Çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарнă
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи библиотекăра Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Кунтах вулакансем тĕрлĕрен буклетсемпе паллашнă.
Н.Михайлова библиотекарь Ветерансен çуртĕнче пурăнакан инвалидсемпе тĕл пулнă, çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарнă. Юлашкинчен библиотекарь ватăсене хăйсем патĕнче вулама кĕнекесем парнеленĕ.
"Елчĕк Ен"