Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çивĕч ăслисене кăмăллаççĕ

Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Елчĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче пĕтĕм Раççей шайĕнчи чăваш чĕлхипе литературин олимпиадин иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта 60 вĕренекен хутшăннă. 9-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче призлă вырăнсене Екатерина Морозова (Кĕçĕн Таяпа), Алиса Федорова (Энтепе), Алиса Сапожникова (Çирĕклĕ Шăхаль) йышăннă. Влада Максимова, Дария Васильева (Елчĕк), Татьяна Щукина (Кушкă) 10-мĕш классен хушшинче чи нумай балл пуçтарнă.

Пулас выпускниксен хушшинче вара Оксана Петрова (Елчĕк), Татьяна Садовникова (Кушкă), Даниил Марков (Елчĕк) малти вырăнсене тивĕçнĕ.

Раштавăн 6-мĕшĕнче вĕренекенсем экономика предмечĕн олимпиадинче тупăшнă. Аслă Елчĕк шкулĕнчи Наталия Хушкина, Елчĕк шкулĕнчи Ирина Ишмуратовăпа Оксана Фомкина (10-мĕш класс), Лаш Таяпа шкулĕнчи Сария Ахметова, Курнавăш шкулĕнчи Марина Изратова, Кушкă шкулĕнчи Ирина Клементьева (11-мĕш класс) асăннă олимпиадăн иккĕмĕш тапхăрĕнче призлă вырăнсене йышăннă.



"Елчĕк Ен"
09 декабря 2009
00:00
Поделиться