Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пенси ирĕкĕн хаклавĕ

Федерацин 2009 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнчи саккунĕсен тĕллевĕсенчен пĕри – пенси виçине ÿстересси. Асăннă документа çакăн пек çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ: пенсисене валоризаци тăвасси; пенсионерсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар тупăшпа тивĕçтересси; ĕç стажне пысăклатмашкăн хавхалантарма пенсин страховани пайĕн çирĕплетнĕ база виçине 2015 çултан хăпартасси.

Валоризаципе усă курса аслă ăру çыннисен тупăшне еплерех ÿстересси çинчен РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертÿçин çумĕ, пенси йĕркелекен пай пуçлăхĕ Валентина Николаевна ПАВЛОВА каласа парать.

– Мĕн вăл, валоризаци;

– Валоризаци – граждансен 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен йĕркеленнĕ пенси ирĕкне укçан хакласа ÿстересси. Унăн йĕркипе кашни çыннăн çак вăхăт тĕлне пухăннă пенси капиталĕ 10 процент хăпарать тата 1991 çулчченхи ĕçленĕ кашни çулшăн 1-ер процент хушăнать.

– Çак механизм камсене пырса тивет;

– 2002 çулччен пухнă стаж пуррисене пурне те пырса тивет. Совет влаçĕ вăхăтĕнче нумай ĕçленĕ çынсен пенсийĕ валоризаци йĕркипе палăрмаллах ÿсĕ.

Çĕнĕлĕхпе пенсионерсем кăна мар, асăннă тапхăрччен ĕçленĕ, анчах тивĕçлĕ канăва тухмалли çул çитмен граждансем те усă кураççĕ. Енчен те вĕсен ĕç стажĕ 1991 çул хыççăнхи кăна пухăнма тытăннă пулсан пенсин расчет капиталĕ 10 процент ÿсет.

– Валоризаци ĕç стажне миçе çулпа чикĕлет;

– Халĕ пенси капиталне шутланă чух хĕрарăмсен чи пысăк стажĕ – 40, арçынсен 45 çулпа танлашать. Ватлăхри ĕç пенсине çăмăллăхсемпе усă курса маларах тухнă граждансен хăш-пĕр категорийĕшĕн ку кăтарту тата сахалрах. Калăпăр, пилĕк е ытларах ача çуратнă, вĕсене сакăр çула çитиччен пăхса ÿстернĕ амăшĕсен – 35, куç курманнипе пĕрремĕш ушкăн (III степень) инваличĕсен – арçынсен – 35, хĕрарăмсен – 30 çул.

Валоризаци коэффициентне шутлама пухăннă пĕтĕм стажа тĕпе хураççĕ: 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕчченхи пенси ирĕкне хакланă чухне стажа кĕртнĕ тапхăрсенех шута илеççĕ, анчах ăна чикĕлемеççĕ.

Валоризаци тунипе пенси капиталĕ пысăкланасси ĕç стажĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Çавна май кашни çыннăн хушăмĕ тĕрлĕрен пулать.

– Çитес çултан пенси мĕн чухлĕ хутшăнассине пенсионер хăй тĕллĕн шутлама пултарать-и;

– Пенсионер 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн ĕçлемен пулсан хушăма кăçалхи раштав уйăхĕнче илекен ĕç пенсийĕн страховани пайне валоризаци проценчĕ çине хутласа палăртма пулать.

Тĕслĕхрен, çыннăн 1991 çулчченхи ĕç стажĕ – 46 çул та 1 уйăх. 2002 çул хыççăн вăл ĕçлемен. 2009 çулхи раштав уйăхĕнче унăн ĕç пенсийĕ – 4482 тенкĕ. Çав шутра 2562 тенкĕ – база пайĕ (раштавăн 1-мĕшĕнчен ÿстернине шута илсе), 1920 тенкĕ – страховани пайĕ.

Валоризаци йĕркипе тулли 46 çул стажа тĕпе хураççĕ. Пенсин страховани пайĕ 1991 çулчченхи кашни çулталăкшăн 1-ер процент ÿстернипе 46 процент хăпарать тата 2002 çулччен ĕçленĕшĕн 10 процент пысăкланать – пĕтĕмĕшле хушăм 56 процентпа танлашать.

