Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кулленхи кĕтнĕ çын

Элпуç тата Кармал ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа Светлана Лапшина тивĕçтерет. Çамрăк хĕрарăм пилĕк çул каялла почтальонкăра ĕçлеме тытăннă. Палăртнă тапхăрта çак çăмăл мар ĕçри чăтăмлăха, пултарулăха тĕрĕслесе пăхмалăх вăхăт пулнă ĕнтĕ унăн. Халĕ малтанхи йывăрлăхсем пурте хыçа юлнă. Çак çулсенче Светлана почтальонка ĕçне хăнăхса çитрĕ анчах мар, вăл уншăн юратнă ĕç пулса тăчĕ. Кăмăла тивĕçтерекен, килĕшекен ĕç пулни вара пурнăçра питех кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Светлана Лапшина кашни килте куллен кĕтнĕ çын. Мĕншĕн тесен почтальонка çынсене хаçат-журнал валеçнипе пĕрлех пенси укçипе тата ытти тĕрлĕ тÿлевсемпе те тивĕçтерет-çке.

– Район хаçатне – «Елчĕк ене» ял çыннисем юратса вуланине вĕсем унăн черетлĕ кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтнинчен пĕлме пулать. Хальхи вăхăтра кунти икĕ ялта район хаçатне пурĕ 53 çемье çырăнса илет. Вĕсенчен нумайăшĕ «Елчĕк енпе» тахçанах туслă ĕнтĕ, уйрăмах аслă ÿсĕмри çынсем, хаçат редакцийĕнче ĕçлекен журналистсемпе хаçат кăларма хутшăнакан ытти çынсене те çывăх паллани çинчен пĕр-пĕрин хушшинче калаçнине темиçе хутчен илтнĕ. Нумай çул парти тата совет органĕсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Альберт Васильевич Григорьев çемйи уйрăмах нумай вуланине палăртмасăр иртме çук. Вĕсем район хаçатне анчах мар, ытти изданисене те кашни хутĕнчех хапăлласа çырăнаççĕ. Альберт Васильевичăн мăшăрĕ, Роза Арсентьевна, ялти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕскер, пурнăç таппинчен тăрса юлмасть. Ăна медицина темипе çырнă статьясем, ятарлă изданисем килĕшеççĕ,– тесе каласа кăтартрĕ пире Светлана Лапшина почтальонка.

Лариса Яшина ертсе пыракан Çирĕклĕ Шăхалĕнчи почта çыхăну уйрăмĕнче пурĕ тăватă почтальонка тăрăшать. Элпуçпа Кармал ялĕсенчи Светлана Лапшинăпа паллаштартăмăр ĕнтĕ. Евгения Козловăпа Александра Константинова Тĕмер, Ираида Петрова Çирĕклĕ Шăхальпе Мучар ялĕсенче почтальонка пулса тăрăшаççĕ. Вĕсем те кашни кунхи ĕçпе савăнса, хавхаланса пурăнаççĕ.

 



"Елчĕк Ен"
08 декабря 2009
00:00
Поделиться