмăртура кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ И.Баймулкина çĕнтерÿ турĕ. Çак виçерех пирĕн ентеш, спорт мастерĕн кандидачĕ Л.Иноходова виççĕмĕш вырăнта пулчĕ. Тĕрлĕ виçесенче Патăрьелĕнчи М.Камасовăпа П.Петрова, Шупашкарти Е.Герасимова чемпионкăсем пулчĕç. Çапах та куракансене ытларах 17 çулхи спорт мастерĕ Н.Хлесткина тупăшни килĕшрĕ. Вăл – Раççей чемпионачĕн виççĕмĕш призерĕ, тĕнче чемпионатне хутшăнса тăваттăмĕш вырăна йышăннă. 62 килограмлă спортсменка 90 кг штангăна парăнтарчĕ. Пултаруллă хĕр Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнать.

Арçын спортсменсем хăйсен ăмăртăвĕсене иккĕмĕш тапхăрта пуçларĕç. Шупашкартан килнĕ тĕнче класлă спорт мастерĕ Н.Петухов, 40 çула çитнине пăхмасăр, çамрăк атлетсенчен пултаруллăрах пулни палăрчĕ. Вăл – республика чемпионĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш призсене Çĕнĕ Пăвари П.Чермаковпа Энтепери А.Иванов тивĕçлипе çĕнсе ил-чĕç. Асăннă спо-ртсменсем 56 кг виçеллĕ категоринче ăмăртнă.

Курнавăшри Раççей спорт мастерĕ Г.Чермаков Чăваш Республикинче хăйĕн виçинче хăйĕнчен вăйлăрах атлет çуккине çирĕплетрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – спорт мастерĕн кандидачĕ П.Портнов. Аслă Пăла Тимеш каччи халĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ăсталăха туптать. Виççĕ-мĕш вырăнта – Патреккел ялĕнчен килнĕ П.Филимонов.

69 килограмлă А.Куршин Раççейри ăмăртусенче темиçе хутчен те çĕн-терÿçĕ пулнă. Спорт мастерĕ хальхинче те маххă памарĕ, Шупашкар командин пухмачне ылтăн медаль хушрĕ. Тепĕр виçере çамрăк спортсменсем хушшинче Раççей чемпионĕ пулнă, Европăри ăмăртура тăваттăмĕш вырăна тухнă спорт мастерĕ В.Ластухин çăмăллăнах çĕнтерчĕ. Çамрăк атлет Вăрнар районĕнче спортпа туслашнă, халĕ Шупашкарта пурăнать. Хальхинче вăл помост çинчен тÿрех 130 килограмм, кăкăр çине хурса 160 килограмм штангăна çĕклеме пултарчĕ. Çак виçере Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Н.Васильев та ăнăçлă ăмăртрĕ, бронза медале тивĕçрĕ.

Нумай хутчен республика чемпионĕ пулнă пирĕн ентеш, Раççей спорт мастерĕ И.Ишмуратов чи йывăр виçере чемпион ятне çĕнсе илчĕ.

Ăмăртура спорт ветеранĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. 48 çулхи СССР спорт мастерĕ Ю.Балтаев Кивĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнать. Паянхи кунччен те юратнă спорт снарячĕпе сыв пуллашма васкамасть Юрий. Тăтăшах ветерансем хушшинче иртекен Раççей чемпионачĕсене хутшăнса призлă вырăнсене тивĕçет. Çак ăмăртура та вăл çамрăксене те, ваттисене те пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ.

Спортсменсем хушшинче ăмăртусем вĕçленсен чи вăйлă командăна палăртма та вăхăт çитрĕ. Кубока Шупашкартан килнĕ хăнасем çĕнсе илчĕç. Елчĕк районĕнчи штангистсем иккĕмĕш вырăнта. Виççĕмĕш степень диплома Улатăр хулин команди тивĕçрĕ. Ăмăрту инспекторĕ, Чăваш Республикин йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ Г.Иванов палăртнă тăрăх, чемпионат çÿллĕ шайра иртнĕ, ăмăртăва тĕплĕн йĕркеленĕ.

 



"Елчĕк Ен"
09 декабря 2009
00:00
Поделиться