Çакна укçа çине куçаратпăр: пенсин страховани пайне валоризаци проценчĕ çине хутлатпăр – 1920 тенкĕ х 0,56 ç 1075 тенкĕ те 20 пус. Ÿсĕм – 1075 тенкĕ те 20 пус.

Çапла вара пенсин пĕтĕмĕшле виçи 5557 тенкĕ те 20 пуспа танлашать, вăл шутра: 2562 тенкĕ пенсин база пайĕ, 2995 те 20 пус – страховани пайĕ.

Пенсионер 2002 çул хыççăн ĕçлесе страховани взносĕ хывнă е пенси виçине страховани туман тапхăрсене кĕртсе шутланă тăк – кăткăсрах. Кун пек чух хушăма пĕлес тесен малтан 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕчченхи капитала валоризаци коэффициенчĕ çине хутламалла. Ун хыççăн ăна 2002 çултан пуçласа кăçалхи раштав уйăхĕчченхи ĕç пенсийĕн страховани пайне индексациленĕ коэффициентсем чухлĕ ÿстермелле.

– Эсир страховани туман тапхăрсем çинчен асăнтăр. Сăмах кунта мĕн пирки пырать; Вĕсене валоризаци ÿсĕмне кĕртеççĕ-и;

– Страхование кĕмен тапхăр шутне амăшĕ ача çулталăк çурă тултариччен ĕçре шутланса тăмасăр ирттернĕ вăхăт, пĕрремĕш ушкăн инвалидне, сусăр ачана е 80 çула çитнĕ ватăна пăхнă тапхăр, çар çыннисен мăшăрĕсем ĕçе вырнаçма май çук вырăнсенче пурăннă çулсем кĕреççĕ.

Страховани туман тапхăрсемшĕн хальхи вăхăтра Пенси фондне патшалăх укçан саплаштарать. Çак йĕркепе ĕç пенсийĕн страховани пайĕ ÿсет. Валоризаци тунă чух ăна шута илмеççĕ.

– Валоризаци йĕркипе стажа мĕнле шутлаççĕ; Тĕслĕхрен, Инçет Çурçĕрте ĕçленине;

– Пенсин расчет капиталне палăртнă чух пĕтĕмĕшле ĕç стажне мĕнле йĕркепе шутланă – валоризаци тунă чухне те ăна çаплах палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра пенси капиталне палăртма Инçет Çурçĕрте ĕçленине икĕ тĕрлĕ илме пулать. 1990 çулта йышăннă кивĕ саккунпа усă курсан пĕр çулталăк ĕçлени çулталăк çурăпа танлашать. Халĕ вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн стажа календарлă çул кĕрет. Пенси хăш мелпе пысăкрах тухать – çавна суйласа илсе палăртĕç.

– Çитес çулхи çĕнĕлĕх пенси илекенсене пурне те пырса тивет-и;

– Совет тапхăрĕнче пухнă пенси ирĕкĕн хаклавне ĕç пенсийĕ илекенсем кăна тивĕçеççĕ – ватлăхпа, инвалидлăхпа тата тăрантарса пурăнакана çухатнипе патшалăх тÿлевне илекенсемшĕн эппин. Пенси фондĕнче страховани пайне паракан çар пенсионерĕсем те çав шута кĕреççĕ. Урăхла каласан çĕнĕ йĕркепе ĕç пенсийĕн страховани пайне стажа кура ÿстереççĕ. Социаллă пенсие валоризаци тумаççĕ.

– Пенси ирĕкне стажа кура çĕнĕрен хаклаттарма пенсионерăн заявлени памалла-и;

– Пенси ирĕкне çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен хаклама Пенси фондне маларах çитернĕ документсемпе усă кураççĕ. Ыйтса çырни кирлĕ мар.

Енчен те гражданинăн хăйĕн пенсине ÿстерме пулăшакан ĕçлĕ хутсем пур тăк, калăпăр, 1991 çулччен ĕçлени çинчен, Пенси фончĕн районти управленине памалла, заявлени çырмалла. Вĕсене кăçал е 2010 çул вĕçлениччен çитерсен валоризаци укçине саккун вăя кĕнĕ кунран (2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен) тÿлĕç, 2011 çулта ыйтсан – заявлени панă хыççăнхи уйăхăн 1-мĕшĕнчен.

Ыйтусем пулсан “тÿрĕ çыхăну” – 2-62-32 телефонпа хурав илме пулать.



"Елчĕк Ен"
04 декабря 2009
00:00
Поделиться