Маттур амăшĕсемпе хĕр пĕрчисем
Амăшĕн кунне халалласа аслă ушкăнра уяв ирттертĕмĕр. Ачасем амăшĕсене саламласа илемлĕ юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç.
Малалла уяв каçне КВН евĕрлĕ йĕркелерĕмĕр. Унта виçĕ амăшĕпе хĕрĕсем хутшăнчĕç.
Акă, Тамара Павлован амăшĕ, Марина Николаевна, тĕлĕнмелле ăста алăллă. Мăшăрне, юратнă хĕрне, хăйне валли илемлĕ кофта, тутăр, шарф, свитер, жакет çыхса тăхăнтарать.
Дачăра та тĕрлĕрен пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Ашшĕ-амăш ĕçленине пăхса пĕчĕк Тамара та ĕç патне çыпçăнать. Аслисене пулăшать, вĕсен сăмахне итлет. Уява кишĕртен торт пĕçерсе килнĕ Павловсем. Çавăнпа та Марина Николаевнăна “Чи сăпайли, çепĕççи” ят парса хакларĕç жюри членĕсем.
Катьăпа Настьăн амăшĕ – Надежда Николаевна Ишмуратова. Вăл хăйĕн пысăк тавра курăмĕпе палăрчĕ уявра. Хĕр пĕрчийĕсемпе пĕрле аллисене çуртасем çутса “Я тебя люблю” юрă юрлани чăннипех те çĕнĕлĕх пулчĕ куракансемшĕн. Çавăн пекех виçĕ ача амăшĕ тем тума та ĕлкĕрет, хăйĕн пĕчĕк хĕрĕ çинчен илемлĕ сăвă çырни те тĕлĕнтерчĕ пире. Мĕн тĕрлĕ костюм хатĕрлемен пуль уяв валли. Çукран пур тума пĕлекен хĕрарăм вăл, Надежда Николаевна.
Хĕрĕсем те, Настьăпа Катя, амăшĕнчен пĕрре те юлмаççĕ. Хĕвел тухăç ташши ташласа пачĕç. Чăннипех те юрра-ташша пит ăста Ишмуратовсем. Вĕсен амăшне “Чи харсăрри” тесе чысларĕç.
Виççĕмĕш ушкăнра Николаевсем пулчĕç. Наталия Валерьевна пĕчĕк хĕрĕпе – Маринăпа тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса “Чи чиперри” ята тивĕçрĕ. Николаевсем чăваш халăх юррине юрласа, ташшине ташласа курма килнисене савăнтарчĕç. Наталия Валерьевна пирки чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ тесе калама пулать: кăмакара пĕçернĕ тутлă шаркку, çемçе капăртма, хăйма пек турăх, купăста кукăлĕ пĕçерсе килнĕ вăл. Ĕçчен хĕрарăм апат-çимĕç пĕçернипе анчах мар, анне çинчен хайлав çырнипе тĕлĕнтерчĕ. Ăна итленĕ май залра ларакансен куçĕсем шывланчĕç.
Куракансене уяв каçĕ питĕ килĕшрĕ. Çакăн пек хитре те илĕртÿллĕ амăшĕсем çумĕнче хĕрĕсем те пултаруллă та хаваслă, маттур та сăпайлă пуласси куç умĕнче. Конкурса хутшăннă хĕр пĕрчисене “Чи çепĕççи” ят парса хавхалантартăмăр.