Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Депутат парнишĕн турнир иртет

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Елчĕк ен ентешлĕхĕн ертÿçи, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ О.Н.Викторов кире пуканĕ йăтакансен республикăри уçă турнирне ирттерессине йăлана кĕртрĕ. Кăçал та уçă турнир Çĕнĕ Пăвари культура çуртĕнче раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирхине 10 сехет те 30 минутра пуçланать.

1991 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасем тата хĕрарăмсем 16 килограмлă кире пуканне йăтассипе 60 кг çитичченхи тата унтан йывăртарах виçесенче ăмăртĕç.

1991 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасем 16 килограмлă (50 кг çитичченхи) тата 24 килограмлă (55 кг çитичченхи, 60 кг, 65 кг, 70 кг йывăртарах виçесенче) кире пуканĕсене йăтĕç.

Арçынсем 60 кг çитичченхи, 65 кг, 70 кг, 75 кг, 80 кг, 90 кг, 90 кг йывăртарах виçесенче 2 пăтлă кире пуканне парăнтарассишĕн кĕрешĕç.

Ветерансем те айккинче юлмаççĕ: 40 çултан аслăраххисем 80 кг çитичченхи тата ытларах виçесенче 24 кг кире пуканĕпе, 50 çултан аслăраххисем абсолютлă виçере 20 кг, 60 çултан аслăраххисем 16 кг кире пуканĕсемпе тупăшĕç.

Командăсем хушшинче эстафета та пулать. Кашни командăри 5 атлет 24 кг кире пуканне 3-шер минутра нумайрах çĕклессипе кĕрешеççĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансен паспорт е шкултан панă справка (фотокарточкăпа) пулмалла.



"Елчĕк Ен"
04 декабря 2009
00:00
Поделиться