Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Право консультацийĕ» кашнинех пулăшать

Паянхи кăткăс пурнăçра кашни çын патшалăх çирĕплетнĕ тата хÿтĕлекен нормăсемпе туллин усă курма, право тĕлĕшĕнчен хÿтĕленме пултарать тесе калаймасть. Чылай чух çын хăйĕн прависене туллин пĕлменрен вĕсемпе тивĕçлипе усă курма пултараймасть е инкек тÿсет. Ун пек чухне халăха право консультацийĕсем пысăк пулăшу параççĕ. «Елчĕкри сыр пĕçерекен завод» ОАОра вырнаçнă «Право консультацийĕ» тулли мар яваплă пĕрлешĕве районта чылайăшĕ пĕлеççĕ. Паянхи кун вăл сахал мар предприятипе организацие, хуçалăхсене право докуменчĕсем хатĕрлеме, харпăрлăх ыйтăвĕсене татса пама, уйрăм çынсене юридикăпа çыхăннă ыйтусем çине хурав тупма пулăшать. «Право консультацийĕ» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн ертÿçи – А.Воробьев. Тĕрĕслĕхе мала хуракан, панă сăмаха тытма пултаракан, хăйне шаннă ĕçе чунтан парăнса пысăк яваплăхпа пурнăçлакан ертÿçĕ вăл, кирек мĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçне усмасть. Ĕçре пысăк тăрăшулăхпа тата пуçарулăхпа палăрнăшăн 2005 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн стипендине тивĕçнĕ çамрăк. Паянхи кун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн О.Викторовăн пулăшуçи шутланать. Çак кунсенче мал ĕмĕтлĕ çамрăкпа курса калаçрăмăр, тĕрлĕ ыйту çине хурав пама ыйтрăмăр.

– Пĕрлешÿ ĕçĕ-хĕлĕпе тата та тĕплĕнрех паллаштарсамăр, Андрей Владимирович.

– Пирĕн «Право консультацийĕ» тулли мар яваплă пĕрлешÿ ĕçлеме пуçланăранпа кăçал тăватă çул çитрĕ. Унта паянхи кун икĕ çын тăрăшать. Эпĕ тата Ксения Сергеевна Кудашова юрист.

– Чылай çын пулăшу ыйтать-и сиртен; Мĕнле ыйтусемпе ытларах килеççĕ;

– Юрист пулса ĕçленĕ май çакна асăрхатăп – хăйĕн обществăри вырăнĕпе прависене пĕлекенсемшĕн çеç çул тумхахсăр та уçă паян. Çавна май çынсем ку енĕпе тавра курăмне ÿстерсех пыни сисĕнет.

Пулăшу ыйтакансем, чăн та, сахал мар. Организацисемпе предприятисене, хуçалăхсене, уйрăм çынсене эпир правопа çыхăннă пур енлĕ пулăшупа тивĕçтеретпĕр: кирек мĕнле ĕçе пуçăнас умĕн документсем хатĕрлеме, ертÿçĕсене документсене йĕркелесе пыма, тĕрлĕ заявлени, килĕшÿ çырма, арбитраж судĕнче (организацисем е патшалăхсем хушшинчи тавлашусене пăхса тухакан суд) вĕсен интересĕсене хÿтĕлеме тата ытти те. Тĕрлĕ пурлăха харпăрлăха куçарассипе çыхăннă ыйтусем канăç памаççĕ нумайăшне.

Калăпăр, федерацин 2008 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн Гражданла Кодексĕн пĕрремĕш пайне тата Раççей Федерацийĕн законодательствин уйрăм акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн, тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿсен (ОООсен) 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен хăйсен Уставне çĕнĕрен редакцилемелле. Çавна май ООО ертÿçисене право тĕлĕшĕнчен тивĕçтерекен Уставсем редакцилеме е çĕнĕрен йĕркелеме пулăшатпăр. Енчен те ку енĕпе камăн та пулсан йывăрлăх сиксе тухрĕ пулсан, пирĕнпе çыхăнма ыйтатпăр.

– Маларах эсир интерессене судра хÿтĕлени пирки асăнтăр. Адвокатпа танлаштарсан мĕнле уйрăмлăх сирĕн;

– Эпир гражданла, административлă, арбитражлă процеса анчах хутшăнма пултаратпăр пулсан, адвокат уголовлă процеса та хутшăнать.

– Андрей Владимирович, вулакансене хăвăрпа паллаштарсамăр. Ăçта çуралнă, ăçта вĕреннĕ;

– Эпĕ1975 çулта Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралнă. 10 класа çитиччен Елчĕк шкулĕнче,11-мĕш класа Лаш Таяпа шкулĕнче вĕреннĕ. Шкул хыççăн Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ.

– Ĕç стажĕ пысăк-и сирĕн;

– 1997 çулта алла диплом илсен «Елчĕкри сельхозхими» предприятире тăрăшрăм, унтан «Елчĕкри сыр пĕçерекен завод» ОАОра юрисконсульта вырнаçрăм. 2005 çултан – «Право консультацийĕ» ООО ертÿçи.

– Çемьере юристсем татах та пур-и;

– Мăшăр, йăмăк çак профессие суйласа илнĕ, тăвансем хушшинче юристсем татах та пур.

– Пушă вăхăта мĕнлерех ирттерме кăмăллатăн;

– Ăна çемье тата спорт валли уйăратăп. Алена мăшăрăмпа ывăлпа хĕр çитĕнтеретпĕр. Вĕсене те пĕчĕкренех спортпа туслашма хăнăхтарса ÿстерес ĕмĕтлĕ.

– Кăçал Çамрăксен çулталăкĕ. Çавна май çамрăксене мĕн суннă пулăттăрччĕ;

– Çамрăкра вăй, сывлăх, пуçарулăх. Çак вăхăтпа туллин усă курма пĕлмелле, шăп çак вăхăтра малашлăх никĕсне хывмалла. Унăн пурнăç тĕллевĕ, интересĕ пулмалла. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртес тесен вара ĕçлемелле те ĕçлемелле. Ăнăçупа çитĕнÿ тăрăшса ĕçлекене анчах парăнать. Чи кирли – хăвăн вăйна шанни, ĕçе пахалăхлă пурнăçлани. Кирек хăçан та сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыни кирлĕ. Çак пĕрре анчах килекен вăхăта лавкка-киоск умĕнче сăра кĕленчи тытса ирттерер мар, çĕршывшăн усăллă çынсем пулар.

– Калаçушăн тавах.



"Елчĕк Ен"
08 декабря 2009
00:00
Поделиться